bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 44
Genesis 44
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 45 →
1
[Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур,
2
кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ. Лешӗ Иосиф каласа хунӑ пекех тунӑ.
3
Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗсен ашакӗсене те кӑларса янӑ.
4
Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те.
5
Ара, ку манӑн хуҫамӑн курки мар-и? вӑл унпа ӗҫмест-и? ун ҫине пӑхса юмламасть-и? Эсир капла начар турӑр, те, тенӗ.
6
Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑмаха каланӑ.
7
Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха? Ҫук, санӑн чурусем ун пек ӗҫ тӑвас ҫук.
8
Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ?
9
Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫамӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ.
10
Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ.
11
Вӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ.
12
Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ.
13
Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ.
14
Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ.
15
Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пултарасса эсир пӗлмен-и-мӗн? тенӗ.
16
Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха? Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ.
17
Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.
18
Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке.
19
Манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чурисенчен: сирӗн аҫӑр е тӑванӑр пур-и? тесе ыйтсаччӗ.
20
Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.
21
Эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, терӗн.
22
Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уйӑрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр.
23
Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн.
24
Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫитсессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр.
25
Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑштах тырӑ илсе килӗр, терӗ.
26
Эпир каларӑмӑр: пирӗн кайма юрамасть; пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пырсассӑн кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пулмасассӑн, пирӗн ҫав ҫыннӑн куҫне курӑнма юрамасть, терӗмӗр.
27
Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр;
28
пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм;
29
кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ.
30
Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн,
31
вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ.
32
Ҫитменнине тата эпӗ, санӑн чуру, ачашӑн атте умӗнче явап тытма пултӑм, эпӗ: ӑна сан патна илсе килмесессӗн, [ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн,] эпӗ аттем умӗнче пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп, терӗм.
33
Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫамӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗсемпе пӗрле кайтӑр,
34
мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ.
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 45 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50