bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 15
Genesis 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 16 →
1
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, [ҫӗрле] Аврама Ҫӳлхуҫа Турӑ курӑннӑ чухне, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна каланӑ: Аврам, ан хӑра; Эпӗ — санӑн хӳттӳ; санӑн тивлетӳ питех те пысӑк [пулӗ], тенӗ.
2
Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ мана мӗн парӑн? акӑ эпӗ ача-пӑчасӑр юлатӑп; манӑн ҫуртӑма ҫак Елиезер, Дамаск ҫынни, пӑхса тӑрать, тенӗ.
3
Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ.
4
Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ.
5
Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ. Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ.
6
Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ.
7
Вара ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗре санӑн аллуна еткерлӗхе памашкӑн сана Халдея ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухрӑм, тенӗ.
8
Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ.
9
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ.
10
Аврам вӗсене пурне те илнӗ те, ҫурмаран касса, пӗр пайне тепӗр пайне хирӗҫ хунӑ; вӗҫен кайӑкӗсене ҫеҫ касман.
11
Ҫав мӗн пусни ҫине темӗн чухлӗ ҫӑткӑн кайӑк вӗҫсе аннӑ, анчах Аврам вӗсене хӑвала-хӑвала янӑ.
12
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра Аврама тарӑн ыйхӑ пуснӑ: ӑна хӑрушӑ сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ.
13
Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ,
14
анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ;
15
эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ;
16
кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
17
Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ.
18
Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп:
19
ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен,
20
хетсен, ферезейсен, рефаимсен,
21
аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50