bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 37
Jeremiah 37
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 38 →
1
Иоаким ывӑлӗ Иехония вырӑнне патшана Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑ, ӑна Вавилон патши Навуходоносор Иудея ҫӗрӗн патши пулма лартнӑ.
2
Вӑл хӑй те, унӑн тарҫисем те, ҫӗршыври халӑх та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — Иеремия пророк урлӑ каланӑ сӑмахсене — итлемен.
3
Седекия патша Селемия ывӑлне Иегухала тата Маасея ывӑлне Софония священника Иеремия пророк патне: пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, тесе калама янӑ.
4
Иеремия вӑл вӑхӑтра халӑх хушшинче ирӗклӗн тухса-кӗрсе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна тӗрме ҫуртне хупман пулнӑ-ха.
5
Ҫав хушӑра фараон ҫарӗ Египетран тапранса тухнӑ, Иерусалима хупӑрласа тӑракан халдейсем вара, ҫавна илтсессӗн, Иерусалим патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
6
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ:
7
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать;
8
халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
9
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «халдейсем пирӗнтен пурӗпӗрех хӑпӗҫ-ха» тесе хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: вӗсем хӑпас ҫук;
10
эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫапӑҫакан халдейсен пӗтӗм ҫарне ҫапса аркатас пулсан та, вӗсенӗн аманнисем ҫеҫ юлас пулсан та, вӗсем те пулин кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса ҫак хулана ҫунтарса янӑ пулӗччӗҫ.
11
Халдейсен ҫарӗ фараон ҫарӗнчен чакса Иерусалим патӗнчен пӑрахса кайнӑ вӑхӑтра
12
Иеремия Иерусалимран Вениамин ҫӗрне каясшӑн пулнӑ — хуларан халӑхпа пӗрле тарнӑ.
13
Анчах Вениамин хапхи патне ҫитсессӗн ӑна Анания ывӑлӗн Селемиян Иреия теекен ывӑлӗ, унта хурал пуҫлӑхӗ пулнӑскер, тытса чарнӑ та: эсӗ халдейсем патне тарса каясшӑн! тенӗ.
14
Иеремия каланӑ: ку — суя; эпӗ халдейсем патне тарса каясшӑн мар, тенӗ. Анчах Иреия ӑна итлемен, ярса тытнӑ та Иеремийӑна пуҫлӑхсем патне илсе кайнӑ.
15
Иеремийӑна тарӑхса ҫитнӗ пуҫлӑхсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, унтан Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне, тӗрме туса хунӑскере, хупса лартнӑ.
16
Иеремия ҫапла ҫӗр айӗнчи тӗрмене лексе унта нумай кун ирттернӗ хыҫҫӑн
17
Седекия патша ун патне ҫынсем янӑ та ӑна хӑй патне илсе килме хушнӑ. Иеремийӑна патша керменне илсе пынӑ. Патша унран вӑрттӑн ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулмарӗ-и? тенӗ. Иеремия: пулчӗ, тенӗ. Тата каланӑ: эсӗ Вавилон патшийӗн аллине лекетӗн, тенӗ.
18
Седекия патшана Иеремия тата ҫапла каланӑ: эпӗ сан умӑнта, сан тарҫусем умӗнче, ҫак халӑх умӗнче мана тӗрмене хупмалӑх мӗн ҫылӑха кӗтӗм-ха?
19
тата: «Вавилон патши пире хирӗҫ, ҫак ҫӗре хирӗҫ каймасть» тесе пророкла каласа ҫӳренӗ пророкӑрсем ӑҫта сирӗн?
20
Эй патша хуҫамӑм, халӗ мана итле, эпӗ йӑлӑнни сан умна ӳктӗр; мана каялла Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне ан яр, унта вилес марччӗ манӑн.
21
Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ. Ҫапла вара Иеремия хурал ҫуртӗнче юлнӑ.
← Chapter 36
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 38 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52