bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 17
Jeremiah 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 18 →
1
Иуда ҫылӑхне тимӗр каскӑчпа, вутчуль ҫивӗчӗшӗпе вӗсен чӗри ҫине тата вӗсен чӳк парни вырӑнӗсен мӑйракисем ҫине ҫырса хунӑ.
2
Вӗсен ывӑлӗсем хӑйсен чӳк парни вырӑнӗсене тата ешӗл йывӑҫсем айӗнчи, ҫӳллӗ сӑртсем ҫинчи, хирти тусем ҫинчи йӗрӗхӗсене асрах тытаҫҫӗ.
3
Хӑвӑн йӗрӗхӳсемшӗн, пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, пӗтӗм мулна ҫаратса пӗтерме парӑп.
4
Эпӗ сана еткерлӗхе панине эсӗ хӑвна пула ҫухатӑн, сана хӑв пӗлмен ҫӗршыва ярӑп, тӑшманусен чури тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсир Ман ҫиллӗмӗн ҫулӑмне чӗртсе ятӑр; ҫав вут-ҫулӑм ӗмӗр-ӗмӗрех ҫунса тӑрӗ.
5
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: этеме шанакан, ӳте хӑйӗн тӗрекӗ тӑвакан, хӑйӗн чӗрине Ҫӳлхуҫаран уйӑракан этем ылханлӑ.
6
Вӑл пушхирти йӗплӗ тӗмӗ пек пулӗ, вӑл ыррине кураймӗ, чуллӑ пушхире, ҫын пурӑнман тӑварак ҫӗр ҫине вырӑнаҫӗ.
7
Ҫӳлхуҫана ӗненекен, Ҫӳлхуҫана шанакан ҫын пиллӗхлӗ.
8
Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть.
9
Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна?
10
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, пурне те хӑйӗн ҫул-йӗрне кура, ӗҫӗсен ҫимӗҫне кура тавӑрса памашкӑн этем чӗрине тӗрӗслетӗп, унӑн чунне сӑнатӑп.
11
Хир чӑххи хӑй туман ҫӑмартасем ҫине ларать; пуянлӑхне ултавпа туянакан та ҫавнашкал: вӑл кунҫулӗн ҫурринче пуянлӑхне ҫухатӗ, юлашки кунӗсенче ухмаха тӑрса юлӗ.
12
Пуҫламӑшӗнчех ҫӳле ҫӗкленнӗ патша пуканӗ — эпир тасалмалли вырӑн.
13
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Израиль шанчӑкӗ; Сана пӑрахнӑ ҫынсем пурте намӑса юлӗҫ. «Мана пӑрахса каякансем тусан ҫинче ҫырӑнса юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, чӗрӗлӗх Ҫӑлкуҫне, пӑрахрӗҫ».
14
Эй Ҫӳлхуҫа, сыватсам мана — эпӗ сывалӑп; ҫӑлсам мана — эпӗ ҫӑлӑнӑп; эпӗ Сана мухтатӑп!
15
Акӑ вӗсем мана: «ӑҫта-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ? ӗнтӗ пурӑнӑҫлантӑр вӑл!» тееҫҫӗ.
16
Эпӗ Санӑн кӗтӳҫӳ пулма васкамарӑм, хӗн-хур кунӗ сунмарӑм — Эсӗ ҫавна пӗлсе тӑратӑн; чӗлхем калакан сӑмах — яланах Санӑн умӑнта.
17
Маншӑн хӑрушӑ ан пул, Эсӗ — хӗн-асап кунӗнче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм.
18
Мана хӗсӗрлекенсем намӑсланччӑр, эпӗ вара намӑс курам мар; вӗсем чӗтресе тӑччӑр, эпӗ чӗтрем мар; вӗсем ҫине инкек кунӗ яр та вӗсене пӗтермеллипех пӗтер.
19
Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: тӗп хапха патне кай — вӑл хапхаран Иудея патшисем кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ, Иерусалимӑн пур хапхи патне те кай,
20
вӗсене ҫапла кала: Иудея патшисем, мӗнпур Иудея, Иерусалимра пурӑнакансем, ҫак хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳрекенсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.
21
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: чӗрӗ юлас тесессӗн, шӑматкун ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, Иерусалим хапхисем витӗр йӑтса ан кӗрӗр,
22
шӑматкун хӑвӑр ҫуртӑртан ҫӗклем йӑтса ан тухӑр, шӑматкун нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, шӑматкуна Эпӗ сирӗн аҫӑрсене хушнӑ пек тасалӑх тивлечӗ кӳрсе тӑрӑр,
23
анчах аҫӑрсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ, чурӑс пулчӗҫ. Вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнмарӗҫ.
24
Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа,
25
ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
26
Кунта вара Иудея хулисенчен те, Иерусалим таврашӗнчен те, Вениамин ҫӗрӗнчен те, тӳрем вырӑнсенчен те, тусем ҫинчен те, кӑнтӑртан та килсе ҫӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе ытти парнесем, тырӑ-пулӑ парни, ливан тата тав парни илсе килӗҫ.
27
Эхер те эсир Эпӗ сире «шӑматкуна уяса тӑрӑр, шӑматкун Иерусалим хапхисем витӗр кӗрсе ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр» тенине итлемесессӗн, унӑн хапхисенче вут-ҫулӑм чӗртсе ярӑп та, вӑл Иерусалим керменӗсене ҫунтарса ярӗ, пӗр сӳнмесӗр ҫунӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52