bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 42
Jeremiah 42
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 43 →
1
Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та
2
Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр,
3
Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
4
Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.
5
Вӗсем Иеремийӑна каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ кӳнтелен пултӑр — эпир санӑн Ҫӳлхуҫа Турру пире сан урлӑ мӗн каланине чӑн-чӑнах туса пырӑпӑр:
6
лайӑх пулӗ-и, япӑх пулӗ-и ҫавӑ — эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлӗпӗр, сана ҫавӑнта Ун патне яратпӑр; Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлесессӗн пире лайӑх пулӗ.
7
Вунӑ кун иртсессӗн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
8
Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те
9
вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать:
10
эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
11
Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Эпӗ сире ырӑлӑх кӳрӗп те, вӑл та сире ырӑ тӑвӗ, сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗр ҫине каялла тавӑрӗ.
13
Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн,
14
«ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн,
15
Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн,
16
хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
17
Египета кайма, ҫавӑнта вӑхӑтлӑх пурӑнма хатӗрленнӗ пӗтӗм халӑх хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗ, пӗри те чӗрӗ юлмӗ, Эпӗ яракан хӗн-асапран хӑтӑлаймӗ.
18
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Хамӑн ҫиллӗме, Хамӑн хаярлӑхӑма Иерусалим ҫыннисем ҫине ҫитернӗ пек, эсир Египета кӗрсен сирӗн ҫине те Хамӑн хаярлӑхӑма ҫитерӗп, эсир ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли те ҫын мӑшкӑлӗ пулса тӑратӑр, ҫак ҫӗре вара урӑх кураймӑр.
19
Сире, Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа: «Египета ан кайӑр» тет; эпӗ паян хӑвӑра асӑрхаттарнине лайӑх пӗлсе тӑрӑр —
20
эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫылӑха кӗртрӗр: эсир мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне ҫапла каласа ятӑр: «пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мӗн каланине пурне те пире пӗлтер, эпир Вӑл каланине тӑвӑпӑр» терӗр.
21
Халӗ эпӗ сире пӗлтертӗм; анчах эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, Вӑл ман урлӑ мӗн хушса янине итлемерӗр.
22
Апла пулсан пӗлсех тӑрӑр: эсир хӑвӑр вӑхӑтлӑх пурӑнма каяс теекен ҫӗрте хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтетӗр.
← Chapter 41
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 43 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52