bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 19
Genesis 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 20 →
1
Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та
2
каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫатпӑр, тенӗ.
3
Вӑл вӗсене хистесех чӗннӗ; вӗсем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсене хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ, вӗсем ҫинӗ.
4
Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те,
5
Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ.
6
Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те
7
каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр;
8
манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ.
9
Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, тапӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ.
10
Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ;
11
пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ.
12
Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кунта тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пулсассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух,
13
эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесессӗн кунта пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳлхуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗтерме ячӗ, тенӗ.
14
Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.
15
Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангелсем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху патӑнти икӗ хӗрне илсе тух, хуланӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ.
16
Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ.
17
Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
18
Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм!
19
акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп;
20
акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ.
21
Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп;
22
васка, ҫавӑнта тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ.
23
Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.
24
Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлхуҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ,
25
ҫак хуласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ.
26
Лот арӑмӗ, ун хыҫӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ.
27
Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ,
28
вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.
29
Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.
30
Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигортан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫланӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ.
31
Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук;
32
апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
33
Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.
34
Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
35
Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен.
36
Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ;
37
аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам аттемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать.
38
Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех аммонсен ашшӗ шутланать.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50