bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 27
Genesis 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 28 →
1
Ватӑлса ҫитсе куҫӗ курми пулсассӑн, Исаак хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эй ывӑлӑм! тенӗ. Лешӗ ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ.
2
[Исаак] каланӑ: акӑ эпӗ ватӑлтӑм; хам вилес кунӑма пӗлместӗп;
3
халӗ хӑвӑн сӑпрайна, ухӑ йӗппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайӑк тытса кил,
4
ман валли хам юратакан апата хатӗрле те мана ҫитерме илсе кил, хам виличчен чунӑм сана пиллесе хӑвартӑр, тенӗ.
5
Исаак хӑйӗн ывӑлне Исава мӗн каланине Ревекка илтсе тӑнӑ. Исав вара хире кайӑк тытма кайнӑ;
6
Ревекка хӑйӗн [кӗҫӗн] ывӑлне Иакова каланӑ: акӑ эпӗ аҫу санӑн Исав пиччӳне мӗн каланине илтрӗм:
7
ман валли кайӑк тытса кил, мана апат хатӗрлесе пар; эпӗ ҫием, вара хам виличчен сана Ҫӳлхуҫа умӗнче пиллем, терӗ.
8
Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле:
9
кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп,
10
эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.
11
Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: манӑн Исав пиччем ҫӑмламас ҫын, эпӗ яка ӳтлӗ ҫын;
12
тен, аттем мана хыпаласа пӑхӗ те, эпӗ вара унӑн куҫӗ умӗнче ултавҫӑ пулӑп, хам ҫине пиллӗх вырӑнне ылхан кӳрӗп, тенӗ.
13
Амӑшӗ ӑна каланӑ: ывӑлӑм, сана тивес ылхан ман ҫие пултӑр, эсӗ манӑн сӑмахӑма ҫеҫ итле, кай, илсе килсе пар мана, тенӗ.
14
Вӑл кайнӑ та, тытса килсе, амӑшне панӑ; амӑшӗ вара унӑн ашшӗ юратакан апатне пӗҫерсе хунӑ.
15
Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ;
16
унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ;
17
унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
18
Вӑл ашшӗ патне кӗнӗ те: аттем! тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ кунтах; ывӑлӑм, эсӗ кам? тенӗ.
19
Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ Исав, малтанхи ывӑлу, пурне те эсӗ каланӑ пек турӑм; тӑр та манӑн кайӑк ашне ларса ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.
20
Исаак хӑйӗн ывӑлне каланӑ: эй ывӑлӑм! епле эсӗ питӗ хӑвӑрт тупса килтӗн? тенӗ. Вӑл: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна мана хирӗҫех ячӗ, тенӗ.
21
Вара Исаак Иакова каланӑ: [ман ҫывӑхӑма] кил-ха, ывӑлӑм, эпӗ сана хыпаласа пӑхам, эсӗ манӑн Исав ывӑлӑм-и, вӑл мар-и? тенӗ.
22
Иаков Исаак патне, хӑйӗн ашшӗ патне, пырса тӑнӑ, ашшӗ ӑна хыпаласа пӑхнӑ та каланӑ: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенӗ.
23
Вӑл ӑна паллайман, мӗншӗн тесессӗн Иаков аллисем Исав пиччӗшӗн аллисем пекех ҫӑмламас пулнӑ; вара ӑна пиллесе
24
каланӑ: манӑн Исав ывӑлӑм эсӗ-и? тенӗ. Иаков: эпӗ, тенӗ.
25
Исаак каланӑ: пар-ха мана, эпӗ ывӑлӑм кайӑкне ҫием, манӑн чунӑм сана пиллемелле пултӑр, тенӗ. Иаков ӑна панӑ, вӑл ҫинӗ; ӑна эрех те кӳрсе панӑ, вӑл ӗҫнӗ.
26
Исаак, ашшӗ, ӑна каланӑ: [ман патӑма] кил-ха, чупту мана, ывӑлӑм, тенӗ.
27
Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ. Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑрши;
28
Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр;
29
сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.
30
Исаак [хӑйӗн ывӑлне] Иакова пиллӗх парсассӑнах, Иаков Исаакӑн, хӑйӗн ашшӗн, куҫӗ умӗнчен тухса кайсассӑнах, Исав, пиччӗшӗ, кайӑк тытса таврӑннӑ.
31
Вӑл та апат пӗҫернӗ те, хӑйӗн ашшӗ патне илсе кӗрсе, ашшӗне каланӑ: тӑрсам, аттем, ывӑлун кайӑкне ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.
32
Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ. Вӑл: эпӗ санӑн ывӑлу, малтанхи ывӑлу, Исав, тенӗ.
33
Исаак темӗн тӗрлӗ хытӑ чӗтӗресе кайнӑ та каланӑ: [ман валли] кайӑк тытса килекенӗ, мана кӳрсе параканӗ кам пулчӗ вара? эпӗ эсӗ киличчен пурне те ҫирӗм, эпӗ ӑна пиллерӗм; ӗнтӗ вӑлах пиллӗхлӗ пулать, тенӗ.
34
Исав хӑйӗн ашшӗн [Исаакӑн] сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн хытӑ кӑшкӑрса хурланса йӗре пуҫланӑ, вӑл ашшӗне: эй аттем! мана та пиллесем, тенӗ.
35
Анчах вӑл [ӑна]: санӑн шӑллу чееленсе килсе кӗчӗ те санӑн пиллӗхне илсе тухрӗ, тенӗ.
36
Вара [Исав] каланӑ: вӑл мана икӗ хут такӑнтарчӗ ӗнтӗ, ӑна ҫавӑнпах Иаков ятлӑ хуман-и? Вӑл манӑн аслӑлӑхӑма туртса илчӗ, акӑ халӗ мана тивес пиллӗхе те илчӗ, тенӗ. [Исав хӑйӗн ашшӗне] татах каланӑ: эсӗ ман валли [те] пиллӗх хӑвармарӑн-и вара? тенӗ.
37
Исаак Исава хуравласа каланӑ: акӑ эпӗ ӑна санӑн хуҫу туса хутӑм, унӑн тӑванӗсене пурне те унӑн чури турӑм; ӑна тырӑ-пулӑ, эрех пиллерӗм; ывӑлӑм, саншӑн эпӗ мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ? тенӗ.
38
Исав хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, санӑн пӗр пиллӗх анчах-и вара? аттеҫӗм, мана та пиллесем! тенӗ. [Исаак пӗр чӗнмесӗр тӑнӑран] Исав сасӑпа йӗрсе янӑ.
39
Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗнчен аякра пурӑнӑн;
40
хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑтӑн, тенӗ.
41
Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.
42
Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать;
43
халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар;
44
пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен,
45
пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
46
Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50