bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Genesis 30
Genesis 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 31 →
1
Рахиль хӑй Иакова ача ҫуратса парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ.
2
Иаков Рахиле ҫилленнӗ те [ӑна]: эпӗ сан варна ача ҫуратмалла мар тунӑ Турӑ-им? тенӗ.
3
Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса патӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ.
4
Вара Рахиль Валлӑна, хӑйӗн тарҫине, ӑна арӑмлӑха панӑ; Иаков ун патне кӗнӗ.
5
Валла [Рахиль тарҫи], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.
6
Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Дан ятлӑ хунӑ.
7
Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.
8
Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тавлашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ. Ӑна вара Неффалим ятлӑ хунӑ.
9
Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ].
10
Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ.
11
Лия: хутшӑнчӗ, тенӗ. Вӑл ӑна Гад ятлӑ хунӑ.
12
Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ.
13
Лия каланӑ: ку манӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ. Ӑна вара Асир ятлӑ хунӑ.
14
Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тухнӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ. Рахиль [хӑйӗн аппӑшне] Лийӑна: ывӑлун мандрагорне мана пар-ха, тенӗ.
15
Анчах [Лия] ӑна каланӑ: манӑн упӑшкама хӑвӑн аллуна илни сахал-им сана? манӑн ывӑлӑн мандрагорне те илесшӗн хапсӑнатӑн, тенӗ. Рахиль каланӑ: ывӑлун мандрагорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ.
16
Иаков каҫпа хиртен таврӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм мандрагорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ. Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ.
17
Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.
18
Лия каланӑ: хамӑн тарҫӑма упӑшкама панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ, тенӗ. Ӑна вара Иссахар ятлӑ хунӑ [ку «тавӑрса пани» тени пулать].
19
Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑмӗш ывӑл ҫуратса панӑ.
20
Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ӑна вара Завулон ятлӑ хунӑ.
21
Унтан вӑл хӗр ҫуратнӑ, ӑна Дина ятлӑ хунӑ.
22
Турӑ Рахиле асне илнӗ, Турӑ ӑна илтнӗ, унӑн варне уҫнӑ.
23
Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Турӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ.
24
Ҫӳлхуҫамӑр мана тепӗр ывӑл та парӗ тесе, вӑл ӑна Иосиф ятлӑ хунӑ.
25
Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗнтӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям;
26
[мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ каям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ.
27
Лаван ӑна каланӑ: эх, сан умӑнта эпӗ санӑн кӑмӑлна тупас пулсанччӗ! Ҫӳлхуҫа мана саншӑн пилленине асӑрхатӑп, тенӗ.
28
Тата каланӑ: хӑвна памаллине хӑв палӑртса хур, эпӗ [сана] парӑп, тенӗ.
29
[Иаков] ӑна каланӑ: эпӗ саншӑн епле ӗҫлесе тӑнине, санӑн выльӑху эпӗ пурӑннӑ чухне мӗн тӗрлӗ ӗрчесе кайнине эсӗ пӗлетӗн;
30
эпӗ киличчен санӑн сахалччӗ, халӗ нумайланса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа сана эпӗ килсессӗн пиллерӗ; хамӑн килӗмшӗн эпӗ хӑҫан ӗҫлӗп-ши? тенӗ.
31
[Лаван ӑна] каланӑ: мӗн парас сана? тенӗ. Иаков [ӑна] каланӑ: мана нимӗн те ан пар. Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑхусене кӗтсе, астуса ҫӳрӗп.
32
Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе улисене уйӑрса ил. Ҫавӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ].
33
Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырсассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнта курӑнсах тӑрӗ. Ман патӑмра ула мар, чӑпар мар качака, хура мар сурӑх пулсассӑн, вӗсем ӗнтӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ.
34
Лаван [ӑна]: юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр, тенӗ.
35
Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ;
36
Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ. Иаков Лаванӑн ытти вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.
37
Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗрене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ;
38
касса шуратнӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑхсем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ.
39
Выльӑхсем хулӑсем умӗнче йӑхнӑ та, чӑпар выльӑхсем, улисем, хушкисем ҫуралнӑ.
40
Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн выльӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑхне курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗсене Лаван выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман.
41
Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ.
42
Имшер выльӑх йӑхнӑ чухне вӑл хулӑ хуман. Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ.
43
Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50