bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 4
Genesis 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 5 →
1
Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа хутшӑннӑ; Ева йывӑр ҫын пулса Каина ҫуратнӑ, вӑл: эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм, тенӗ.
2
Тата унӑн шӑллӗне, Авеле, ҫуратнӑ. Авель — сурӑх кӗтекен ҫын, Каин ҫӗр ӗҫлекен ҫын пулнӑ.
3
Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ,
4
Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑррисене, парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ,
5
Каина вара хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман. Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ.
6
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн?
7
ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул, тенӗ.
8
Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, каланӑ: [атя хире каяр,] тенӗ. Хире тухсассӑн, Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ.
9
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: Авель шӑллу ӑҫта санӑн? тенӗ. Вӑл: пӗлместӗп; эпӗ шӑллӑма хуралҫӑ-им? тенӗ.
10
[Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет;
11
санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ сана ылханчӗ;
12
эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ.
13
Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах:
14
акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ.
15
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ. Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ.
16
Вара Каин Ҫӳлхуҫа умӗнчен пӑрахса кайнӑ, вӑл Эдемран тухӑҫалла, Нод ҫӗрне, кайса вырӑнаҫнӑ.
17
Каин хӑйӗн арӑмӗпе хутшӑннӑ; арӑмӗ, йывӑр ҫын пулса, Еноха ҫуратнӑ. Каин хула лартнӑ; хулине ывӑлӗн ячӗпе Енох тенӗ.
18
Енохӑн Ирад [Гаидад] ҫуралнӑ; Ирадран Мехиаель [Малелеил] ҫуралнӑ; Мехиаелӗн Мафусал ҫуралнӑ; Мафусалран Ламех ҫуралнӑ.
19
Ламех хӑй валли икӗ арӑм илнӗ: пӗри Ада ятлӑ, тепӗри Цилла [Селла] ятлӑ пулнӑ.
20
Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ.
21
Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑхлич калакансен ашшӗ пулнӑ.
22
Цилла та Тувалкаина [Фовела] ҫуратнӑ: вӑл пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ япала туптаса тӑвакан ӑста пулнӑ. Тувалкаинӑн йӑмӑкӗ — Ноема.
23
Ламех хӑйӗн арӑмӗсене каланӑ: эй Ада, эй Цилла! итлӗр эпӗ каланине; эй Ламех арӑмӗсем! тӑнлӑр ман сӑмахсене: суранӑмшӑн эпӗ ар пулнӑ ҫынна вӗлертӗм, хама амантнӑшӑн яш ачана вӗлертӗм;
24
Каиншӑн ҫичӗ хут тавӑрас пулсассӑн, Ламехшӑн ҫитмӗл ҫичӗ хут тавӑрӗҫ, тенӗ.
25
Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ.
26
Сифӑн та ывӑл ача ҫуралнӑ: вӑл ӑна Енос ятлӑ хунӑ; ҫавӑн чухне вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50