bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 22
Jeremiah 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 23 →
1
Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Иудея патшийӗн керменне кай та унта ҫак сӑмаха кала:
2
Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Иудея патши, эсӗ хӑв та, санӑн тарҫусем те, ҫак хапха витӗр кӗрсе ҫӳрекен халӑху та Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр, те.
3
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.
4
Эсир ҫак сӑмаха туса тӑрсассӑн, ҫак кермен хапхи витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан, ҫар урапипе тата ут утланса ҫӳрекен патшасем хӑйсем те, вӗсен тарҫисем те, вӗсен халӑхӗ те кӗрсе ҫӳрӗҫ.
5
Эхер те ҫак сӑмаха итлемесессӗн вара, Хампа тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак кермен ишӗлчӗк купи пулӗ.
6
Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иудея патшийӗн керменӗ ҫинчен ҫапла калать: эсӗ Маншӑн — Галаад пекех, Ливан тӑрри пекех; анчах Эпӗ сана пушхир, хулусене никам пурӑнман вырӑн тӑватӑп,
7
сана хирӗҫ тӑма пӗтермӗшсем хатӗрлерӗм, кашнийӗ хӑйӗн кӑралӗпе пулӗ, вӗсем санӑн чи лайӑх кедр йывӑҫҫисене касса тухӗҫ те вута пӑрахӗҫ.
8
Ҫак хула витӗр тӗрлӗ халӑх иртсе ҫӳрӗ, ҫыннисем пӗрне-пӗри ҫапла калӗҫ: «Ҫӳлхуҫа ҫак аслӑ хулана мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши?» тейӗҫ.
9
Вара ҫапла хуравлӗҫ: «хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри хывнӑ халала пӑснӑшӑн, урӑх турӑсене пуҫҫапса-пӑхӑнса пурӑннӑшӑн ҫапла тунӑ вӗсене» тейӗҫ.
10
Вилнишӗн ан йӗрӗр, ӑна ан хӗрхенӗр; тыткӑна каяканшӑн йӗрӗр, хурланса йӗрӗр: вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнаймӗ, тӑван ҫӗршывне кураймӗ.
11
Иудея патши Иосия ывӑлӗ Саллум ҫинчен — хӑйӗн ашшӗ Иосия хыҫҫӑн патшара ларнӑ, кунтан кайнӑ Саллум ҫинчен — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӑл ӗнтӗ кунта таврӑнаймӗ,
12
вӑл хӑйне тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗртех вилӗ, ҫак ҫӗре урӑх кураймӗ, тет.
13
Хӑйӗн ҫуртне ултавпа, ҫӳлти пӳлӗмӗсене саккуна пӑсса тӑвакана, ҫывӑх ҫыннисене ахаль, пӗр тӳлемесӗр ӗҫлеттерекене хуйхӑ ҫитӗ!
14
Вӑл ҫапла калать: «хам валли пысӑк ҫурт лартӑп, ҫӳлти пӳлӗмӗсене те анлӑ тӑвӑп» — ӗнтӗ кантӑк касать, кедр йывӑҫҫипе сӑрса тухать те хӗрлӗ сӑрӑпа сӑрлать.
15
Ара, кедрпа каппайланма патша пуласшӑн-и эсӗ? Санӑн аҫу ҫиетчӗ те, ӗҫетчӗ те, анчах вӑл тӳрӗ сут тӑватчӗ, тӳррине тӑватчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ.
16
Вӑл мӗскӗнсемпе чухӑнсен ӗҫӗсене пӑхса тухатчӗ, ӑна ҫавӑнпа лайӑхчӗ. Мана пӗлни ҫакӑ мар-и-ха? тет Ҫӳлхуҫа.
17
Анчах санӑн куҫу та, чӗрӳ те тупӑш тӑвасси енне ҫеҫ, айӑпсӑр юн юхтарасси, хӗсӗрлесси те пусмӑрласси енне ҫеҫ сулӑннӑ.
18
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Иоаким ҫинчен — Иудея патши, Иосия ывӑлӗ ҫинчен — ҫапла калать: уншӑн: «ах, пиччеҫӗм! ах, аппаҫӑм!» тесе хӳхлемӗҫ. Уншӑн: «ах, хуҫамӑр! ах, унӑн чапӗ!» тесе хӳхлемӗҫ.
19
Ӑна ашака пытарнӑ пек пытарӗҫ: сӗтӗрсе тухӗҫ те Иерусалим хапхинчен аякка кайса пӑрахӗҫ.
20
Пыр, Ливан ҫинче ӗсӗкле, Васан ҫинче макӑр, Аварим ҫинче кӑшкӑр — ӗнтӗ санӑн тусусене пурне те пӗтерсе тӑкнӑ.
21
Эпӗ сана ху тӑнӑҫ пурӑннӑ чухне каларӑм, анчах эсӗ: «итлеместӗп» терӗн. Эсӗ хӑвна ҫамрӑклах ҫапла тыткаларӑн, Ман сӑмахӑма итлемерӗн.
22
Санӑн мӗнпур кӗтӳҫне ҫил вӗҫтерсе кайӗ, тусусем тыткӑна лекӗҫ; ун чухне эсӗ пӗтӗм усал ӗҫӳсемшӗн намӑса юлӑн, мӑшкӑл курӑн.
23
Ливан ҫинче пурӑнаканскер, кедр ҫинче йӑва ҫавӑраканскер! ҫуратакан арӑм асап курнӑ пек асапа лексессӗн, эсӗ еплерех мӗскӗне тӑрса юлӑн!
24
Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп,
25
сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп,
26
сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр;
27
ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.
28
Ҫапла калаҫҫӗ: «ҫак ҫын — Иехония — хисепрен тухнӑ йӗрӗнчӗк ҫын-шим вара? е вӑл никама та кирлӗ мар савӑт-ши? мӗншӗн-ха ӑна, унӑн кил-йышне кӑларса ывӑтнӑ, хӑйсем пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа янӑ?» теҫҫӗ.
29
Эй ҫӗрӗм, ҫӗрӗм, ҫӗрӗм! итле Ҫӳлхуҫа сӑмахне.
30
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак ҫын ҫинчен «вӑл ачасӑр ҫын» тесе ҫырса хурӑр, вӑл ӗмӗрӗпех телейсӗр пулӗ: ӗнтӗ унӑн йӑхӗнчен тухнӑ пӗр ҫын та Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче лараймӗ, Иудея патши пулаймӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52