bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 42
Genesis 42
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 43 →
1
Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ.
2
Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ.
3
Вара Иосифӑн вунӑ пиччӗшӗ Египета тырӑ туянма тухса кайнӑ,
4
Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, Иаков унӑн пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: ӑна инкек-мӗн ан пултӑр, тенӗ.
5
Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта килнӗ ытти ҫынпа пӗрле тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ханаан ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ.
6
Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ. Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
7
Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ. Вӗсем: Ханаан ҫӗрӗнчен тырӑ туянма килтӗмӗр, тенӗ.
8
Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗсем ӑна паллайман.
9
Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.
10
Вӗсем каланӑ: ҫук, ырӑ хуҫамӑр, санӑн чурусем апат туянас тесе килнӗ;
11
эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫын ачисем; эпир тӳрӗ ҫынсем; санӑн чурусем нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман, тенӗ.
12
Вӑл вӗсене каланӑ: ҫук, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.
13
Вӗсем каланӑ: эпир, санӑн чурусем, вуниккӗн пӗртӑванччӗ, эпир Ханаан ҫӗрӗнчи пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем, акӑ халӗ кӗҫӗнни хамӑр аттепе юлчӗ, пӗри ҫухалчӗ, тенӗ.
14
Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире;
15
акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр;
16
хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
17
Вара вӗсене виҫӗ кунлӑха хурал аллине панӑ.
18
Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр:
19
эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр;
20
хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӗсем ҫапла тунӑ та.
21
Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр; вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асапланнине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире, тенӗ.
22
Рувим вӗсене хуравласа каланӑ: эпӗ сире: ачана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗрӗр тесе каламарӑм-и? анчах эсир итлемерӗр; акӑ унӑн юнне хамӑртан шыраҫҫӗ, тенӗ.
23
Хӑйсем вара Иосиф ӑнланса тӑнине пӗлмен; унпа вӗсем тӑлмач урлӑ калаҫнӑ.
24
[Иосиф] вӗсем патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ та йӗрсе янӑ. Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.
25
Унтан Иосиф вӗсен миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каялла чикме, вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.
26
Вӗсем хӑйсен тыррине ашакӗсем ҫине тиенӗ те унтан тухса кайнӑ.
27
Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ,
28
вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ. Вӗсен чӗри шуйханса ӳкнӗ, вӗсем чӗтресе пӗр-пӗрне каланӑ: Турӑ пире мӗн турӗ капла? тенӗ.
29
Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ:
30
ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ.
31
Эпир ӑна каларӑмӑр: эпир тӳрӗ ҫынсем; эпир нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман;
32
эпир хамӑр аттемӗрӗн ывӑлӗсем, эпир вуникӗ тӑван; пӗри ҫухалчӗ, кӗҫӗнни халӗ аттемӗрпе пӗрле Ханаан ҫӗрне юлчӗ, терӗмӗр.
33
Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр,
34
ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
35
Вӗсем миххисене пушатма тытӑннӑ та, акӑ кашнийӗн миххинче кӗмӗл ҫыххи, хӑйӗн кӗмӗлӗ, выртать. Кӗмӗл ҫыххийӗсене вӗсем хӑйсем те, вӗсен ашшӗ те курнӑ, пурте хӑраса ӳкнӗ.
36
Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.
37
Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесессӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
38
Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 43 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50