bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 50
Jeremiah 50
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 49
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 51 →
1
Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ Вавилонпа халдейсен ҫӗрӗ ҫинчен каланӑ сӑмах:
2
халӑхсене хыпарлӑр, каласа парӑр, ялав ҫӗклӗр, пӗлтерӗр, пӗр пытармасӑр ҫапла калӑр: «Вавилона ярса илнӗ, Бел намӑса юлнӑ, Меродаха аркатнӑ, унӑн кӗлеткисем мӑшкӑла юлнӑ, унӑн йӗрӗхӗсем арканнӑ».
3
Мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗр енчен ӑна хирӗҫ халӑх ҫӗкленсе тухрӗ, вӑл унӑн ҫӗрне пушхир туса хурать, унта этем те, выльӑх та пурӑнмӗ, пурте тапранса тухса кайӗҫ те сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ.
4
Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, шыраса йӗрсе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа;
5
вӗсем Сиона мӗнле каймалли ҫинчен ыйтӗҫ, ҫавӑнта каякан ҫула шырӗҫ, «каяр та Ҫӳлхуҫапа ӗмӗрлӗхе пӗрлешер, нихӑҫан манӑҫми килӗшӳ тӑвар» тейӗҫ.
6
Манӑн халӑхӑм аташса кайнӑ сурӑхсем пекехчӗ; кӗтӳҫисем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ, вӗсене тусем тӑрӑх салатса ячӗҫ; вӗсем унта ту ҫинчен сӑрт ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен тапӑрне манса кайрӗҫ.
7
Вӗсене тупакансем вӗсене ҫиеҫҫӗ, вӗсене хӗсӗрлекенсем: «эпир айӑплӑ мар — вӗсем Ҫӳлхуҫапа тӳрӗлӗх ҫурчӗ умӗнче, хӑйсен ашшӗсем шанса тӑнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ» терӗҫ.
8
Вавилонран тарӑр, халдейсен ҫӗрӗнчен тухса кайӑр, качака такисем сурӑх кӗтӗвӗ умӗнче пынӑ пек пырӑр.
9
Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.
10
Халдея та вӗсемшӗн тупӑш пулса тӑрӗ; ӑна тӑраничченех ҫаратӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
11
Эсир, Манӑн халӑхӑма ҫаратакансем, савӑнатӑр, хӗпӗртетӗр, курӑк ҫинчи пӑру пек сиккелетӗр, ӑйӑрсем пек кӗҫенетӗр.
12
Сирӗн аннӗр намӑса юлӗ, сире ҫуратнӑ ама мӑшкӑл курӗ; халӑхсем хушшинче вӑл чи кӗҫӗнни пулӗ, вӑл пушхир, типӗ ҫӗр, ҫеҫенхир пулӗ.
13
Турӑ ҫилли ӑна ҫын пурӑнман ҫӗр туса хурӗ, вӑл пӗтӗмпех пушӑ пулӗ; Вавилон тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.
14
Эй ухӑ карӑнтаракан тӗкӗрҫӗсем, Вавилон тавра ҫар ӗречӗпе тӑрса тухӑр та пурте ӑна тӗллесе перӗр, ҫӗмренӗрсене ан шеллӗр: вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ;
15
пур енчен те ӑна хирӗҫ кӑшкӑрашӑр; вӑл ӗнтӗ, парӑнса, аллине ҫӗклет; унӑн тӗрекӗсем арканнӑ, хӳмисем ишӗлсе аннӑ, ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа тавӑрни; эсир те тавӑрӑр ӑна; хӑй мӗнле тунӑ, эсир те ӑна ҫаплах тӑвӑр.
16
Вавилонра тырӑ акакана та, ҫурлапа выракана та пӗтерӗр; вӗлерекен хӗҫрен хӑранипе кашнийӗ хӑйӗн халӑхӗ патне таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн ҫӗршывне тартӑр.
17
Израиль — сапаланса кайнӑ кӗтӳ; ӑна арӑслансем тапӑнса салатрӗҫ; малтан ӑна Ассири патши ҫисе пӗтерчӗ, ку вара — Вавилон патши Навуходоносор — унӑн шӑмми-шаккине кӑшларӗ.
18
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ Ассири патшине мӗнле хаса патӑм, Вавилон патшине те ҫапла хаса парӑп;
19
Израиле унчченхи ҫаранӗсем ҫинех илсе килӗп, вӑл Кармил ҫинче, Васан ҫинче кӗтсе ҫӳрӗ, Ефрем тӑвӗпе Галаад тӑвӗ ҫинче вӑл тутӑ пулӗ.
20
Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израилӗн тӗрӗсмарлӑхне шырӗҫ, анчах вӑл пулмӗ, Иуда ҫылӑхӗсене те шырӗҫ, вӗсем те тупӑнмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗрӗ хӑварнисене каҫарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
21
Мератаим ҫӗршывне хирӗҫ, Пекод халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кай, унти ҫынсене хаса пар; тӗп ту вӗсене, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тух, Эпӗ хушнине ту! тет Ҫӳлхуҫа.
22
Ҫӗр ҫинче — вӑрҫӑ шӑв-шавӗ, хӑрушла аркану.
23
Пӗтӗм ҫӗре ваклакан ҫапкӑч арканнӑ, тӗпреннӗ! халӑхсем хушшинче Вавилон мӗн тери тискер пулса тӑчӗ!
24
Эпӗ сан валли таната лартса тухрӑм, ҫавна пӗлмерӗн, Вавилон, — лекрӗн; тупрӗҫ сана, ярса тытрӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑтӑн.
25
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн управӑшне уҫрӗ те ҫавӑнтан ҫилли савӑчӗсене илчӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Саваоф Туррӑн, халдейсен ҫӗрӗнче ӗҫ пур.
26
Ӑна пур енчен те тапӑнӑр, унӑн кӗлечӗсене яри уҫса ярӑр, ӑна кӗлте таптанӑ пек таптӑр, унран нимӗн те ан юлтӑр — тӗппипе пӗтерӗр.
27
Вӑкӑрӗсене вӗлерсе тухӑр, пусӑр вӗсене; вӗсене хуйхӑ ҫитрӗ! вӗсенӗн кунӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.
28
Вавилон ҫӗрӗнчен таракансем кӑшкӑрни илтӗнет, халӗ ӗнтӗ Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, тавӑрни ҫинчен, Вӑл Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни ҫинчен пӗлӗҫ.
29
Вавилона хирӗҫ тӗкӗрҫӗсене йыхӑрӑр; ухӑ карӑнтараканӗсем пурте ун йӗри-тавра йӗркеленсе тӑччӑр: унтан никам та хӑтӑлса ан тухайтӑр; ӑна ӗҫӗсене кура тавӑрса парӑр; хӑй сире мӗн тунӑ, эсир те ӑна ҫавнах тӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Израиль Святойне хирӗҫ, ҫӗкленчӗ.
30
Ҫавӑншӑн унӑн яш ачисем урамра кая-кая ӳкӗҫ, ҫавӑ кун вӗсен пӗтӗм ҫар ҫынни тӗп пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
31
Мӑнаҫлӑскер, акӑ Эпӗ сана хирӗҫ пыратӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ: санӑн куну, сана хаса парас кун ҫитрӗ.
32
Мӑнаҫлӑскер такӑнӗ те ӳкӗ, ӑна никам та ҫӗклесе тӑратмӗ; унӑн хулисенче вут кӑларӑп та, вӑл пӗтӗм тавралӑха ҫунтарса ярӗ.
33
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израиль ывӑлӗсем, Иуда ывӑлӗсем пекех, пусмӑрта пурӑнаҫҫӗ, тыткӑна илнисем вӗсене хытӑ тытаҫҫӗ, каялла ярасшӑн мар.
34
Анчах вӗсене Хӑтараканӗ хӑватлӑ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа; Вӑл ҫӗре лӑплантарас, Вавилон ҫыннисене хӑратса тӑрас тесе вӗсен ӗҫӗсене татса парӗ.
35
Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр;
36
хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр;
37
хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр;
38
вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.
39
Унта ҫеҫенхирти тискер кайӑксемпе шакалсем пырса вырӑнаҫӗҫ, унта тӑмана пурӑнӗ, анчах ӗмӗр-ӗмӗрне те, сыпӑкран сыпӑка та ҫын пурӑнмӗ.
40
Содомпа Гоморрӑна, вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, кунта пӗр ҫын та пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
41
Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ;
42
вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
43
Вавилон патши вӗсем ҫинчен илтрӗ те — алли усӑнчӗ унӑн; ача ҫуратакан арӑм асапӗ евӗр асап пусрӗ ӑна.
44
Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑхран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?
45
Эппин, Ҫӳлхуҫа Вавилон пирки мӗн палӑртса хунине, Халдея ҫӗрӗ пирки Вӑл мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ.
46
Вавилона ярса илӗҫ, ҫапӑҫу шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, халӑхсем хушшинче кӑшкӑрни илтӗнсе тӑрӗ.
← Chapter 49
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 51 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52
Recommended Reading
Commentary
Jeremiah Commentaries
→
Devotional
Jeremiah Devotional Guide
→
Get This Bible
CHB Study Bible
→