bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 47
Genesis 47
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 46
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 48 →
1
Иосиф вара фараон патне пынӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Гесем ҫӗрӗнче, тенӗ.
2
Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фараон умне илсе пырса тӑратнӑ.
3
Фараон унӑн тӑванӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑр? тенӗ. Вӗсем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ.
4
Вӗсем фараона тата каланӑ: Ханаан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас тесе килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
5
Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ;
6
Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
7
Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова илсе пынӑ та фараон умне тӑратнӑ; Иаков фараона пилленӗ.
8
Фараон Иакова каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ.
9
Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн аттесем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ.
10
Вара Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ.
11
Иосиф хӑйӗн ашшӗпе тӑванӗсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене, фараон хушнӑ пек, Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх ҫӗрте, Раамсес ҫӗрӗнче, вырӑн панӑ.
12
Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил-йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.
13
Пӗтӗм ҫӗр ҫинче тырӑ пулман, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх хаярланнӑҫемӗн хаярланса пынӑ; выҫлӑхпа Египет ҫӗрӗ те, Ханаан ҫӗрӗ те хӑрӑнса ҫитнӗ.
14
Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗнпур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗле, пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.
15
Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман. Египет ҫыннисем пурте Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире тырӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнтах вилмелле-и? тенӗ.
16
Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсассӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ.
17
Вӗсем хӑйсен выльӑхне Иосиф патне хӑваласа пынӑ; Иосиф вӗсене лашисемшӗн, вак выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, ашакӗсемшӗн тырӑ панӑ; ҫав ҫулхине вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗшӗн тырӑ парса тӑнӑ.
18
Ку ҫул иртсе кайнӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ;
19
мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗрӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.
20
Вара Иосиф пӗтӗм Египет ҫӗрне фараон валли туяннӑ: выҫлӑх аптӑратса ҫитернипе Египет ҫыннисем пурте хӑйсен хирӗсене сутса янӑ. Ҫӗр фараона пулнӑ.
21
Вӑл халӑха та Египетӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитичченех чура туса хунӑ.
22
[Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туянман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман.
23
Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр;
24
вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
25
Вӗсем: эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн; ӗнтӗ хамӑр хуҫамӑр куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупар, фараон чури пулар, тенӗ.
26
Иосиф ҫакна Египет ҫӗрӗнчи саккун туса хунӑ, вӑл ҫак кунчченех ҫапла пырать: пиллӗкӗмӗш пая фараона памалла, апӑссен ҫӗрӗнчен ҫеҫ фараона памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку — фараон ҫӗрӗ мар.
27
Израиль Египет ҫӗрӗнче, Гесем ҫӗрӗнче, пурӑннӑ, ку ҫӗр вӗсен пулнӑ, вӗсем ӗрченӗ, питӗ йышлӑланса ҫитнӗ.
28
Иаков Египет ҫӗрӗнче вунҫичӗ ҫул пурӑннӑ; Иаковӑн ӗмӗрӗ, вӑл пурӑннӑ кунҫул, ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫул пулнӑ.
29
Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту;
30
эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ. Иосиф: эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.
31
Тата каланӑ: мана тупа ту, тенӗ. Иосиф ӑна тупа тунӑ. Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ.
← Chapter 46
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 48 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50