bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 44
Jeremiah 44
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 45 →
1
Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах:
2
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть,
3
ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
4
Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене, пророкӑмсене, ярсах тӑтӑм, «ҫак путсӗр ӗҫе ан тӑвӑр, Эпӗ ӑна кураймастӑп» тесе калама вӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм.
5
Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, усал ӗҫӗсене пӑрахмарӗҫ, ют турӑсене тӗтӗрме чарӑнмарӗҫ.
6
Вара ҫиллӗм тулса ҫитрӗ те вӑл Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче хыпса ҫунчӗ; вӗсем ӗнтӗ ишӗлчӗк купи те пушхир пулса юлчӗҫ.
7
Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе,
8
хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
9
Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?
10
Эсир паян кунччен те чарӑнмарӑр, хӑрамастӑр, Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене кӑтартса панӑ саккунпа, Эпӗ панӑ йӗркесемпе пурӑнмастӑр.
11
Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ,
12
ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
13
Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп,
14
вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.
15
Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ:
16
эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!
17
эпир малашне те хамӑр тупа тунине туса тӑрӑпӑр: ҫӳлти ама турӑ умӗнче тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр — Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче унччен эпир хамӑр та, пирӗн аттесем те, патшасем те, ҫулпуҫсем те ҫапла тӑватчӗҫ. Ҫавӑнпа эпир тутӑччӗ, телейлӗччӗ, инкек-синкек мӗнне пӗлместӗмӗр!
18
Ҫӳлти ама турра тӗтӗрме, ӑна эрех кӳме пӑрахнӑранпа вара эпир пур енӗпе те ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, хӗҫрен те выҫӑран вилетпӗр, тенӗ.
19
Хӗрарӑмсем вара ҫапла каланӑ: ҫӳлти ама турра тӗтӗрнине, ӑна эрех кӳнине эпир упӑшкасене пӗлтермесӗр тӑватпӑр-и вара, унӑн сӑнне ӳкернӗ пашалу пӗҫернине, ӑна эрех кӳнине вӗсенчен вӑрттӑн тӑватпӑр-и? тенӗ.
20
Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ:
21
эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа? Унӑн чӗрине ҫавӑ ларса юлман-и?
22
Ҫӳлхуҫа эсир тунӑ усал та ирсӗр ӗҫсене текех чӑтма пултарайман; ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ҫӗрӗр халӗ хӑвӑр курнӑ пек, пушхир, хӑрушӑ, ылханлӑ, ҫынсӑр пулса юлнӑ.
23
Ҫапла тӗтӗрсе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, Унӑн сӑмахне итлеменшӗн, Унӑн саккунне, Унӑн йӗркисене, Вӑл хушнине уяса пурӑнманшӑн халӗ хӑвӑр куракан хӗн-асап ҫитнӗ те сире, тенӗ.
24
Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр;
25
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
26
Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
27
Эпӗ сире ырӑ кӑтартма мар, пӗтермешкӗн сӑнаса тӑрӑп; Египет ҫӗрӗнчи иудейсем тӗппипех хӗҫпе, выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.
28
Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и.
29
Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
30
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Иудея патшине Седекияна хӑйӗн тӑшманӗн аллине, унӑн чунне шыранӑ Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине, панӑ пек, Эпӗ Египет патшине, Вафрий фараона, хӑйӗн тӑшманӗсен аллине, унӑн чунне шыракансен аллине паратӑп.
← Chapter 43
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 45 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52