bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 16
Jeremiah 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 17 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
арӑм ан ил, ҫак вырӑнта санӑн ывӑл та, хӗр те ан пултӑр.
3
Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:
4
вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
5
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
6
Ҫак ҫӗр ҫинче асли те, кӗҫӗнни те вилсе пӗтӗ; вӗсене пытармӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, хӑйсен ӳтне каскаламӗҫ, вӗсемшӗн ҫӳҫне кастармӗҫ.
7
Вилнӗ ҫыннишӗн хуйхӑрнӑ чухне лӑпланмалӑх вӗсене ҫӑкӑр та хуҫса ан паччӑр; вӗсене ашшӗне е амӑшне асӑнса ӗҫмешкӗн йӑпанӑҫ курки те ан сӗнччӗр.
8
Вӗсемпе пӗрле ларса ӗҫсе ҫиме ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне те ан ҫӳре,
9
мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак вырӑнта, сирӗн куҫӑр умӗнче, эсир пурӑнакан вӑхӑтра савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, кин сассине те чарса лартӑп.
10
Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн,
11
вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Эсир вара хӑвӑр аҫӑрсенчен те начартарах тӑватӑр, Мана итлемесӗр кашнийӗ хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе пурӑнать.
13
Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп.
14
Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа;
15
ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп.
16
Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ.
17
Манӑн куҫӑм вӗсен мӗнпур ҫулне курса тӑрать; вӗсем Ман умӑмран тараймаҫҫӗ, вӗсен ултавӗ Ман куҫӑмран пытанса юлаймасть.
18
Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ.
19
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн вӑй-хӑватӑм, манӑн тӗрекӗм, хурлӑ кунсенче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм! Сан патна тӗнче хӗрринчен халӑхсем килӗҫ те ҫапла калӗҫ: «пирӗн аттесен еткерлӗхӗ — ултав ҫеҫ, пуш япала ҫеҫ, унӑн ним усси те ҫук».
20
Этем хӑйне валли турӑ тума пултарать-и вара? Ун пек турӑ — Турӑ мар!
21
Ҫавӑнпа халӗ ӗнтӗ Эпӗ вӗсене Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартӑп, вӗсем вара ҫакна пӗлсе ҫитӗҫ: Манӑн ятӑм — Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52