bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 38
Genesis 38
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 39 →
1
Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗсенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫнӑ.
2
Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫыннин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ.
3
Арӑм йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ; Иуда ӑна Ир ятлӑ хунӑ.
4
Арӑм татах йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Онан ятлӑ хунӑ.
5
Тата [виҫҫӗмӗш] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна вӑл Шела ятлӑ хунӑ; ӑна ҫуратнӑ чухне Иуда Хезивра пулнӑ.
6
Иуда хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илсе панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ.
7
Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна вӗлернӗ.
8
Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.
9
Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ.
10
Вӑл тунӑ ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна та вӗлернӗ.
11
[Икӗ ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн] Иуда Фамаре, хӑйӗн кинне, каланӑ: Шела ывӑлӑм ӳссе ҫитиччен эсӗ хӑвӑн аҫу килӗнче тӑлӑх арӑм пулса пурӑн, тенӗ. Вӑл [хӑй ӑшӗнче]: ку та, пиччӗшӗсем пек, ан вилтӗрччӗ, тесе шухӑшланӑ. Фамарь кайнӑ та хӑйӗн ашшӗ килӗнче пурӑна пуҫланӑ.
12
Чылай вӑхӑт иртнӗ; Шуа хӗрӗ, Иуда арӑмӗ, вилнӗ. Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касакансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ.
13
Фамаре хыпар тунӑ: акӑ санӑн хуняҫу выльӑхӗсен ҫӑмне касма Фамнӑна каять, тенӗ.
14
Вӑл хӑй ҫийӗнчи тӑлӑх арӑм тумтирне хывса пӑрахнӑ та, пӗркенчӗк пӗркенсе, Фамнӑна каякан ҫул ҫинчи Енаим хапхи патне тухса ларнӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл Шела ӳссе ҫитнине курнӑ, анчах ӑна ун валли качча илмен-ха.
15
Иуда ӑна курнӑ та аскӑн хӗрарӑм вырӑнне хунӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ питне хупласа ларнӑ. [Вӑл ӑна паллайман.]
16
Иуда ун патне пынӑ та каланӑ: эпӗ сан патна кӗрем, тенӗ. Вӑл ку хӑйӗн кинӗ иккенне пӗлмен. Фамарь: ман патӑма кӗрсессӗн, эсӗ мана мӗн парӑн? тенӗ.
17
Иуда каланӑ: эпӗ [хамӑн] кӗтӳрен сан валли качака путекӗ парса ярӑп, тенӗ. Фамарь: ӑна парса яриччен салук парса хӑварӑн-и? тенӗ.
18
Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ. Фамарь каланӑ: хӑвӑн пичетлӗ ҫӗррӳне, пуҫ ҫыххине тата аллунти туюна пар, тенӗ. Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр ҫын пулнӑ.
19
Унтан кайсассӑн, вӑл, хӑйӗн пӗркенчӗкне хывса пӑрахса, каллех тӑлӑх арӑм тумтирне тӑхӑнса янӑ.
20
Шантарса парса хӑварнӑ япалисене арӑм аллинчен каялла илме Иуда хӑйӗн тусӗнчен, Одоллам ҫыннинчен, качака путекки парса янӑ, анчах лешӗ Фамаре тупайман.
21
Вара ҫав вырӑнти ҫынсенчен ыйтнӑ: Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн арӑм ӑҫта? тенӗ. Лешӗсем: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, тенӗ.
22
Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупаймарӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ.
23
Иуда каланӑ: эппин, япалисем ун патӗнчех юлччӑр, пирӗнтен ҫын куласси ҫеҫ ан пултӑр; акӑ эпӗ ҫак качака путеккине парса ярсаттӑм, анчах эсӗ ӑна тупаймарӑн, тенӗ.
24
Виҫӗ уйӑха яхӑн иртсессӗн, Иудӑна каланӑ: санӑн Фамарь кинӳ аскӑна ернӗ, акӑ вӑл аскӑнланса йывӑр ҫын пулнӑ, тенӗ. Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунтарса яччӑр ӑна, тенӗ.
25
Хӑйне вӗлерме илсе тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йывӑр ҫын пултӑм, тесе калама ҫын янӑ. Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ.
26
Иуда палласа илнӗ те каланӑ: вӑл манран тӳрӗрех, эпӗ ӑна хамӑн Шела ывӑлӑма памарӑм, тенӗ. Вара унпа урӑх хутӑшман.
27
Ҫуратма пуҫласассӑн, ун ӑшӗнче йӗкӗреш ача пулни палӑрнӑ.
28
Ҫуратнӑ чухне [пӗрин] алли тухнӑ; эпи карчӑкӗ: ку малтан тухрӗ тесе, тытнӑ та унӑн аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ.
29
Анчах ача хӑйӗн аллине каялла илнӗ; акӑ унӑн хӑраххи тухнӑ. Эпи карчӑкӗ: епле эсӗ чарака татса тухрӑн? тенӗ. Ӑна Фарес ятлӑ хунӑ.
30
Унтан аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ шӑллӗ тухнӑ. Ӑна Зара ятлӑ хунӑ.
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 39 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50