bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 40
Genesis 40
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 41 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ хӑйсен хуҫи умӗнче, Египет патши умӗнче, айӑпа кӗнӗ.
2
Фараон хӑй таврашӗнчи икӗ ҫыннине — эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне — ҫилленсе ҫитнӗ,
3
вӗсене патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне, тӗрмене, Иосифа хупса лартнӑ ҫӗре, хупса хунӑ.
4
Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ вӗсем патне Иосифа тӑратнӑ, вӑл вӗсене пӑхса тӑнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр вӑхӑт хурал аллинче пурӑннӑ.
5
Пӗррехинче Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ, тӗрмере лараканскерсем, тӗлӗк курнӑ: иккӗшӗ те пӗр каҫрах, кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ, питех те пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курнӑ.
6
Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та курнӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ.
7
Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ.
8
Вӗсем ӑна каланӑ: эпир тӗлӗк куртӑмӑр; ӑна ӑнлантарса паракан ҫын ҫук, тенӗ. Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.
9
Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек;
10
йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек;
11
фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.
12
Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун;
13
виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн;
14
хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам:
15
мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
16
Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек;
17
ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.
18
Иосиф [ӑна] хуравласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун;
19
виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.
20
Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ;
21
вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ;
22
ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ.
23
Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ӑна маннӑ.
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 41 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50