bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 17
Genesis 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 18 →
1
Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул;
2
Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.
3
Аврам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ:
4
Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн;
5
ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп;
6
сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ;
7
санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп;
8
сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
9
Турӑ Авраама тата каланӑ: эсӗ вара Эпӗ хывнӑ халала уяса тӑр, эсӗ хӑв та уяса тӑр, сан хыҫҫӑн килес ӑрусем те сыпӑкран сыпӑка уяса тӑччӑр.
10
Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр;
11
ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ.
12
Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр.
13
Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗрлӗх халал пулӗ.
14
Ӳт кастарман арҫынна, [саккӑрмӗш кунне] хӗрринчи ӳтне кастарманскере, ҫав чуна ӗнтӗ хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн халала пӑсать, тенӗ.
15
Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр;
16
Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ.
17
Авраам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл: ҫӗр ҫулхи ҫынран ывӑл пулӗ-ши вара? тӑхӑрвуннӑри Сарра та ҫуратӗ-ши вара? тенӗ.
18
Авраам Турра каланӑ: эх, Санӑн куҫу умӗнче Измаил сывӑ пулсассӑн та юрӗччӗ! тенӗ.
19
Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп.
20
Эсӗ Измаилшӑн йӑлӑннине те Эпӗ илтрӗм: акӑ Эпӗ ӑна пиллӗп, ӑна йышлӑ тӑвӑп, питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп; унран вуникӗ ҫулпуҫ ҫуралӗ; Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп.
21
Анчах Хамӑн халалӑма Исаакпа хывӑп; ӑна сана Сарра тепӗр ҫулхине шӑп ҫак вӑхӑтра ҫуратса парӗ, тенӗ.
22
Вара Турӑ Авраампа калаҫма чарӑннӑ та ун патӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ.
23
Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса сутӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗсенӗн хӗрринчи ӳтне касса янӑ.
24
Хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне Авраам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫулта пулнӑ.
25
Унӑн ывӑлӗ Измаил вара хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне вунвиҫӗ ҫулта пулнӑ.
26
Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ;
27
унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур арҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сутӑн илнисене те — ӳт каснӑ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50