bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 36
Genesis 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 37 →
1
Акӑ Эдом теекен Исавӑн йӑхӗ-кӑкӗ.
2
Исав хӑйӗн арӑмӗсене ханаан хӗрӗсене илнӗ: Адӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне, Оливемӑна — Анӑн, евей ҫыннин Цивеонӑн ывӑлӗн, хӗрне —
3
тата Васемафӑна — Измаил хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — качча илнӗ.
4
Ада вара Исава Елифаза ҫуратса панӑ, Васемафа Рагуила ҫуратнӑ,
5
Оливема Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратнӑ. Ҫаксем Исавӑн Ханаан ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗсем.
6
Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ,
7
мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулнипе вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман, кӗтӗвӗсем питӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрсенче шӑнӑҫайман.
8
Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тӑвӗ ҫине вырӑнаҫнӑ.
9
Сеир тӑвӗ ҫинчи идумейсен ашшӗн, Исавӑн, йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ.
10
Акӑ Исав ывӑлӗсен ячӗсем: Исав арӑмӗн Адӑн ывӑлӗ Елифаз пулнӑ, Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗ Рагуил пулнӑ.
11
Елифазӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Феман, Омар, Цефо, Гафам тата Кеназ.
12
Фамна Елифазӑн, Исав ывӑлӗн, ҫум-арӑмӗ пулнӑ, вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ. Исав арӑмӗн, Адӑн, ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ.
13
Рагуил ывӑлӗсем ҫаксем: Нахафпа Зерах, Шаммапа Миза. Кусем Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗсем.
14
Оливемӑн — Цивеон ывӑлӗн Анӑн хӗрӗн, Исав арӑмӗн — ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Исава вӑл Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратса панӑ.
15
Акӑ Исав ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем. Елифазӑн, Исавӑн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем: Феман пуҫлӑх, Омар пуҫлӑх, Цефо пуҫлӑх, Кеназ пуҫлӑх,
16
Корей пуҫлӑх, Гафам пуҫлӑх, Амалик пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Елифаз пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Ада ывӑлӗсем.
17
Рагуилӑн, Исав ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Нахаф пуҫлӑх, Зерах пуҫлӑх, Шамма пуҫлӑх, Миза пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Рагуил пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Васемафӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем.
18
Оливемӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Иеус пуҫлӑх, Иеглом пуҫлӑх, Корей пуҫлӑх. Оливемӑн — Ана хӗрӗн, Исав арӑмӗн — пуҫлӑхӗсем ҫаксем.
19
Ҫаксем Исав ывӑлӗсем, ҫаксем вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем. Ҫаксем эдомсем.
20
Ҫаксем Хоррей ҫыннин Сеирӑн ҫав ҫӗрте пурӑннӑ ывӑлӗсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана,
21
Дишон, Эцер тата Дишан. Ҫаксем Эдом ҫӗрӗнче пурӑннӑ Сеир ывӑлӗсен, хоррейсен, пуҫлӑхӗсем.
22
Лотан ывӑлӗсем Хори тата Геман пулнӑ; Лотан йӑмӑкӗ Фамна пулнӑ.
23
Шовал ывӑлӗсем ҫаксем: Алван, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам.
24
Цивеон ывӑлӗсем ҫаксем: Аиа тата Ана. Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Цивеонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ.
25
Ана ачисем ҫаксем: Дишон тата Оливема, Ана хӗрӗ.
26
Дишон ывӑлӗсем ҫаксем: Хемдан, Эшбан, Ифран тата Херан.
27
Ецер ывӑлӗсем ҫаксем: Билган, Зааван, [Укам] тата Акан.
28
Дишан ывӑлӗсем ҫаксем: Уц тата Аран.
29
Хоррейсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем: Лотан пуҫлӑх, Шовал пуҫлӑх, Цивеон пуҫлӑх, Ана пуҫлӑх,
30
Дишон пуҫлӑх, Ецер пуҫлӑх, Дишан пуҫлӑх. Ҫаксем Сеир ҫӗрӗнче пурӑннӑ хоррейсен пуҫлӑхӗсем.
31
Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем:
32
Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ.
33
Бела вилнӗ, ун хыҫҫӑн Иовав — Зерах ывӑлӗ, Восора ҫынни — патшана ларнӑ.
34
Иовав вилнӗ, ун хыҫҫӑн Феман ҫӗрӗнчи Хушам патшана ларнӑ.
35
Хушам вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мадиан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ.
36
Гадад вилнӗ, ун хыҫҫӑн Масрека ҫынни Самла патшана ларнӑ.
37
Самла вилнӗ, ун хыҫҫӑн юханшыв хӗрринчи Реховоф ҫынни Саул патшана ларнӑ.
38
Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.
39
Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.
40
Исавӑн пуҫлӑхӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх, ячӗсем тӑрӑх, [халӑхӗсем тӑрӑх] каласассӑн, вӗсен ячӗсем ҫаксем: Фимна пуҫлӑх, Алва пуҫлӑх, Иетеф пуҫлӑх,
41
Оливема пуҫлӑх, Ела пуҫлӑх, Пинон пуҫлӑх,
42
Кеназ пуҫлӑх, Феман пуҫлӑх, Мивцар пуҫлӑх,
43
Магдиил пуҫлӑх, Ирам пуҫлӑх. Идумейсен хӑйсем тытса тӑракан ҫӗрти пурӑнмалли ялӗсен-хулисен пуҫлӑхӗсем ҫаксем. Идумейсен ашшӗ Исав ҫакӑ ӗнтӗ.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50