bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 6
Jeremiah 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 7 →
1
Эй Вениамин ывӑлӗсем, тарӑр Иерусалим хушшинчен, Фекойӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Бефкаремра вут-ҫулӑмпа паллӑ парӑр: ҫурҫӗр енчен синкер-сехмет килет.
2
Илемлӗ те черчен Сион хӗрне Эпӗ ҫука хӑварӑп.
3
Кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗпе ун патне пырӗҫ, ун тавра чатӑрсем лартса тухӗҫ, вара кашнийӗ хӑйӗн ҫӗрӗнче кӗтсе ҫӳрӗ.
4
Сион хӗрне хирӗҫ вӑрҫа хатӗрленӗр; тӑрӑр, кӑнтӑрла тапранса тухӑпӑр. Шел! кун каҫалла сулӑнать, каҫхи сӗмлӗх сарӑлса килет.
5
Тӑрӑр, эпир ҫӗрле те кайӑпӑр, унӑн керменӗсене тустарса тӑкӑпӑр!
6
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йывӑҫ касӑр та Иерусалима хирӗҫ тӑпрас купалӑр: ҫак хула хасана тивӗҫлӗ, унта — тем тӗрлӗ пусмӑр.
7
Ҫӑлкуҫӗнчен шыв тапса тӑнӑ пек, ҫак хуларан усал ӗҫ палкаса тухать: унта пусмӑрпа вӑрӑ-хурах сасси илтӗнсе тӑрать, Ман куҫӑм умӗнче яланах ӳпкев те суран.
8
Эй Иерусалим, тӑна кӗрсем, Манӑн санран сивӗнес марччӗ, Манӑн сана пушхир, ҫын пурӑнман ҫӗр, туса хӑварас марччӗ.
9
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израиль йӑлкӑмне, иҫӗм ҫырли пек, пӗтӗмпех пуҫтарса кайӗҫ; иҫӗм ҫырли татакан пек, аллуна кунтӑ енне тӑс.
10
Кама калас-ха манӑн, кама итлеме ӳкӗтлес? Вӗсем хӑлхине кастарман та — итлеме пултараймаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, вӗсемшӗн кӑмӑллӑ мар вӑл.
11
Ҫавӑнпа эпӗ Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗпе тулса ларнӑ, ӑна хам ӑшӑмра тытса тӑраймастӑп; ӑна урамри ачасем ҫине те, ҫамрӑксен ушкӑнӗ ҫине те тӑкатӑп; упӑшкипе арӑмне те, кунӗ вӗҫне ҫитнӗ ваттине те илсе кайӗҫ.
12
Ӗнтӗ вӗсен ҫурчӗсем те, вӗсен хирӗсемпе арӑмӗсем те ыттисен аллине куҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ аллӑма ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫине тӑсӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
13
Вӗсем кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах мулшӑн ҫунаҫҫӗ, пророкран пуҫласа священник таранах пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ;
14
Ман халӑхӑмӑн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.
15
Ирсӗр ӗҫсем туса вӑтанаҫҫӗ-и-ха вӗсем? ҫук, пачах та вӑтанмаҫҫӗ, хӗрелмеҫҫӗ те. Ҫавӑншӑн вӗсем ҫылӑхлисем хушшине тӑрӑнса анӗҫ, Эпӗ пырса пӑхнӑ чухне пурте тӑкӑнса пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
16
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсем ҫинче чарӑнӑр та пӑхса илӗр, авалхи ҫулсем ҫинчен ыйтса пӗлӗр те ырӑ ҫул ӑҫтарах — унпала кайӑр, вара хӑвӑр валли канлӗх тупӑр, тет. Анчах вӗсем: «каймастпӑр» терӗҫ.
17
Эпӗ вара трупа сассине илтчӗр тесе сирӗн патӑра хуралҫӑсем тӑратрӑм. Анчах вӗсем: «итлеместпӗр» терӗҫ.
18
Эппин, итлӗр, халӑхсем, вӗсене мӗн пулассине пурте пӗлсе тӑрӑр.
19
Итле, ҫӗр: акӑ Эпӗ ҫак халӑх ҫине синкер-сехмет, хӑйсен каварӗн ҫимӗҫне, илсе килӗп: вӗсем Ман сӑмахӑмсене итлемерӗҫ, Манӑн саккуна тиркерӗҫ.
20
Мана мӗне кирлӗ Савӑран килекен латӑн, инҫетри ҫӗршывран килекен ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш? Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӗрсем Маншӑн юрӑхлӑ мар, ытти парнӗрсем те кӑмӑллӑ мар.
21
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак халӑх умне чӑрмавсем лартӑп та — вӗсенчен такӑнӗҫ: ашшӗсемпе пӗрле ачисем те, кӳршӗпе кӳршӗ те — пурте такӑнса вилсе пӗтӗҫ.
22
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет;
23
ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
24
Эпир вӗсем ҫинчен хыпар илтрӗмӗр те — аллӑмӑр усӑнчӗ, пире хурлӑх ҫитрӗ, ача ҫуратакан арӑмӑн асапӗ пек асап ҫавӑрса илчӗ.
25
Хире ан тухӑр, ҫулсем тӑрӑх ан ҫӳрӗр: пур енче те — тӑшман хӗҫӗ, пур енче те — хӑрушлӑх.
26
Халӑхӑм хӗрӗ! хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, тусан ҫинче йӑвалан; пӗртен-пӗр ывӑлу вилнӗ евӗр хурланса, вӗри куҫҫульпе макӑр; пирӗн ҫине пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтермӗш килет.
27
Вӗсенӗн ҫулне тӗрӗслемешкӗн Эпӗ сана — шӑратаканӗ, халӑхӑма ылтӑн тӑпри турӑм.
28
Вӗсем пурте — тӳрккес те шанчӑксӑр ҫынсем, элекпе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ; вӗсем — пӑхӑр та тимӗр, пурте — пӑсӑлнӑ ҫынсем.
29
Вӗркӗчӗ ҫунса кайрӗ, тӑхлан вутпа шӑранса пӗтрӗ: шӑратаканӗ кӑлӑхах шӑратрӗ, юрӑхсӑрри хӑпмарӗ;
30
пӑрахӑҫ кӗмӗл тесе ят парӗҫ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене пӑрахрӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52