bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 24
Genesis 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 25 →
1
Авраам ватӑ пулнӑ ӗнтӗ, вӑл нумай ҫула ҫитнӗ. Ҫӳлхуҫа Авраама пур тӗлӗшрен те пилленӗ.
2
Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та
3
мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн;
4
эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ.
5
Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тухса килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ.
6
Авраам ӑна каланӑ: сыхлан, манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай;
7
мана аттем ҫуртӗнчен, хам ҫуралнӑ ҫӗртен илсе килнӗ Ҫӳлхуҫамӑр — тӳпе Турри [тата ҫӗр Турри] — мана каларӗ, Вӑл мана тупа туса каларӗ: ҫак ҫӗре [сана тата] санӑн йӑхна парӑп, терӗ. Вӑл сан умӑнтан Хӑйӗн Ангелне ярӗ, эсӗ манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли ҫавӑнтан арӑм илӗн;
8
хӗрарӑмӗ [ҫак ҫӗре] санпа пӗрле килесшӗн мар пулсассӑн, эсӗ ҫак эпӗ тупа тутарса каланӑ сӑмахран хӑтӑлӑн; анчах манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай, тенӗ.
9
Чура вара аллине Авраамӑн, хӑйӗн хуҫин, пӗҫҫийӗ ҫине хунӑ та ҫапла тумашкӑн ун умӗнче тупа тунӑ.
10
Чури хӑй хуҫин тӗвисенчен вунӑ тӗве илнӗ те кайнӑ. Унӑн аллинче тата хӑй хуҫин тӗрлӗ пурлӑхӗ пулнӑ. Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ;
11
хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та
12
каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам;
13
акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ;
14
эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ. Эсӗ Хӑвӑн Исаак чуру валли суйласа хунӑ хӗр ҫавӑ пулӗ вара; Эсӗ манӑн хуҫама [Авраама] ырӑлӑх тунине эпӗ ҫакӑнтан пӗлӗп, тенӗ.
15
Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ;
16
хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ. Вӑл пусӑ патне аннӑ та, кӑкшӑмне тултарса, ҫӳлелле улӑхнӑ.
17
Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ.
18
Хӗрӗ: ӗҫех, ырӑ ҫыннӑм, тенӗ. Ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарса ӑна шыв ӗҫтернӗ.
19
Ӑна ӗҫтерсе тӑрантарсассӑн каланӑ: эпӗ санӑн тӗвӳсем валли те шыв ӑсса [пурте] ӗҫсе тӑраничченех шӑварӑп, тенӗ.
20
Вара ҫавӑнтах хӑй кӑкшӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ.
21
Ҫак ҫын ун ҫине пӗр чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн ҫулне Ҫӳлхуҫа пилленипе пиллеменнине ӑнкарасшӑн пулнӑ.
22
Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ;
23
[вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.
24
Хӗр ӑна каланӑ: эпӗ Вафуил хӗрӗ, Милка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ, тенӗ.
25
Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ.
26
Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та
27
каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ! Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗ ҫулпа хуҫам тӑванӗн ҫурчӗ патнех илсе килчӗ, тенӗ.
28
Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа кӑтартнӑ.
29
Ревеккӑн Лаван ятлӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Лаван ҫав ҫын патне, ҫӑл патне, чупса кайнӑ.
30
Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать;
31
Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
32
Ҫынни кӗнӗ. Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ;
33
унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ. Ӑна вара: кала, тенӗ.
34
Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури;
35
Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ;
36
Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ;
37
хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил,
38
манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
39
Эпӗ хамӑн хуҫама каларӑм: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле пырасшӑн пулмӗ, терӗм.
40
Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗрле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем килӗнчен, илӗн;
41
манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.
42
Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те каларӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн,
43
акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп,
44
«хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
45
Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм, акӑ Ревекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсса илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм.
46
Вӑл ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен илчӗ те: ӗҫех, эпӗ санӑн тӗвӳсене те шӑварӑп, терӗ. Эпӗ ӗҫрӗм, вӑл [манӑн] тӗвесене те шӑварчӗ.
47
Эпӗ унран ыйтса: [кала-ха мана,] эсӗ кам хӗрӗ? терӗм. Вӑл: Милка Нахора ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ, терӗ. Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм.
48
Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.
49
Халӗ калӑр ӗнтӗ мана: сирӗн манӑн хуҫама ырӑлӑх кӑтартма, кирлине тума кӑмӑлӑр пур-и, ҫук-и? каласамӑр мана, вара эпӗ е сылтӑмалла, е сулахаялла каям, тенӗ.
50
Лаванпа Вафуил ӑна хуравласа каланӑ: ку ӗҫ Ҫӳлхуҫа Турӑран килнӗ; эпир сана хирӗҫ усал та, ырӑ та калаймастпӑр;
51
акӑ Ревекка сан умӑнта; ил те кай [ӑна]; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӑл санӑн хуҫу ывӑлӗн арӑмӗ пултӑр, тенӗ.
52
Авраам чури, вӗсен сӑмахне илтсессӗн, ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.
53
Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтирсем кӑларса Ревеккӑна панӑ; ҫавӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ.
54
Вӑл та, унпа пӗрле пынӑ ҫынсем те ҫинӗ, ӗҫнӗ, ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫам патне [каям], тенӗ.
55
Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ.
56
Вӑл вӗсене каланӑ: чарса ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ.
57
Вӗсем: хӗре чӗнсе кӗртер те унран ыйтар, вӑл мӗн калӗ, тенӗ.
58
Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ. Вӑл: кайӑп, тенӗ.
59
Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.
60
Ревеккӑна пиллесе каланӑ: эй йӑмӑкӑмӑр! санран пин хутчен пин ҫын ҫуралтӑр, санӑн тӑхӑму хӑйӗн тӑшманӗсен ҫуртне-йӗрне ярса илтӗр! тенӗ.
61
Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӑнӑ та тӗвесем ҫине ларса ҫав ҫын хыҫҫӑн кайнӑ. Чура ҫапла Ревеккӑна илсе кайнӑ.
62
Исаак вара Беэр-лахай-роирен таврӑннӑ пулнӑ — вӑл ун чухне кӑнтӑр енчи ҫӗрте пурӑннӑ.
63
Каҫ пулас умӗн Исаак хире шухӑшламашкӑн тухнӑ, вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ тӗвесем килеҫҫӗ.
64
Ревекка пӑхнӑ та, Исаака курса, тӗве ҫинчен аннӑ.
65
Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ. Чура: манӑн хуҫам вӑл, тенӗ. Ревекка вара пӗркенчӗк илсе пӗркеннӗ.
66
Хӑй мӗн тунине чура пурне те Исаака каласа панӑ.
67
Исаак Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне илсе кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50