bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 30
Jeremiah 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 31 →
1
Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:
2
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хур.
3
Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.
4
Акӑ Ҫӳлхуҫа Израильпе Иуда ҫинчен каланӑ ҫав сӑмахсем:
5
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эпир сехӗрленӳ сассине илтетпӗр — хӑрушӑ, тӑнӑҫлӑх ҫук!
6
Ыйтӑр та шухӑшласа пӑхӑр: арҫын ҫуратать-и? Мӗншӗн-ха Эпӗ ҫакна куратӑп: кашни арҫынах, ҫуратакан арӑм пек, вӗчине ярса тытнӑ, сӑнӗ-пичӗ те вӗсен шурсах кайнӑ?
7
Ах, ҫав кун питӗ аслӑ, ун пекки пулманччӗ; ку вӑл — Иаковшӑн хӗн-хурлӑ вӑхӑт, анчах вӑл ҫӑлӑнса юлӗ.
8
Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла пулӗ: мӑйна тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, тӑллуна салтса ывӑтӑп; текех ют ҫӗр ҫыннисене пӑхӑнса пурӑнмӗҫ,
9
Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, тата Эпӗ вӗсен пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хӑйсен патшине Давида пӑхӑнса пурӑнӗҫ.
10
Эсӗ вара, Манӑн Иаков чурам, ан хӑра, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана инҫетри ҫӗршывран, санӑн йӑхна тыткӑн ҫӗрӗнчен ҫӑлса кӑларӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӑна текех никам та хӑратмӗ.
11
Сана ҫӑлмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пурне те пӗтерӗп, сана вара пӗтермӗп; сана Эпӗ виҫеллӗ хаса парӑп, анчах хасасӑр хӑвармӑп.
12
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр;
13
санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн;
14
сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
15
Мӗн эсӗ суранусемшӗн, хӑрушла чирӳшӗн нӑйкӑшатӑн? Йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук — ҫавӑнпа сана ҫапла турӑм.
16
Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.
17
Эпӗ сана им-ҫам парӑп, суранусене сиплентерӗп, тет Ҫӳлхуҫа. Сана пӑрахнӑ тесе, сан ҫинчен: «Сион вӑл — акӑ, вӑл никама та кирлӗ мар» теетчӗҫ.
18
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иаков чатӑрӗсене ҫӗнӗрен туса лартӑп, унӑн ялӗ-хулине хӗрхенӗп; ишӗлчӗксем ҫинче хула ӳссе ларӗ, унчченхи вырӑнӗнчех кермен ҫӗкленӗ.
19
Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.
20
Унӑн ывӑлӗсем те малтанхи пекех пулӗҫ, вӗсен ушкӑнӗ Ман умӑмра тӑрӗ, вӗсене хӗсӗрлекенсене пурне те хаса парӑп.
21
Вӗсен ҫулпуҫӗ хӑйсен хушшинченех тухӗ, патши те хӑйсен хушшинченех пулӗ; Эпӗ ӑна ҫывӑхартӑп та, вӑл Ман патӑма пырса тӑрӗ: кам хӑй тӗллӗнех Ман патӑма ҫывӑхарма хӑйтӑр-ха? тет Ҫӳлхуҫа.
22
Эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп.
23
Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫӗ ҫине ӳкӗ.
24
Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли Вӑл Хӑй мӗн-мӗн тума шухӑш тытнине тумасӑр иртсе каймӗ. Ҫакна юлашки кунсенче ӑнланса илетӗр.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52