bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 10
Jeremiah 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 11 →
1
Эй Израиль килӗ! итле Ҫӳлхуҫа хӑвна калакан сӑмаха!
2
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суя тӗнлисен ҫулӗсене ан иленӗр, суя тӗнлисем хӑракан ҫӳлти паллӑсенчен ан шикленӗр.
3
Ҫав халӑхсен йӑли-йӗрки ниме те тӑмасть: вӑрманта йывӑҫ касаҫҫӗ те пуртӑ тытса ӑна каскалакан аллипе чутлаҫҫӗ,
4
ылтӑн-кӗмӗлпе эрешлеҫҫӗ, ан ӳктӗр тесе, ҫапкӑчпа пӑта ҫапса ҫирӗплетеҫҫӗ.
5
Вӗсем — хӑяр йӑранӗ ҫинчи катемпи пекех, калаҫмаҫҫӗ; вӗсене йӑтса ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем утма пултараймаҫҫӗ. Вӗсенчен ан хӑрӑр, вӗсем усал тӑваймаҫҫӗ, анчах вӗсен ыррине тума та вӑйӗ ҫук.
6
Эй Ҫӳлхуҫа, Сан пекки урӑх ҫук! Эсӗ аслӑ, Санӑн яту та хӑватлӑхпа аслӑ.
7
Эй халӑхсенӗн Патши, кам хӑраса тӑмӗ Санран? ҫакӑ вӑл пӗртен-пӗр Сана ҫеҫ тивӗҫлӗ; халӑхсен мӗнпур ӑсчахӗ хушшинче те, вӗсен пур патшалӑхӗнче те Сан евӗрли урӑх ҫук.
8
Йӗрӗхсем — ӑссӑр-тӑнсӑр, хаяр; ниме тӑман йӗрӗхсем вӗрентни — турпас ҫеҫ.
9
Фарсисран кӗмӗл чӗлпӗкӗсем, Уфазран ылтӑн илсе килнӗ, вӗсем — ӳнерҫӗ ӗҫӗ, шӑратаканӑн ӗҫӗ; вӗсен тумтирӗ кӑвак та хӗрхӗлтӗм тӗслӗ: ҫакӑ йӑлтах — ӑстайлӑ ҫынсен ӗҫӗ.
10
Пӗр Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫеҫ шанчӑклӑ; Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗрхи Патша. Унӑн ҫиллинчен ҫӗр чӗтренсе тӑрать, халӑхсем Унӑн хаярлӑхне тӳссе тӑма пултараймаҫҫӗ.
11
Ҫапла калӑр вӗсене: тӳпепе ҫӗре пултарман турӑсем ҫӗр ҫинчен те, тӳпе айӗнчен те ҫухалӗҫ.
12
Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.
13
Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
14
Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
15
Ку вӑл — ниме тӑман, аташса тунӑ ӗҫ; Вӑл килсе пӑхнӑ чухне вӗсем ҫухалӗҫ.
16
Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
17
Эй хупӑрласа илнӗ вырӑнта лараканӗ, япалусене пуҫтарса ҫых:
18
ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ку хутӗнче Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене кӑларса ывӑтӑп, вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тӳссе курччӑр ҫавна.
19
Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ;
20
анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук,
21
мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.
22
Акӑ хыпар ҫитрӗ, авӑ килет вӑл, Иудея хулисене пушхирпе шакалсен вырӑнӗ туса хӑвармашкӑн ҫурҫӗр енчи ҫӗршывран шӑв-шав ҫывӑхарса килет.
23
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп.
24
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хаса пар мана, анчах ҫиллӳпе мар, тӳрӗлӗхӳпе хаса пар, мана пӗтерсех ан пӑрах.
25
Хаярлӑхна Хӑвна пӗлмен халӑхсем ҫине, Хӑвӑн ятна асӑнман йӑхсем ҫине яр: вӗсем Иакова ҫисех ячӗҫ, хыпса ҫӑтрӗҫ ӑна, тӗп турӗҫ ӑна, унӑн ялӗсене тустарса тухрӗҫ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52