bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 18
Genesis 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 19 →
1
Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.
2
Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та
3
каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай;
4
кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр,
5
эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, тенӗ.
6
Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑнӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫер, тенӗ.
7
Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ.
8
Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ.
9
Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл хуравланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ.
10
Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхине] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ.
11
Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ.
12
«Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав савӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ?
14
Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхине, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ.
15
Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.
16
Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Гоморра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсемпе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ.
17
Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара?
18
Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ,
19
мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗтӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ.
20
Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх;
21
анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.
22
Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫаврӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ.
23
Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]?
24
Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пулсассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и?
25
Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн! Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ.
26
Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ.
27
Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм:
28
тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ.
29
Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫавна тӑвассӑм ҫук, тенӗ.
30
Авраам татах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вӑтӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑнсассӑн, пӗтермӗп, тенӗ.
31
Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ.
32
Авраам каланӑ: эпӗ тата тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ.
33
Ҫӳлхуҫа Авраампа калаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50