bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 49
Genesis 49
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 50 →
1
Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам.
2
Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та итлӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.
3
Эй Рувим, малтанхи ывӑлӑм манӑн! эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн малтанхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пысӑк чыслӑ, пысӑк хӑватлӑ эсӗ;
4
анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулаймӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн.
5
Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсенӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем;
6
манӑн чунӑм вӗсен канашне ан кӗтӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлерчӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ;
7
вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗншӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылханлӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.
8
Эй Иуда! сана тӑванусем аслӑласа мухтӗҫ. Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗнче; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ.
9
Ҫамрӑк арӑслан эсӗ, Иуда, ывӑлӑм, ҫӗклентӗн, тупӑшу тӗлӗнче тӑратӑн. Лапчӑнчӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ?
10
Килӗштерекенни киличчен, халӑхсем Ӑна парӑниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ.
11
Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫумне кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тумтирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать;
12
[унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ.
13
Завулон тинӗс хӗрринче пурӑнӗ, карапсем чарӑнакан тӗлте пурӑнӗ, Сидон таран унӑн ҫӗрӗ.
14
Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юпписем хушшинче выртакан ашак;
15
вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хырҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ.
16
Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑй халӑхне сут туса тӑрӗ;
17
Дан ҫул ҫинчи ҫӗлен, сукмак ҫинчи аспид пулӗ, вӑл ут урине сӑхӗ те, юланутҫи каялла кайса ӳкӗ.
18
Эй Турӑ, Эсӗ пулӑшасса шанса тӑратӑп!
19
Гад — ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ, анчах вӑл ӑна хыҫӗнчен хӑваласа хӳтерсе ярӗ.
20
Асирӑн тырри-пулли питӗ тулӑх; вӑл патша валли ҫимӗҫ парса тӑрӗ.
21
Неффалим — ҫӳллӗ теревинф, хитре турачӗсене сарса ларать.
22
Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ;
23
ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ,
24
анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ.
25
Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе,
26
хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипетӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.
27
Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑпӑлтарӗ.
28
Израилӗн мӗнпур вуникӗ йӑхӗ ҫакӑ; вӗсенӗн ашшӗ вӗсене мӗн калани ҫакӑ; вӑл вӗсене пилленӗ, кашнине хӑйне тивӗҫлӗ пиллӗх панӑ.
29
Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр,
30
ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр;
31
унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм;
32
ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.
33
Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вырӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 50 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50