bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 38
Jeremiah 38
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 39 →
1
Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ:
2
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.
3
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хула пурӗпӗрех Вавилон патши ҫарӗн аллине лекӗ, вӑл ӑна туртса илӗ, тет.
4
Пуҫлӑхсем вара патшана каланӑ: ку ҫынна вӗлерес пулать — вӑл, ҫакӑн пек сӑмахсем каласа, ҫак хулара юлнӑ ҫар ҫыннисене тата пӗтӗм халӑха хавшатать; ку ҫын ҫак халӑха ырӑ сунмасть, усал сунать, тенӗ.
5
Седекия патша ҫапла каланӑ: вӑл — сирӗн аллӑрта, патша сирӗн кӑмӑлӑра хирӗҫ нимӗн те тӑваймасть, тенӗ.
6
Вара Иеремийӑна ярса тытнӑ та патша ывӑлӗн Малхийӑн хурал картишӗнчи шыв тытмалли шӑтӑка янӑ, Иеремийӑна унта вӗрен вӗҫҫӗн антарнӑ; ҫав шӑтӑкра шыв пулман, пылчӑк анчах пулнӑ, Иеремия пылчӑк ӑшне путсах ларнӑ.
7
Авдемелех — эфиоп, патша керменӗнчи хайран — Иеремийӑна шӑтӑка лартни ҫинчен илтнӗ; патша ҫав вӑхӑтра Вениамин хапхи умӗнче ларнӑ.
8
Авдемелех патша керменӗнчен тухнӑ та патшана каланӑ:
9
эй патша хуҫамӑм! ҫак ҫынсем Иеремия пророка шӑтӑка пӑрахса усал ӗҫ турӗҫ; вӑл унта выҫӑ вилет: хулара текех ҫӑкӑр юлмарӗ, тенӗ.
10
Патша вара Авдемелех эфиопа ҫапла хушнӑ: хӑвӑнпа пӗрле ҫакӑнтан вӑтӑр ҫын ил те Иеремия пророка вилсе кайиччен шӑтӑкран туртса кӑлар, тенӗ.
11
Авдемелех хӑйпе пӗрле ҫынсем илнӗ те патша керменӗнчи кӗлете кӗрсе, унтан кивелнӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑк илсе ҫавна вӗрен вӗҫҫӗн Иеремийӑна шӑтӑка антарса панӑ.
12
Авдемелех эфиоп Иеремийӑна ҫапла каланӑ: ҫак кивӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑка хул хушшине, вӗрен айне, майлаштарса хур, тенӗ. Иеремия ҫапла тунӑ.
13
Иеремийӑна вара шӑтӑкран вӗренпе туртса кӑларнӑ; Иеремия хурал картишӗнче юлнӑ.
14
Ҫавӑн хыҫҫӑн Седекия патша Иеремия пророка хӑй патне чӗнтерсе илнӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫҫӗмӗш алӑкӗ патӗнче патша Иеремийӑна каланӑ: эпӗ санран пӗр япала ыйтатӑп; эсӗ манран нимӗн те ан пытар, тенӗ.
15
Иеремия Седекияна каланӑ: эпӗ сана уҫҫӑн каласа парсан, эсӗ мана вӗлерттермӗн-и? эпӗ сана канаш парсан та, эсӗ мана итлемӗн, тенӗ.
16
Седекия патша вара Иеремийӑна вӑрттӑн тупа тунӑ: пире пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана вӗлермӗп, сана чунна шыракансенӗн аллине те памӑп, тенӗ.
17
Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ;
18
эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
19
Седекия патша вара Иеремийӑна ҫапла каланӑ: эпӗ халдейсем енне куҫнӑ иудейсенчен хӑратӑп. Халдейсем мана ҫавсен аллине тытса парсассӑн, вӗсем мана мӑшкӑлласа пӗтерӗҫ, тенӗ.
20
Иеремия каланӑ: тытса памаҫҫӗ; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне — мана каланӑ сӑмаха — итле, сана лайӑх пулӗ, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ.
21
Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек:
22
акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».
23
Санӑн мӗнпур арӑмна, мӗнпур ачуна халдейсем патне илсе кайӗҫ, эсӗ хӑв та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, сана Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вара ҫак хулана вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ямалла тӑвӑн.
24
Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн;
25
эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн,
26
вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
27
Пуҫлӑхсем Иеремия патне пынӑ та унран тӗпчесе ыйтма пуҫланӑ, Иеремия вӗсене патша калама хушнӑ пекех каланӑ, пуҫлӑхсем вара урӑх нимӗн те ыйтман: вӗсем ҫав калаҫу мӗн ҫинчен пулнине пӗлмен-ҫке.
28
Иеремия хурал картишӗнче Иерусалима ярса илес кун ҫитичченех юлнӑ. Ӗнтӗ Иерусалима ярса илнӗ.
← Chapter 37
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 39 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52