bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 46
Genesis 46
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 47 →
1
Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсавияна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Туррине парнесем кӳнӗ.
2
Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ.
3
Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп;
4
Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫна Иосиф хӑй аллипе хупӗ, тенӗ.
5
Иаков Вирсавияран тапранса кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗне Иакова, хӑйсен ачи-пӑчине, хӑйсен арӑмӗсене фараон Иакова илсе пыма парса янӑ чаплӑ урапасем ҫине лартса илсе кайнӑ.
6
Вӗсем хӑйсен выльӑхӗ-чӗрлӗхне тата Ханаан ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ пурлӑхне илсе Египета ҫитнӗ, — Иаков хӑй те, унпа пӗрле унӑн мӗнпур йӑхӗ те ҫитнӗ.
7
Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗрӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ.
8
Египета ҫитнӗ Израиль ывӑлӗсен ячӗсем ҫаксем: Иаковпа унӑн ывӑлӗсем. Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим.
9
Рувим ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми.
10
Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул.
11
Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
12
Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан ҫӗрӗнчех вилнӗ. Фарес ывӑлӗсем Есром тата Хамул пулнӑ.
13
Иссахар ывӑлӗсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон.
14
Завулон ывӑлӗсем: Серед, Елон тата Иахлеил.
15
Ҫаксем Лия Иакова Месопотамире ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, Лия тата Дина ятлӑ хӗрне ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем мӗнпурӗ вӑтӑр виҫӗ чун пулнӑ.
16
Гад ывӑлӗсем: Цифион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Ароди, тата Арели.
17
Асир ывӑлӗсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вӗсенӗн йӑмӑкӗ Серах. Бриа ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил.
18
Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна парса янӑ Зелфӑн ывӑлӗсем; Зелфа Иакова вунултӑ чун ҫуратса панӑ.
19
Рахилӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин.
20
Египет ҫӗрӗнче Иосифӑн Манассияпа Ефрем ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Потиферӑн, Илиополь хули апӑсӗн, хӗрӗ — ҫуратса панӑ.
21
Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывӑлӗсем:] Гера тата Нааман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуппим, тата Ард.
22
Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун.
23
Дан ывӑлӗ: Хушим.
24
Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем.
25
Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ.
26
Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун.
27
Иосифӑн Египетра ҫуралнӑ ывӑлӗсем икӗ чун. Иаковӑн [хӑйпе пӗрле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун.
28
Иосиф Гесем ҫулне кӑтарттӑр тесе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗсем Гесем ҫӗрне ҫитнӗ.
29
Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ.
30
Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ.
31
Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем;
32
ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем.
33
Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн,
34
хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесессӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 47 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50