bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 14
Jeremiah 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 15 →
1
Ҫӳлхуҫа Иеремийӑна ҫумӑрсӑр ҫанталӑк ҫинчен каланӑ сӑмах.
2
Йӗрет Иудея, хапхисем хӑлтӑрканӑ, тӳннӗ, хуп-хура выртаҫҫӗ, Иерусалимра кӑшкӑрса йӗреҫҫӗ.
3
Улпутсем хӑйсен тарҫисене шыв ӑсма яраҫҫӗ; лешӗсем пусӑ патне пыраҫҫӗ те — шыв тупаймаҫҫӗ; пушӑ кӑкшӑмӗпех таврӑнаҫҫӗ; намӑсланса, аптӑраса вӗсем пуҫне хуплаҫҫӗ.
4
Ҫӗр ҫине ҫумӑр ӳкменнипе тӑпра ҫуркаланса пӗтнӗрен ҫӗр ӗҫлекенсем те аптӑранипе пуҫне хуплаҫҫӗ.
5
Айпӑлан та хирте пӑруласа пӑрушӗсене пӑрахса каять, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.
6
Хир ашакӗсем те сӑртлӑ вырӑнсенче тӑраҫҫӗ, шакал пек хӑйӑлтатаҫҫӗ; куҫӗсем тӗксӗмленсе ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн курӑк ҫук.
7
Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
8
Эй Израиль шанчӑкӗ, хуйхӑ-суйхӑ вӑхӑтӗнче ӑна Ҫӑлаканӗ! Мӗншӗн-ха ҫак ҫӗр ҫинче Эсӗ ютран килнӗ ҫын пек, ҫӗр каҫма кӗнӗ иртен-ҫӳрен пек?
9
Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.
10
Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх ҫинчен ҫапла калать: вӗсем ҫӗтсе-аташса ҫӳреме юратрӗҫ, хӑйсен урине хӗрхенмерӗҫ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑншӑн кӑмӑлламасть, йӗркесӗр ӗҫӗсене астутарать те ҫылӑхӗсемшӗн хаса парать.
11
Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: ҫак халӑхшӑн ырӑлӑх ыйтса ан кӗлту.
12
Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.
13
Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! акӑ пророксем вӗсене: «хӗҫ курмӑр, выҫлӑх та пулмӗ сирӗн, ҫак вырӑнта сире яланлӑхах тӑнӑҫлӑх парӑп» тееҫҫӗ, терӗм.
14
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пророксем малашнехи ҫинчен Ман ятӑмпа суйса калаҫҫӗ; Эпӗ вара вӗсене яман та, хушман та, каламан та; вӗсем сире суя курӑннине, юмланине, ниме тӑманнине, хӑйсем шухӑшласа кӑларнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
15
Ҫавӑнпа пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Ман ятӑмпа вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, Эпӗ вара вӗсене яман; вӗсем: «ҫак ҫӗр ҫинче хӗҫпе выҫлӑх пулмӗ» теҫҫӗ; ҫав пророксем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ;
16
вӗсем вӗрентнӗ ҫынсем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ, Иерусалим урамӗсенче сапаланса выртӗҫ, вӗсене, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене пытаракан та пулмӗ; Эпӗ вӗсем ҫине хӑйсен усаллӑхне ярӑп.
17
Ҫак сӑмаха кала вӗсене: куҫӑмран ирӗн-каҫӑн пӗр чарӑнмасӑр куҫҫулӗ юхтӑр: ӗнтӗ ман халӑхӑмӑн хӗрӗ хӑрушла суранланнипе, сусӑрланнипе асапланать.
18
Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.
19
Иудӑна пӑрахмаллипех пӑрахнӑ-им Эсӗ? Сион Сана йӗрӗнтерсех ҫитернӗ-им? Мӗншӗн пире сывалайми хӗне ӳкертӗн? Тӑнӑҫлӑх кӗтрӗмӗр — ним ырри те ҫук; сываласса шантӑмӑр — сехмет ҫитрӗ!
20
Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑрӑн тӳрӗ мар ӗҫӗмӗрсене, аттемӗрсен йӗркесӗрлӗхне пӗлетпӗр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.
21
Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.
22
Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем хушшинче ҫумӑр пултараканни пур-и? е пӗлӗт хӑй тӗллӗнех ҫумӑр пама пултарать-и? Ара, пирӗн Турӑ Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, мар-и? Эпир Сана шанатпӑр: ҫакна пурне те Эсӗ тӑватӑн.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52