bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 2
Jeremiah 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 3 →
1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
кай та Иерусалим хӗрне хӑлхинчен каласа пӗлтер, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн ҫамрӑк чухнехи шанчӑклӑхна, санӑн юратӑвна аса илетӗп, эсӗ ун чухне ҫураҫнӑ хӗрччӗ, ун чухне эсӗ Ман хыҫӑмран пушхирпе, нимӗн акман ҫӗрпе, пыраттӑн.
3
Израиль Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑскерӗ, Унӑн малтанхи ҫимӗҫӗччӗ; ҫавна ҫиекенсем пурте айӑпа юлӗҫ, вӗсене инкек ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
4
Эй Иаков килӗ! эй Израиль килӗн ӑрӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!
5
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Манра ҫылӑх шыраса тупрӗҫ-и? мӗншӗн-ха вӗсем, Манран уйӑрӑлса, ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса, ӑҫтиҫука тухса кайрӗҫ?
6
Вӗсем: «пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, пире пушхирпе — никам пурӑнман пушӑ ҫӗрпе, типсе-ҫунса кайнӑ, вилӗм ӗмӗлкиллӗ ҫӗрпе, этем ҫӳремен, этем пурӑнман ҫӗрпе — ертсе пынӑ Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ.
7
Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
8
Священниксем те: «Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ, саккуна вӗрентекенсем те Мана пӗлмерӗҫ, кӗтӳҫӗсем те Манран уйӑрӑлса кайрӗҫ, пророксем те Ваал ячӗпе вӗрентсе ҫӳрерӗҫ, пулӑшу паманнисене пуҫҫапрӗҫ.
9
Ҫавӑншӑн Эпӗ сире сут тӑвӑп, ывӑлӑрсен ывӑлӗсене те сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
10
Ӗнтӗ Хиттим утравӗсем ҫине кайса пӑхӑр-ха е Кидар хутлӑхне ҫын ярса тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫакӑн пекки мӗн те пулин пулнӑ-и унта?
11
пӗр-пӗр халӑх хӑй туррисене, вӗсем турӑ пулмасан та, урӑххисемпе улӑштарнӑ-и? Ман халӑхӑм вара хӑйӗн мухтавне юрӑхсӑррипе улӑштарчӗ.
12
Эй тӳпе, тӗлӗн ӗнтӗ ҫакӑнтан, хӑраса-ҫӳҫенсе ил, тет Ҫӳлхуҫа.
13
Манӑн халӑхӑм икӗ усал ӗҫ турӗ: Мана, чӗрӗ шыв Ҫӑлкуҫне, пӑрахрӗ те хӑйсем валли шыв тытмалли вырӑнсем алтса тухрӗ — усси пулмарӗ, шывӗ юхса тухрӗ.
14
Израиль чура-и вӑл? чуралӑхра ҫуралнӑ тарҫӑ-и? мӗншӗн-ха вӑл тупӑш вырӑнне тӑрса юлчӗ?
15
Ун ҫине ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, хӑрлатаҫҫӗ вӗсем, ӗнтӗ унӑн ҫӗрне пушхире кӑларчӗҫ; хулисене ҫунтарса ячӗҫ, ҫынсӑр хӑварчӗҫ.
16
Мемфиспа Тафна ывӑлӗсем те санӑн лӗпкӳне ҫап-ҫара турӗҫ.
17
Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, Вӑл сана ҫул кӑтартса пынӑ вӑхӑтра пӑрахнӑран килсе тухмарӗ-и-ха ҫакӑ?
18
Халӗ тата Египета каякан ҫул мӗн тума кирлӗ-ха сана — Нил шывне ӗҫме-и? Ассирие каякан ҫул мӗн тума кирлӗ сана — ун юхӑмӗн шывне ӗҫме-и?
19
Хӑвӑн усал ӗҫӳ хӑвнах асап кӳрӗ, Турӑран пӑрӑнни хӑвнах питлӗ сана; эппин, шухӑшла та Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӑрахни, Манран хӑрама чарӑнни мӗн тери япӑх та киревсӗр пулнине ӑнланса ил, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.
20
Эпӗ тахҫанах сан сӳсменне ҫӗмӗрсе тӑкрӑм, сӑнчӑрна татса пӑрахрӑм, эсӗ ӗнтӗ: «йӗрӗхсене пуҫҫапмӑп» терӗн, ҫав вӑхӑтрах кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, кашни лапсӑркка йывӑҫ айӗнче аскӑнла ӗҫсем турӑн.
21
Эпӗ лартнӑ чухне эсӗ паха иҫӗм хунавӗччӗ, чи таса вӑрлӑхчӗ; эсӗ мӗнле, мӗнле майпа ют авӑрӑн япӑх хунавӗ пулса тӑтӑн?
22
Ӗнтӗ пӗлӗсӗн: супӑньпе ҫӑвӑнсан та, сӗлтӗпе ҫӑвӑнсан та тасалаймӑн, пӗтӗм ирсӗр ӗҫӳ — Ман умӑмра, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
23
Мӗнле-ха эсӗ: «эпӗ хама ирсӗрлемен, эпӗ Ваал хыҫҫӑн ҫӳремен» теме пултарӑн? Хӑвна ху айлӑмра мӗнле тыткаланине кур-ха эсӗ, чупкӑн тӗве ами, ху мӗн тунине, епле ӗрӗхсе ҫӳренине аса ил-ха.
24
Чупас килнӗ чухне антӑхса сывлӑш ҫӑтакан ашак амине, пушхирте ӳснӗскере, кам тытса чарма пултарӗ? Ӑна шыракансем пӗри те ывӑнас ҫук, ӑна вӗсем ҫав уйӑхрах шыраса тупӗҫ.
25
Асту, ҫаруран юлмалла ан пултӑр, пыру типсе ан лартӑр. Анчах эсӗ: «мӗнех вара? эпӗ юттисене юрататӑп, ҫавӑнпа вӗсем патне ҫӳретӗп» терӗн.
26
Ярса тытнӑ вӑрӑ намӑса юлнӑ евӗр, Израиль килӗ хӑйне намӑса хӑварчӗ: унӑн патшисем те, улпучӗсем те, священникӗсем те, пророкӗсем те
27
йывӑҫа: «эсӗ манӑн аттем» терӗҫ, чула: «мана эсӗ ҫуратнӑ» терӗҫ; вӗсем Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ; инкек ҫитсессӗн вара: «пире ҫӑлсамччӗ!» теме пуҫлӗҫ.
28
Ӑҫта-ха санӑн ху валли тунӑ туррусем? Хӑвна инкек вӑхӑтӗнче ҫӑлаяҫҫӗ пулсассӑн, пулӑшчӑр ҫавсем; Иуда, санӑн мӗн чухлӗ хула, туррусем те ҫавӑн чухлех.
29
Мӗншӗн-ха сирӗн Манпа тупӑшмалла? эсир пурте [усал ӗҫ туса] Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, тет Ҫӳлхуҫа.
30
Сирӗн ачӑрсене Эпӗ кӑлӑхах пӗтертӗм: ӑс панине йышӑнмарӗҫ вӗсем; сирӗн пророкӑрсене, хыпса ҫӑтакан арӑслан пек, хӑвӑр хӗҫӗрех пӗтерчӗ, [анчах эсир хӑраса ӳкмерӗр].
31
Эх, хальхи ӑру! тӑнлӑр-ха эсир Ҫӳлхуҫа сӑмахне: Израильшӗн Эпӗ пушхир пулнӑ-и? Эпӗ сӗмлӗх ҫӗршывӗ пулнӑ-и? Мӗншӗн-ха Манӑн халӑхӑм: «ӑҫта каяс тетпӗр, ҫавӑнта каятпӑр; Сан патна таврӑнмастпӑр» терӗ?
32
Хӗр хӑйӗн эрешне, ҫураҫнӑ хӗр хӑйӗн тумне манать-и? Манӑн халӑхӑм вара Мана астумасть, тахҫанах манса кайрӗ.
33
Савӑшу тупмашкӑн хӑвӑн ҫулна мӗн тери ӑста майлаштарса пыратӑн эсӗ! ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене те хӑвӑн ҫулна-йӗрне вӗрентрӗн.
34
Санӑн тумтирӳ ҫинче — юн, чухӑннисенӗн, айӑпсӑррисенӗн юнӗ! эсӗ вӗсене вӑрӑпа тытман, апла пулин те эсӗ:
35
«эпӗ айӑпсӑр, ҫавӑнпа Унӑн ҫилли мана тивмесӗр иртсе кайӗ» теетӗн. Эсӗ: «эпӗ ҫылӑха кӗмен» теетӗн — акӑ ҫакӑншӑн Эпӗ санпа сута тӑрӑп.
36
Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн ҫулна улӑштарса пӗрмай ҫапла ҫӗтсе ҫӳретӗн? Хӑвна Ассири намӑса хӑварнӑ пекех, сана Египет та намӑса хӑварӗ;
37
ун патӗнчен те эсӗ икӗ аллуна пуҫу ҫине хурса тухӑн: эсӗ шанса тӑнӑ ҫынсене Ҫӳлхуҫа пӑрахӑҫларӗ, вӗсемпе эсӗ ӑнӑҫу кураймӑн.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52