bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 41
Genesis 41
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 42 →
1
Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек;
2
акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ;
3
акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ;
4
начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ,
5
унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ;
6
акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ;
7
выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ та ку тӗлӗк пулнине ӑнласа илнӗ.
8
Ирхине фараонӑн чунӗ шикленсе ӳкнӗ, вӑл вара Египетри мӗнпур асамҫӑпа мӗнпур ӑсчаха чӗнтерсе илтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкне каласа кӑтартнӑ; анчах ҫав тӗлӗке фараона никам та ӑнлантарса парайман.
9
Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп;
10
фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ;
11
пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ;
12
пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ;
13
вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.
14
Фараон вара ҫын янӑ та Иосифа чӗнтерсе илнӗ. Ӑна васкасах тӗрмерен илсе тухнӑ. Вӑл ҫӳҫне кастарнӑ, тумтирне улӑштарнӑ, унтан фараон патне пынӑ.
15
Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса параймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантарма пӗлет тенине илтрӗм, тенӗ.
16
Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ, тенӗ.
17
Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек;
18
акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ;
19
акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ;
20
начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ;
21
мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ. Вара эпӗ вӑранса кайрӑм.
22
Унтан татах тӗлӗк куртӑм: акӑ пӗр хӑмӑлтан ҫичӗ тулли те паха пучах ӳссе тухрӗ;
23
акӑ вӗсем хыҫҫӑн тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ та выҫӑ пучах ӳссе тухрӗ;
24
выҫӑ пучахсем ҫичӗ паха пучаха ҫисе ячӗҫ. Эпӗ ҫакна асамҫӑсене каласа патӑм, анчах никам та мана ӑнлантарса параймарӗ, тенӗ.
25
Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗлӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона пӗлтернӗ.
26
Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку;
27
лешӗсем хыҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем.
28
«Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона кӑтартнӑ» тесе, эпӗ фараона ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ.
29
Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ;
30
вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ,
31
выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ.
32
Тӗлӗк фараона икӗ хут курӑнни ҫакӑ чӑнах Турӑ сӑмахӗ иккенне, ҫакна Турӑ часах тӑвассине пӗлтерет.
33
Халӗ ӗнтӗ фараон ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын суйласа илтӗр те ӑна Египет ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса хутӑр.
34
Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр;
35
вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр;
36
ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.
37
Ҫакӑ фараона та, унӑн тарҫисене те пурне те кӑмӑлне килнӗ.
38
Фараон хӑйӗн тарҫисене каланӑ: ку ҫын ӑшӗнче Турӑ Сывлӑшӗ пур, эпир ҫакӑн пек ҫын тупайӑпӑр-и? тенӗ.
39
Унтан фараон Иосифа каланӑ: ҫакна пурне те сана Турӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук;
40
эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна итлесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ санран аслӑ пулӑп, тенӗ.
41
Фараон Иосифа тата каланӑ: акӑ эпӗ сана пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса лартатӑп, тенӗ.
42
Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ;
43
ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ. Ӑна пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса хунӑ.
44
Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ фараон; санран ирӗк илмесӗр пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче никам та аллине те, урине те хускатмӗ, тенӗ.
45
Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑна — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча илсе панӑ. Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.
46
Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ. Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ.
47
Тулӑхлӑ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — ҫӗр вара пӗр пӗрчӗрен пӗр ывӑҫ парса тӑнӑ.
48
Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.
49
Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тырра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ.
50
Выҫлӑх ҫулсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрӗ — ҫуратса панӑ.
51
Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ.
52
Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ.
53
Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та,
54
Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫеҫ тырӑллӑ пулнӑ.
55
Пӗтӗм Египет ҫӗрӗ те выҫлӑх тӳсе пуҫласассӑн, халӑх фараона йӑлӑнса тырӑ ыйта пуҫланӑ. Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.
56
Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ. Египет ҫӗрӗнче выҫлӑх хаярлансах пынӑ.
57
Пур ҫӗршывран та Египета Иосифран тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах пынӑ.
← Chapter 40
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 42 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50