bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 18
Jeremiah 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 19 →
1
Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:
2
эсӗ чӳлмекҫӗ ҫуртне ан, Эпӗ сана унта Хамӑн сӑмахӑмсене каласа пӗлтерӗп.
3
Эпӗ чӳлмекҫӗ патне антӑм, вӑл ҫавӑрмипе ӗҫлетчӗ.
4
Чӳлмекҫӗ тӑвакан тӑм сӑват ун аллинчех саланса кайрӗ; вӑл вара унран урӑх савӑт — хӑй тӑвас тенӗскерне — турӗ.
5
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
6
Эпӗ те сире, Израиль килӗ, ҫак чӳлмекҫӗ тунӑ пекех тӑваймастӑп-и? тет Ҫӳлхуҫа. Израиль килӗ, эсир те Ман аллӑмра — ҫак чӳлмекҫӗ аллинчи тӑм пекех.
7
Хӑш чухне Эпӗ мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «кӑклатӑп, хӗн кӑтартатӑп, пӗтеретӗп ӑна» тетӗп,
8
анчах ҫакна илтнӗ халӑх хӑйӗн усал ӗҫӗсенчен хӑпсассӑн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна усал тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.
9
Хӑш чухне вара мӗнле те пулин халӑх е патшалӑх ҫинчен «ӑна йӗркелесе, тӗреклентерсе ярӑп» тесессӗн,
10
анчах вӑл Ман умӑмра усал ӗҫ тӑвать пулсассӑн е Ман сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ шухӑшӑма улӑштаратӑп: ӑна ырӑлӑх тӑвас тенине пӑрахӑҫлатӑп.
11
Ӗнтӗ Иуда арӗсене, Иерусалим ҫыннисене пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сирӗн валли хӗн-асап хатӗрлетӗп, сире хирӗҫ тӑма шухӑшлатӑп; апла кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр; хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр.
12
Анчах вӗсем: «мӗнех вара? эпир хамӑр шутланӑ пек пурӑнӑпӑр, кашнийӗ хӑйӗн усал чӗри чурӑслӑхӗ хушнине тӑвӗ» теҫҫӗ.
13
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсенчен ыйтӑр-ха, кам та пулин ҫакӑн пеккине илтнӗ-и? Израиль хӗрӗ ытла киревсӗр ӗҫсем туса тултарчӗ.
14
Ливанри ту хысакӗ ҫинче юр ирӗлет-и, ту ҫинчен юхакан сивӗ шывсем типеҫҫӗ-и?
15
Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ,
16
ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.
17
Тӑшман умӗнче вӗсене тухӑҫ ҫилӗ вӗҫтернӗ пек салатса пӗтерӗп; вӗсенӗн хӗн-асаплӑ кунӗнче вӗсем енне питӗмпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑрӑп.
18
Вӗсем каларӗҫ: «килӗр, Иеремийӑна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр — священник вӗрентни те, ӑсчах канашӗ те, пророк сӑмахӗ те ҫухалман-ха; килӗр, ӑна чӗлхепе ҫапса хуҫӑпӑр, унӑн пӗр сӑмахне те итлемӗпӗр» терӗҫ.
19
Эй Ҫӳлхуҫа, тӑнласамччӗ мана, тӑшманӑмсем мӗн каланине илтсемччӗ.
20
Ырӑ тунӑшӑн усалпа тавӑрмалла-и? вӗсем вара манӑн чунӑм валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Асна илсемччӗ: эпӗ Санӑн умӑнта тӑрса вӗсем валли ырӑлӑх ыйтрӑм, вӗсенчен Санӑн ҫиллӳне сирсе ярасшӑн пултӑм.
21
Ӗнтӗ вӗсен ывӑлӗсене выҫлӑх аллине пар, вӗсене хӗҫ айне ту; вӗсен арӑмӗсем ачасӑр, тӑлӑх юлччӑр, вӗсен упӑшкисем вилсе пӗтчӗр, яш ачисем вӑрҫӑра хӗҫрен тӗп пулччӑр.
22
Эсӗ вӗсем ҫине кӗтмен ҫӗртен ҫарсем илсе килнӗ чухне вӗсен ҫурчӗсенчен кӑшкӑрса йӗни илтӗнсе тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана ярса тытасшӑн шӑтӑк алтса хучӗҫ, манӑн ура валли вӑрттӑн таната лартса тухрӗҫ.
23
Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, вӗсенӗн мана вӗлересшӗн тӑвакан кашни каварне пӗлсе тӑратӑн; вӗсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене ан каҫар, Хӑвӑн умӑнти ҫылӑхӗсене ан пӑрахӑҫла; вӗсем Сан умӑнта ҫӗре ӳкчӗр — Хӑвӑн ҫиллӳ килнӗ чухне вӗсене ҫапла ту.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52