bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 1
Jeremiah 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 2 →
1
Иеремия — Вениамин ҫӗрӗнчи Анафоф хулинче пурӑннӑ Хелкия священникӑн ывӑлӗ — каланӑ сӑмах.
2
Ӑна Амон ывӑлӗ Иосия вунвиҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра,
3
ҫавӑн пекех Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра тата Иудея патшине Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑранпа вунпӗрмӗш ҫул вӗҫлениччен, Иерусалим куҫса кайиччен пиллӗкӗмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
4
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
5
Эпӗ сана аннӳ варӗнче пултаричченех суйласа илтӗм, Эпӗ сана аннӳ ӑшӗнчен ҫураличченех уйӑрса илтӗм; сана халӑхсен пророкне лартрӑм.
6
Эпӗ вара ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма та пӗлейместӗп, эпӗ ҫамрӑк-ха.
7
Анчах Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «эпӗ ҫамрӑк» тесе ан кала: кам патне ярӑп сана — ҫавӑнта кайӑн, мӗн калама хушӑп сана — ҫавна калӑн.
8
Вӗсенчен ан хӑра: сана хӑтарса тӑмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, терӗ Ҫӳлхуҫа.
9
Ҫӳлхуҫа вара аллине тӑсрӗ те манӑн тута-ҫӑвара сӗртӗнчӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: акӑ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна Хамӑн сӑмахӑма хыврӑм.
10
Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.
11
Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: мӗн куратӑн эсӗ, Иеремия? Эпӗ каларӑм: миндаль тураттине куратӑп, терӗм.
12
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӗрӗсех куратӑн эсӗ; Эпӗ те тӗлӗрместӗп, Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫа килтеретӗп, терӗ.
13
Ҫӳлхуҫаран мана тепре те сӑмах пулчӗ: мӗн куратӑн эсӗ? Эпӗ каларӑм: сиксе вӗрекен хурана куратӑп, вӑл ҫурҫӗр енчен пирӗн паталла тайӑлать, терӗм.
14
Вара Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те ҫурҫӗртен инкек килсе хуплӗ, терӗ.
15
Акӑ Эпӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗсен ӑрӑвӗсене пурне те чӗнсе илӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем килӗҫ те — кашнийӗ Иерусалим хапхи умне те, унӑн хӳми йӗри-тавра та, Иудейӑн мӗнпур хулинче те хӑйӗн пуканне лартса тухӗ.
16
Вара эпӗ Иудея халӑхне мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн, ют ҫӗр туррисен ячӗпе фимиам тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен аллипе тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн сут тӑвӑп.
17
Эсӗ пилӗкне ҫых та Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех вӗсене кала; вӗсем умӗнче шикленсе ан тӑр — Манӑн сана вӗсен куҫӗ умӗнче пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр.
18
Акӑ ӗнтӗ паян Эпӗ сана ҫак мӗнпур ҫӗр ҫинче Иуда патшисене хирӗҫ, унӑн улпучӗсене хирӗҫ, унӑн священникӗсене хирӗҫ, ҫак ҫӗрӗн халӑхне хирӗҫ тӑмашкӑн тӗреклӗлетнӗ хула пек, тимӗр юпа пек, пӑхӑр хӳме пек пулма ҫирӗплӗх патӑм.
19
Вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн сана хӑтарса пыма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52