bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 8
Jeremiah 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 9 →
1
Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ;
2
вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.
3
Ҫак усал йӑхран чӗрӗ юлнисемшӗн вилӗм пурӑнӑҫран лайӑхрах пулӗ; Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярсассӑн та ҫавӑн пек пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
4
Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӳксессӗн тӑмаҫҫӗ-им вара, ҫултан аташсассӑн каялла таврӑнмаҫҫӗ-им?
5
Мӗншӗн-ха ҫак халӑх аташать? мӗншӗн-ха Иерусалим ӗмӗрӗпех аташать? вӗсем ултава хытӑ шанаҫҫӗ — Ман енне ҫаврӑнасшӑн мар.
6
Эпӗ сӑнаса тӑрсах итлерӗм: вӗсем тӳррине каламаҫҫӗ, хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн пӗри те ӳкӗнмест, никам та: «мӗн туса хутӑм-ха эпӗ?» тесе каламасть; вӑрҫӑ хирӗнче талпӑнакан ут пек, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе чупать.
7
Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет, улатӑпа та, чӗкеҫ те, тӑрна та хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ; Манӑн халӑхӑм вара Ҫӳлхуҫа саккунне пӗлмест.
8
«Эпир ӑслӑ, пирӗн Турӑ панӑ саккун пур» тесе мӗнле калаятӑр-ха эсир? Кӗнекеҫӗсен суя калемӗ суя-ултавах ҫырать.
9
Ӑсчахсем намӑса юлчӗҫ, сехӗрленсе ӳкрӗҫ, танатана ҫакланчӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне йышӑнмарӗҫ — ӑҫта-ха вӗсен ӑсӗ?
10
Ҫавӑншӑн вӗсен арӑмӗсене урӑххисене, вӗсен хирӗсене ытти хуҫасене парӑп; ӗнтӗ вӗсем, кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах, мулшӑн ҫунаҫҫӗ; пророкран пуҫласа священник таранах — пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.
11
Ман халӑхӑм хӗрӗн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.
12
Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те. Ҫавӑншӑн вӗсем ҫылӑхлисем хушшине тӑрӑнса анӗҫ; Эпӗ пырса пӑхнӑ чухне пурте тӑкӑнса пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
13
Вӗсене ним юлмиччен ҫаратса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, иҫӗм пултранки ҫинче пӗр ҫырла та, смоква йывӑҫӗ ҫинче пӗр смоква та юлмӗ, ҫулҫисем шанса кайӗҫ, Эпӗ мӗн панине пурне те туртса илӗҫ.
14
«Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».
15
Тӑнӑҫлӑх кӗтрӗмӗр — ним ырри те ҫук, сываласса шантӑмӑр — сехмет ҫитрӗ.
16
Дан енчен тӑшман учӗсем тулхӑрни илтӗнет, ӑйӑрӗсем хыттӑн кӗҫеннӗрен пӗтӗм ҫӗр чӗтрет; килӗҫ те — ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулапа унта пурӑнакансене пӗтерсе тӑкӗҫ.
17
Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине ҫӗленсем — ӑрӑмласа та ҫӗнтерейми наркӑмӑшлӑ хура ҫӗленсем — ярӑп, вӗсем сире сӑхса суранлатса пӗтерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
18
Савӑнӑҫӑм ҫухалчӗ, ман ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анчӗ, чӗрем халран кайрӗ.
19
Акӑ инҫетри ҫӗршывран халӑхӑмӑн хӗрӗ йӗрсе йӑлӑннине илтетӗп: «Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫук-им вара? унта Патша ҫук-им вара?» Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсемпе — ют ҫӗр йӗрӗхӗсемпе, ниме тӑманскерсемпе — Мана ҫиллентерчӗҫ?
20
Ӗҫҫи вӗҫленчӗ, ҫу кунӗсем иртсе кайрӗҫ, эпир вара ҫӑлӑнайман-ха.
21
Халӑхӑм хӗрӗн хурлӑхӗ пирки хурланатӑп эпӗ, салхуллӑ ҫӳретӗп, хӑрушлӑх ҫавӑрса илчӗ мана.
22
Галаадра бальзам ҫук-шим вара? сиплевҫӗ ҫук-шим унта? Халӑхӑмӑн хӗрне мӗншӗн-ха сыватаймаҫҫӗ?
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52