bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 29
Genesis 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 30 →
1
Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗрне [Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кайнӑ.
2
Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ. Пусӑ ҫӑварне пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ.
3
Пусӑ ҫӑварне хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; унтан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.
4
Иаков вӗсене [кӗтӳҫӗсене]: тӑванӑмсем! эсир ӑҫтисем? тенӗ. Вӗсем: эпир Харранран, тенӗ.
5
Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ. Вӗсем: пӗлетпӗр, тенӗ.
6
Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ. Вӗсем: сывӑ пурӑнать; авӑ Рахиль, унӑн хӗрӗ, сурӑхсемпе килет, тенӗ.
7
[Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; выльӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑрсене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ.
8
Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантарса ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.
9
Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ.
10
Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене курсассӑн, Иаков пусӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫтерсе тухнӑ.
11
Унтан Иаков Рахиле чуптунӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ.
12
Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ. Рахиль килне чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] ашшӗне каласа кӑтартнӑ.
13
Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лавана ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ.
14
Лаван ӑна: чӑнах, эсӗ манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм, тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑхӗпех пурӑннӑ.
15
Лаван Иакова каланӑ: манӑн тӑванӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑрӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ.
16
Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ.
17
Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ-сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ.
18
Иаков Рахиле юратнӑ, вӑл: Рахильшӗн, кӗҫӗн хӗрӳшӗн, эпӗ сана ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп, тенӗ.
19
Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине париччен манӑн ӑна сана парсассӑн авантарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ.
20
Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.
21
Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑмӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, тенӗ.
22
Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗнсе пухнӑ та ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
23
Каҫхине [Лаван] ун патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна илсе кӗнӗ; [Иаков] ун патне кӗнӗ.
24
Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Зелфа ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ.
25
Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ. [Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ капла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ.
26
Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ;
27
ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.
28
Иаков вара ҫапла тунӑ. Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ.
29
Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Валла ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ.
30
[Иаков] Рахиль патне те кӗнӗ, Рахиле вӑл Лийӑран ытларах юратнӑ; ҫапла Лаван патӗнче тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.
31
Лийӑна юратманнине Ҫӳлхуҫа [Турӑ] курнӑ, ҫавӑнпа унӑн варне ӗрчевлӗ тунӑ, Рахиль вара тип варлӑ пулнӑ.
32
Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.
33
[Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ. Ӑна вӑл Симеон ятлӑ хунӑ.
34
Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Левий ятлӑ хунӑ.
35
Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫамӑра мухтӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда ятлӑ хунӑ. Вара ҫуратма пӑрахнӑ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50