bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 26
Jeremiah 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 27 →
1
Иудея патши Иоаким, Иосия ывӑлӗ, патшана ларсассӑн, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулчӗ:
2
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне кӗр те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пуҫҫапма килекен Иудейӑн мӗнпур хулине Эпӗ калама хушнӑ ҫак сӑмахсене кала; пӗр сӑмахне те сиктерсе ан хӑвар.
3
Тен, вӗсем итлӗҫ те хӑйсен усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗҫ, ун чухне вара Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн кӑтартас тенӗ инкеке пӑрахӑҫлӑп.
4
Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн,
5
Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн,
6
Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.
7
Иеремия ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче каланӑ чухне ӑна священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ.
8
Иеремия хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑха мӗн калама хушнине пурне те каласа пӗтерсессӗн, священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх ӑна ярса тытнӑ та ҫапла каланӑ: эсӗ вилме тивӗҫлӗ;
9
мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе пророкла вӗрентсе калатӑн: «ҫак Ҫурт Силом пек пулӗ, ҫак хула пушанса юлӗ, ҫынсӑр тӑрса юлӗ» тетӗн? Вара Турӑ Ҫуртӗнче Иеремийӑна пӗтӗм халӑх хупӑрласа илнӗ.
10
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудея пуҫлӑхӗсем патша ҫуртӗнчен Турӑ Ҫуртне пынӑ та Турӑ Ҫурчӗн ҫӗнӗ хапхи умне ларнӑ.
11
Ҫавӑн чухне священниксемпе пророксем пуҫлӑхсене тата пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ! вӑл ҫак хулана хирӗҫ пророкла каласа ҫӳрет, ӗнтӗ эсир хӑвӑр хӑлхӑрпа хӑвӑр илтрӗр! тенӗ.
12
Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр;
13
ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ;
14
мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр;
15
ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
16
Пуҫлӑхсемпе пӗтӗм халӑх вара священниксемпе пророксене ҫапла каланӑ: ку ҫынна вӗлерме юрамасть — вӑл пирӗнпе Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе калаҫрӗ, тенӗ.
17
Ҫӗршыври аслӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри тӑнӑ та пӗтӗм халӑх пухӑвне ҫапла каланӑ:
18
Иудея патши Езекия вӑхӑтӗнче Морасфа ҫынни Михей пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, Иудея халӑхне пӗлтерсе: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тенӗ: Сиона хир пек сухаласа тӑкӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫурт ларакан ту вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.
19
Ара, ҫавӑншӑн Езекия патшапа Иудея халӑхӗ вӗлернӗччӗ-и ӑна? Патша Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкменччӗ-и-ха, Ҫӳлхуҫана тархасламанччӗ-и? Ҫӳлхуҫа вара шухӑшне улӑштарнӑ, вӗсене пӗлтерсе хунӑ инкекне чарса лартнӑ; эпир хамӑра ҫав тӗрлӗ усал тӑвас тетпӗр-и? тенӗ.
20
Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата Кариаф-Иарим ҫынни — Шемаия ывӑлӗ, Урия текенскер — пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ: ҫак хулана, ҫак ҫӗре малашне мӗн пуласси ҫинчен вӑл шӑпах Иеремия пек каланӑ.
21
Унӑн сӑмахӗсене Иоаким патша, унӑн улпучӗсемпе пуҫлӑхӗсем илтнӗ, патша вара ӑна вӗлерес тесе шыранӑ. Урия ҫакна илтнӗ те хӑраса ӳксе Египета тухса тарнӑ.
22
Анчах Иоаким патша Египета та ҫынсем янӑ — Ахбор ывӑлне Елнафана тата унпа пӗрле ытти ҫынсене янӑ.
23
Урияна Египетран илсе тухнӑ та Иоаким патша патне илсе пынӑ, патша вара ӑна хӗҫпе вӗлернӗ те унӑн виллине ахаль ҫынсен масарӗ патне кайса пӑрахнӑ.
24
Ахикам та — Сафан ывӑлӗ — Иеремия майлӑ пулнӑ, вӑл ӑна халӑх аллине паман, вӗлерттермен.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52