bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 35
Jeremiah 35
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 34
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 36 →
1
Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ:
2
Рехав ывӑлӗсем патне кайса калаҫ, вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗме илсе кил те эрех пар.
3
Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те
4
вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ;
5
Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.
6
Анчах вӗсем ҫапла каларӗҫ: эпир эрех ӗҫместпӗр; Рехав ывӑлӗ Ионадав, пирӗн аттемӗр, пире: «эсир хӑвӑр та, сирӗн ачӑрсем те ӗмӗрне те эрех ан ӗҫӗр;
7
ҫурт та ан лартӑр, вӑрлӑх та ан акӑр, иҫӗм пахчисем те ан ӗрчетӗр, вӗсем ан пулччӑр сирӗн, ӗмӗрӗр тӑршшӗпех чатӑрта пурӑнӑр, ҫапла сирӗн хӑвӑр куҫса ҫӳрекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр» тесе хушса хӑварнӑ.
8
Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар,
9
хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук;
10
пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.
11
Ҫак ҫӗр ҫине Вавилон патши Навуходоносор килсе кӗрсессӗн, эпир: «халдейсен ҫарӗнчен, арамейсен ҫарӗнчен Иерусалима куҫса каяр» терӗмӗр, халӗ акӑ Иерусалимра пурӑнатпӑр.
12
Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
13
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
14
Рехав ывӑлӗ Ионадав хӑйӗн ывӑлӗсене эрех ӗҫме хушман ӳкӗте тытса пырса вӗсем паян кунччен те эрех ӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ хушса хӑварнине итлеҫҫӗ; Эпӗ вара сире пӗр чарӑнмасӑр, ҫине-ҫинех каларӑм, эсир пурӗпӗр Мана итлемерӗр.
15
Сирӗн патӑра Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм, каларӑм сире: «кашнийӗ усал ҫулӑртан пӑрӑнӑр, юсанӑр, урӑх турӑсен ирӗкне тӑвас тесе вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вара Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр» терӗм, анчах эсир ҫакна хӑлхана чикмерӗр, Мана итлемерӗр.
16
Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн ачисем ашшӗ каласа хӑварнӑ ӳкӗте итлеҫҫӗ, Мана вара ҫак халӑх итлемест,
17
ҫавӑншӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Иудея ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине вӗсем пирки Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, чӗнтӗм — вӗсем хирӗҫ чӗнмерӗҫ.
18
Рехав килне вара Иеремия ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Ионадав аҫӑр сӑмахне итленӗшӗн, унӑн ӳкӗчӗсене пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тытса пынӑшӑн,
19
ҫакӑншӑн, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн йӑхӗ нихӑҫан та Ман умӑмран ҫухалмӗ.
← Chapter 34
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 36 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52