bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 34
Jeremiah 34
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 35 →
1
Вавилон патши Навуходоносорпа унӑн пӗтӗм ҫарӗ, ҫӗр ҫинчи ӑна пӑхӑнса тӑракан мӗнпур патшалӑхпа мӗнпур халӑх Иерусалима тата таврари хуласене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ:
2
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патши аллине паратӑп, вӑл ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ;
3
эсӗ те унран хӑтӑлаймӑн, ун аллине лекетӗнех; эсӗ Вавилон патши умне тӑрӑн, вӑл санпа куҫа-куҫӑн калаҫӗ, эсӗ вара Вавилона кайӑн.
4
Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн;
5
эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
6
Иеремия пророк Иерусалимра ҫак сӑмахсене пурне те Седекияна, Иудея патшине, каласа панӑ.
7
Ҫав хушӑра Вавилон патшин ҫарӗ Иерусалима хирӗҫ, Иудейӑн халлӗхе тӗрӗс-тӗкел юлнӑ хулисене хирӗҫ, Лахиспа Азекӑна хирӗҫ, ҫапӑҫнӑ; Иудея хулисенчен ӗнтӗ ҫакӑ икӗ тӗреклӗлетнӗ хула ҫеҫ юлнӑ пулнӑ.
8
Седекия патша пӗтӗм халӑхпа, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм халӑхпа, чурасене ирӗке кӑларасси ҫинчен, — кашнийӗнех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине, еврейпе еврей хӗрарӑмне, ирӗке ярасси ҫинчен, никамӑн та иудее, хӑйӗн тӑванне, чуралӑхра тытма юраманни ҫинчен, — сӑмах татнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ.
10
Патшапа татнӑ сӑмахпа килӗшӳллӗн, аслӑ пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та кашниех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине ирӗке яма килӗшнӗ, вӗсене малашне чуралӑхра тытас мар тесе, вӗсене ирӗке кӑларнӑ;
11
анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, шухӑшне улӑштарса, ирӗке янӑ арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасене каялла илме тытӑннӑ, ирӗксӗрлесех вӗсене каллех чура туса хунӑ.
12
Вара Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
13
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм та каларӑм:
14
«ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче кашниех хӑвӑр тӑванна, еврее, хӑйне сана сутнӑскере, ирӗке ярӑр; вӑл саншӑн ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, вара ӑна ирӗке яр» терӗм; анчах сирӗн аҫӑрсем Мана итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ.
15
Эсир халӗ Ман умӑмра ӳкӗнтӗр те питӗ тӗрӗс турӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене ирӗке кӑлартӑр, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртӑмра Ман умӑмра сӑмах татрӑр;
16
анчах кайран шухӑшӑра улӑштартӑр та Манӑн ята ятӑр: кӑмӑлне кура кирек ӑҫта каймалла ирӗке янӑ чурасене каялла хӑвӑр патӑра тавӑртӑр, вӗсене каллех чурасем туса хутӑр.
17
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп;
18
Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, —
19
касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, —
20
хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
21
Иудея патшине Седекияна тата унӑн улпучӗсене Эпӗ хӑйсен тӑшманӗсен аллине тата вӗсенӗн чунне шыракансен аллине, каялла кайнӑ Вавилон патши ҫарӗн аллине паратӑп.
22
Ман ирӗкӗмпе тӑшмансем ҫак хула патне каялла таврӑнӗҫ, ӑна ҫавӑрса илӗҫ, туртса илӗҫ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ; Иудея хулисене никам пурӑнман пушхир туса хурӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 35 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52