bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 52
Jeremiah 52
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 51
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
1
Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
2
Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ;
3
ҫавӑнпа Иерусалимпа Иудӑна Ҫӳлхуҫа ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйӑрӑлнӑ.
4
Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.
5
Хулана Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.
6
Тӑваттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче, хулара хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланнӑ, ҫимелли пӗтӗмпе пӗтсе ҫитнӗ.
7
Хула хӳмине витӗр шӑтарнӑ та, ҫар ҫыннисем пурте тухса тарнӑ; вӗсем ҫӗрле патша сачӗ ҫумӗнчи икӗ хӳме хушшинчи хапхаран тухса айлӑмри ҫулпа кайнӑ; хула йӗри-тавра халдейсем тӑнӑ.
8
Халдея ҫарӗ патшана хыҫран хӑваланӑ, Седекияна Иерихон айлӑмӗнче хуса ҫитнӗ. Седекиян пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.
9
Патшана ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе пынӑ, ӑна ҫавӑнта Вавилон патши сут тунӑ.
10
Вавилон патши ӗнтӗ Седекия куҫӗ умӗнчех унӑн ывӑлӗсене чиксе пӑрахнӑ, Иудея пуҫлӑхӗсене те Ривлӑра чике-чике вӗлернӗ.
11
Ӗнтӗ Седекиян куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, хӑйне пӑхӑр тӑлӑпа тӑллама хушнӑ; унтан Вавилон патши ӑна Вавилона илсе кайнӑ та вилӗм кунӗ ҫитичченех тӗрмене хупса лартнӑ.
12
Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ,
13
вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
14
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
15
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан хулара тӑрса юлнӑ хӑш-пӗр чухӑнсене, Вавилон патши патне тарнӑ ҫынсене тата чӗрӗ юлнӑ ӑстасене пурне те тыткӑна илсе кайнӑ.
16
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан унта иҫӗм ҫырли пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме чухӑн хура халӑха ҫеҫ хӑварнӑ.
17
Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ.
18
Кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли хурансемпе калаксене те, ҫӗҫӗсемпе алтӑрсене те, кашӑксемпе мӗнпур пӑхӑр савӑта та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ.
19
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле те илсе кайнӑ: тирӗксемпе хыпкӑчсене те, алтӑрсемпе хурансене те, ҫу савӑчӗсене те, тӗтӗркӗчсене те, куркасене те, ылтӑн пулсан — ылтӑнне, кӗмӗл пулсан — кӗмӗлне, пурне те илнӗ;
20
Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, тинӗс айӗнчи сапана — вуникӗ пӑхӑр вӑкӑра — илсе кайнӑ; ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
21
Кашни юпи вунсакӑр чике ҫӳллӗш пулнӑ, ытамласа виҫсессӗн вуникӗ чике пулнӑ; вӗсем хӑвӑл пулнӑ, пӑхӑр хулӑнӑшӗ тӑватӑ пӳрне таран пулнӑ.
22
Юпа тӑрринче пӑхӑртан тунӑ пилӗк чике ҫӳллӗш кӑшӑл пулнӑ; кӑшӑлӗ тавра — нар улмисемпе илемлетнӗ чӗнтӗр, пурне те пӑхӑртан тунӑ; тепӗр юпин тӑрри те ҫавнашкалах пулнӑ, нар улмисем те ҫавнашкалах пулнӑ.
23
Пур енӗпе те — нар улми, тӑхӑрвун ултӑ улма, чӗнтӗр йӗри-тавра пӗтӗмӗшпе ҫӗр улма пулнӑ.
24
Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех аслӑ священника Сераияна, иккӗмӗш священника Цефанияна тата Турӑ Ҫурчӗн уратине сыхлакан виҫӗ хуралҫӑна тыткӑна илсе кайнӑ.
25
Тата вӑл ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ пулнӑ пӗр хайрана, патша умӗнче тӑнӑ ҫичӗ ҫынна, хулара юлнӑскерсене, тата ҫарӑн аслӑ ҫыруҫине, ҫак ҫӗрӗн халӑхне ҫар ӗретне ҫыраканскере, тата ҫӗршыв халӑхӗн хулара тупӑннӑ утмӑл ҫыннине илсе кайнӑ.
26
Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, вӗсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнӑ.
27
Вавилон патши вӗсене пӗтернӗ, вӗсене Емаф ҫӗрӗнчи Ривла хулинче вӗлернӗ. Иудӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайнӑ.
28
Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее;
29
Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ;
30
Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
31
Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан Вавилон патши Евилмеродах, хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иудея патшине Иехонияна ырӑ тунӑ, ӑна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ,
32
вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, ӑна вӑл хӑй патӗнчи, Вавилонри, патшасенчен мала хунӑ;
33
унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, Иехония вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ун патӗнче ӗҫсе-ҫисе тӑнӑ.
34
Пурӑнма мӗн кирлине ӑна кунран-кунах, хӑй виличченех, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, патшаран парса тӑнӑ.
← Chapter 51
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52