bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 12
Genesis 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 13 →
1
Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай;
2
санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн;
3
Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.
4
Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫитмӗл пилӗк ҫулта пулнӑ.
5
Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ.
6
Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем теекен вырӑна ҫитиччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑрӑшшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаансем [пурӑннӑ].
7
Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ.
8
Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл унта чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ.
9
Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑнтӑралла, кайнӑ.
10
Ҫав ҫӗрте выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрте выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Египета пурӑнма кайнӑ.
11
Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп;
12
сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ;
13
эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ.
14
Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ;
15
ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ.
16
Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.
17
Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑмӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ.
18
Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ мана мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн?
19
мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ халӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ.
20
Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пурне те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50