bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 13
Jeremiah 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 14 →
1
Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хӑвна валли йӗтӗн пир татӑкӗ туян, ӑна пӗҫҫӳ тавра ҫавӑрса ҫых, анчах ӑна шыва ан хур, терӗ.
2
Эпӗ Ҫӳлхуҫа хушнипе йӗтӗн пир татӑкӗ туянтӑм, ӑна пӗҫҫӗм тавра ҫавӑрса ҫыхрӑм.
3
Тепӗр хутӗнче мана Ҫӳлхуҫаран ҫапла сӑмах пулчӗ:
4
ху туяннӑ пӗҫӗ ҫыххине салт та Евфрат патне кай, ӑна ҫавӑнта ту ҫурӑкне пытарса хур, терӗ.
5
Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Эпӗ кайрӑм та ӑна Евфрат патӗнче пытарса хутӑм.
6
Чылай кун иртсессӗн Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Евфрат патне кай та унтан Эпӗ сана пытарса хума хушнӑ пӗҫӗ ҫыххине ил, терӗ.
7
Эпӗ Евфрат патне кайрӑм, пытарса хунӑ вырӑнтан пӗҫӗ ҫыххине чавса кӑлартӑм та, акӑ — вӑл ҫӗрсех кайнӑ, ниме юрӑхсӑр пулса тӑнӑ.
8
Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:
9
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн мӑнкӑмӑллӑхӗпе Иерусалимӑн шутсӑр пысӑк мӑнкӑмӑллӑхне Эпӗ ҫакӑн пек юрӑхсӑра кӑларӑп.
10
Ах, ҫак усал халӑх — Манӑн сӑмахӑмсене итлемесӗр, хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан, ытти турӑ хыҫҫӑн кайса вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑракан, вӗсене пуҫҫапакан халӑх — ҫак юрӑхсӑра тухнӑ пир таткипе мӗн пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех пулӗ.
11
Ҫав пӗҫӗ ҫыххи ӳт ҫумне тачӑ ҫыпӑҫӑнса тӑнӑ пек, пӗтӗм Израиль килӗпе пӗтӗм Иуда килне те Эпӗ Хам ҫума чӑмӑртарӑм, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Манӑн халӑхӑмпа Манӑн ятӑм, Манӑн мухтавӑмпа чапӑм пулччӑр терӗм, анчах вӗсем итлемерӗҫ.
12
Ҫавӑнпа вӗсене ҫак сӑмаха кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кирек хӑш кӑкшӑма та эрех тултараҫҫӗ. Вӗсем сана калӗҫ: «эпир кирек хӑш кӑкшӑма та эрех тултарнине пӗлместпӗр-им?» тейӗҫ.
13
Эсӗ вара вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур ҫынна ӳсӗртмеллех ӳсӗртӗп те
14
вӗсене, ашшӗсене те, ывӑлӗсене те — пурне те пӗрле — пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнтарса вӗлерсе пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каҫармӑп, ҫырлахмӑп, пӗтернӗ чухне хӗрхенсе тӑмӑп.
15
Итлӗр те тӑна илӗр: мӑнкӑмӑллӑ ан пулӑр — Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.
16
Вӑл халлӗхе сӗмлӗх яман чухне, урӑрсем тӗттӗмлӗх тӑвӗсем ҫинче такӑнман чухне Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, мухтӑр: эсир ҫутӑ килессе кӗтетӗр, анчах Вӑл ҫутта вилӗм ӗмӗлки, сӗм сӗмлӗх туса хурӗ.
17
Эсир ҫакна итлемесессӗн, манӑн чунӑм вӑрттӑн йӗрӗ, сирӗн мӑнаҫлӑхӑршӑн ӗсӗклесе макӑрӗ, вӗри куҫҫульпе йӗрӗ, куҫӑмран вӗҫсӗр куҫҫуль юхӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа кӗтӗвӗ тыткӑна лекрӗ.
18
Патшапа патша амӑшне кала: йӑвашланӑр, аяла анса ларӑр — ӗнтӗ пуҫӑр ҫинчен чап кӑшӑлӗ ӳкрӗ.
19
Кӑнтӑрти хуласене питӗрсе илнӗ, вӗсене уҫакан ҫук; Иуда пӗтӗмпех тыткӑна каять, йӑлтах тыткӑна каять.
20
Иерусалим, куҫна ҫӗклесе пӑх-ха, кур-ха: ҫурҫӗртен килеҫҫӗ! Ӑҫта-ха сана панӑ кӗтӳ, ытарайми кӗтӗвӳ?
21
Эсӗ хӑвах вӗсене хӑвӑн пуҫлӑхусем пулма вӗрентрӗн, ҫавсем ҫитсессӗн мӗн калӑн? Ҫуратакан арӑмӑн асапӗ ҫитмӗ-и сана ун чухне?
22
Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.
23
Эфиоп ҫынни хӑйӗн ӳтне, барс хӑйӗн пӑнчисене улӑштарма пултарать-и? эсир те, усал ӗҫ тума вӗреннӗскерсем, ырӑ ӗҫ тума пултарайӑр-и?
24
Ҫавӑнпа вӗсене пушхир ҫилӗпе ҫӗкленнӗ хывӑх пек вӗҫтерсе салатӑп.
25
Акӑ санӑн шӑпу, Эпӗ уйӑрса панӑ паю, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана мантӑн, ултава шантӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
26
Ҫакӑншӑн кӗпӳ аркине питӳ ҫинех ҫӗклӗп, ан тив, намӑс вырӑну уҫӑлтӑр.
27
Эсӗ епле асӑхнине, ӳтӳ чарусӑррипе кӗҫеннине, хирти сӑртсем ҫинче тунӑ йӗрӗнчӗк те ирсӗр ӗҫӳсене куратӑп. Иерусалим, сана хуйхӑ ҫитӗ! таса мар эсӗ, хӑҫанччен ҫапла пулӑн-ши?
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52