bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 51
Jeremiah 51
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 50
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 52 →
1
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Вавилон ҫине, халдейсем ҫине тӗп тӑвакан ҫил ярӑп.
2
Вавилон ҫине сӑвӑракансем ярӑп та — вӗсем ӑна сӑвӑрӗҫ, унӑн ҫӗрне пушатса хӑварӗҫ; хӗн-асап кунӗнче ӑна пур енчен те тапӑнӗҫ.
3
Ӗнтӗ тӗкӗрҫӗ ӑна уххипе тӗллетӗр, вӑрҫӑ тумтирне тӑхӑнтӑр; унӑн яш ачисене ан хӗрхенӗр, унӑн пӗтӗм ҫарне пӗтерсе тӑкӑр.
4
Аманнисем Халдея ҫӗрӗнче, чиксе пӑрахнисем Вавилон урамӗсенче выртчӑр.
5
Израильпе Иудӑна хӑйсенӗн Турри, Саваоф Ҫӳлхуҫа, тӑлӑх арӑм пек тӑратса хӑварман, ҫӗрӗ Израиль Святойӗ умӗнче ҫылӑхпа тулса ларнӑ пулин те, Вӑл вӗсене пӑрахман.
6
Вавилонӑн усал ӗҫӗсемшӗн пӗтес мар тесессӗн, тарӑр унтан, чунӑра ҫӑлса хӑварӑр: Ҫӳлхуҫа тавӑрас вӑхӑт ҫитрӗ, Вӑл ӑна тивӗҫлипе тавӑрать.
7
Вавилон Ҫӳлхуҫа аллинчи ылтӑн курка — пӗтӗм ҫӗре ӳсӗртекен курка — пулнӑ; халӑхсем ҫав куркаран эрех ӗҫнӗ, халӑхсем вара ухмаха тухнӑ.
8
Вавилон кӗтмен ҫӗртен ӳксе арканчӗ; хӳхлӗр уншӑн, суранӗ валли сиплӗ им-ҫам илӗр — тен, вӑл сывалӗ.
9
Эпир Вавилона имлерӗмӗр, анчах вӑл сывалмарӗ; пӑрахӑр ӑна, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне каяр, ун ҫине хунӑ айӑплав тӳпенех ҫитнӗ, пӗлӗте ҫитиех ҫӗкленнӗ.
10
Ҫӳлхуҫа пирӗн тӗрӗслӗхе тӳрре кӑларчӗ; каяр та Сионра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ӗҫне пӗлтерер.
11
Ҫӗмренӗрсене хӑйрӑр, йӗннӗрсене тултарӑр! Ҫӳлхуҫа Миди патшисен чун хавалне хускатса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Вавилона хирӗҫ тӑма шухӑшласа хунӑ — Вӑл ӑна пӗтересшӗн; ку вӑл Ҫӳлхуҫа тавӑрни, Хӑйӗн Ҫурчӗшӗн тавӑрни пулать.
12
Вавилон хӳмине хирӗҫ ялав ҫӗклӗр, тимлӗ сыхласа тӑрӑр, хурал лартса тухӑр, пытанса тӑма хатӗрленӗр: Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн шухӑшланине, Вавилон ҫыннисем пирки мӗн каланине тӑватех.
13
Эй аслӑ шывсем хӗрринче пурӑнакан, тулӑх мулпа ырӑ куракан! санӑн пӗтес куну ҫитрӗ, ӗмӗтсӗрлӗхӳ вӗҫленчӗ.
14
Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнпе Хӑй тупа турӗ: чӑн калатӑп, кунта хӗрлӗ шӑрчӑк пек йышлӑ халӑх килсе тулӗ, вӗсен ҫӗнтерӳллӗ шавӗ янӑраса тӑрӗ.
15
Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.
16
Сасӑ парать те Вӑл — тӳпере шывсем шавлаҫҫӗ, Вӑл ҫӗр хӗрринчен пӗлӗтсем хӑпартать, ҫумӑр витӗр ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
17
Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
18
Ку вӑл — ниме тӑман, аташса тунӑ ӗҫ; Вӑл килсе пӑхнӑ чухне вӗсем ҫухалӗҫ.
19
Иаков Турри — ун пек мар: Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Израиль — Унӑн халӑхӗ, Унӑн еткерлӗхӗ, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
20
Эсӗ — Манӑн ҫапкӑч, ҫар кӑралӗ; Эпӗ санпала халӑхсене ҫӗнтертӗм, санпала патшалӑхсене пӗтертӗм;
21
санпала утне те, юланутҫине те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫар урапине те, унӑн лавҫине те ҫапса ӳкертӗм;
22
санпала упӑшкипе арӑмне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ваттипе ҫамрӑккине те ҫапса ӳкертӗм, санпала каччӑпа хӗре те ҫапса ӳкертӗм;
23
санпала кӗтӳҫӗпе унӑн кӗтӗвне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр ӗҫлекенпе унӑн ӗҫ выльӑхне те ҫапса ӳкертӗм, санпала ҫӗр пуҫлӑхӗсене те, хула пуҫлӑхӗсене те ҫапса ӳкертӗм.
24
Вавилона, Халдея ҫыннисене пурне те вӗсем Сион ҫинче сирӗн куҫӑр умӗнче тунӑ усал ӗҫсемшӗн тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
25
Эй тӗп тӑвакан сӑрт-ту, Эпӗ сана хирӗҫ ҫӗклентӗм! тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ пӗтӗм ҫӗре тӗп тӑваттӑн, халӗ акӑ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та — сана чул хысакӗ ҫинчен туртса ӳкерӗп те ҫунса-ӗнсе кайнӑ сӑрт туса хӑварӑп.
26
Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
27
Пур ҫӗрте те ялав ҫӗклӗр, халӑхсем хушшинче трупа кӑшкӑртӑр, халӑхсене Вавилонпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрлӗр, ӑна хирӗҫ кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалӑхӗсене чӗнсе илӗр, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма ҫулпуҫ лартӑр, учӗ-урхамахӗ хӗрлӗ шӑрчӑк чухлӗ пултӑр.
28
Вавилона хирӗҫ ҫапӑҫма халӑхсене хатӗрлӗр, Миди патшисене, ҫав ҫӗрӗн пуҫлӑхӗсене, унти хуласен пуҫлӑхӗсене, ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм ҫӗре хатӗрлӗр.
29
Ҫӗр чӗтренсе кисренет: Ҫӳлхуҫа Вавилон ҫӗрне пушхир тума, ҫынсӑр хӑварма шутласа хуни вырӑна килет.
30
Вавилон ҫарҫисем ҫапӑҫма пӑрахрӗҫ, хӑйсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсенче лараҫҫӗ; вӗсен вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ, хӗрарӑмсем пек пулса тӑнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ҫунтарса янӑ, сӑлӑпӗсене ҫапса салатнӑ.
31
Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ,
32
каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.
33
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон хӗрӗ — таптаса пусаракан йӗтем пек; кӑшт-кӑштахран уншӑн вырас вӑхӑт ҫитӗ.
34
Вавилон патши Навуходоносор мана ҫирӗ, кӑшларӗ; манран пушӑ савӑт турӗ; мана аҫтаха пек ҫӑтрӗ; мана ҫие-ҫие киленчӗ; хырӑмне тултарчӗ те — мана кӑларса пӑрахрӗ.
35
Сион хӗрӗ: «мана кӑтартнӑ асаппа мӑшкӑл Вавилона ҫиттӗр» тейӗ, Иерусалим: «манӑн юнӑм — Халдея ҫыннисем ҫинче» тейӗ.
36
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн хутна кӗрӗп, саншӑн тавӑрӑп, унӑн тинӗсне типпе хӑварӑп, ҫӑлкуҫне шывсӑр хӑварӑп.
37
Вавилон вара ишӗлчӗк купи, шакал пурӑнмалли вырӑн, сехре хӑпартмӑш та тӗнче кулли пулӗ, унта ҫын та пурӑнмӗ.
38
Вӗсем пурте арӑслан пек ӳхӗрсе, арӑслан ҫури пек уласа ярӗҫ.
39
Ӑшша пиҫӗҫ те — ӗҫтерӗп, ӗҫтерсе ӳсӗртӗп, вӗсем савӑнӗҫ-хавасланӗҫ те — ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ; вӑранаймӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
40
Вӗсене пусмалли путексене, сурӑх такисемпе качака такисене илсе кайнӑ пек илсе кайӑп.
41
Ах, Вавилона ярса илнӗ, пӗтӗм ҫӗрӗн мухтавне парӑнтарнӑ! Вавилон ӗнтӗ халӑхсем хушшинче сехре хӑпартмӑш пулса тӑнӑ!
42
Вавилон ҫине тинӗс килсе капланчӗ; шавлӑ хумсем Вавилона хупларӗҫ.
43
Унӑн хулисем сехре хӑппи пулса юлчӗҫ, вӑл типӗ ҫӗр, пушхир, ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑчӗ, ун тӗлӗпе этем ывӑлӗ ҫӳремест.
44
Вавилонра акӑ Бела пырса пӑхӑп, ун ҫӑварӗнчен хӑй ҫӑтса янине туртса кӑларӑп, халӑхсем текех ун патне ҫӳремӗҫ, Вавилон хӳми те ишӗлсе анӗ.
45
Эй халӑхӑм, унтан кайӑр! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫиллинчен пурӑнӑҫӑра ҫӑлса хӑварӑр!
46
Сирӗн чӗрӗр ан шиклентӗр, ҫӗр ҫинче сарӑлакан сас-хураран ан хӑрӑр; пӗр ҫулӗнче хыпар килет, тепӗр ҫулӗнче те — хыпар: «ҫӗр ҫинче — пусмӑр, пӗр патша — тепӗр патшана хирӗҫ!»
47
Ҫавӑнпа та Эпӗ Вавилон йӗрӗхӗсене айӑплас кунсем ҫитеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ намӑса юлӗ, урамӗсенче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
48
Тӳпепе ҫӗр, вӗсем ҫинче мӗн пурри хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗртен Вавилона тустаракансем килеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
49
Вавилон Израилӗн аманнӑ ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ пек, Вавилонра та ҫӗршывӑн мӗнпур ҫыннине вӗлерсе тухӗҫ.
50
Хӗҫрен хӑтӑлнисем, кайӑр, чарӑнса ан тӑрӑр, инҫетри ҫӗршывра Ҫӳлхуҫана аса илӗр, Иерусалим сирӗн чӗрӗрте пултӑр.
51
Хамӑра хӑртнине илтнӗ чухне пире намӑсчӗ; ют ҫӗр ҫыннисем Ҫӳлхуҫанӑн таса Ҫуртне кӗрсессӗн, пире мӑшкӑл хупланӑччӗ.
52
Ҫавӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ унӑн йӗрӗхӗсене айӑплас кун ҫывӑхарать, тет Ҫӳлхуҫа, ун чухне унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
53
Вавилон тӳпене ҫити ҫӗкленес пулсан та, тӗрекне ҫӳллӗ вырӑнта ҫирӗплетсе лартас пулсан та, Ман ирӗкӗмпе ун патне тустаруҫӑсем пырӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
54
Вавилон енчен йӗни, макӑрни илтӗнет, Халдея ҫӗрӗнчен аркану кӗрлевӗ килсе ҫапать —
55
Ҫӳлхуҫа Вавилона ҫапла тустарать, унӑн мӑнаҫлӑ сассине ҫапла путарать. Хумсем кӗрлеҫҫӗ, кӑра шывсем шавлаҫҫӗ, вӗсен хӑватлӑ сасси инҫетре илтӗнет:
56
Вавилон ҫине тустаруҫӑ килет, унӑн ҫарҫисене тыткӑна илсе кайӗҫ, вӗсенӗн уххисене аркатӗҫ: Ҫӳлхуҫа, тавӑру Турри, тивӗҫлипе тавӑрӗ.
57
Унӑн улпучӗсемпе ӑсчахӗсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсемпе хула пуҫлӑхӗсене, ҫарҫисене ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗп, вӗсем ӗмӗрхи ыйхӑпа ҫывӑрса кайӗҫ те вӑранаймӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа.
58
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Вавилонӑн хулӑн хӳмисем тӗппипех ишӗлсе пӗтӗҫ, унӑн ҫӳллӗ хапхисем вутра ҫунса кайӗҫ; халӑхсем кӑлӑхах ӗҫленӗ эппин, йӑхсем хӑйсене вут-ҫулӑмшӑн асаплантарнӑ.
59
Иеремия пророк Сераияна — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — ӳкӗтлесе каланӑ сӑмах, ӑна вӑл Сераия, патша канӑвӗн пуҫлӑхӗ, тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларакан Иудея патшипе Седекияпа пӗрле Вавилона тухса кайнӑ чухне каланӑ.
60
Иеремия Вавилон ҫине килмелли пӗтӗм хӗн-хура пӗр уйрӑм хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ, унта вӑл ҫакӑнта Вавилон ҫинчен мӗн ҫырнине пурне те кӑтартнӑ.
61
Иеремия Сераияна ҫапла каланӑ: Вавилона ҫитсессӗн асту, ҫак сӑмахсене пурне те вуласа пар та
62
ҫапла кала: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ҫак ҫӗр ҫинчен ӑна пӗр ҫын, пӗр выльӑх юлмиччен, вӑл ӗмӗрлӗхе пушхир пулса тӑриччен пӗтеретӗп тесе малтанах каласа хунӑ» те.
63
Ҫак хут чӗркемне вуласа пӗтерсен, ун ҫумне чул ҫых та ӑна Евфрат варрине ывӑт,
64
вара ҫапла кала: «Вавилон та ҫакӑн пекех путӗ, вӑл Эпӗ яракан хӗн-хуртан ҫӗкленеймӗ, вӗсем пачах халсӑрланса юлӗҫ» те. Иеремия сӑмахӗсем ҫакӑнта вӗҫленеҫҫӗ.
← Chapter 50
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 52 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52