bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 49
Jeremiah 49
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 50 →
1
Аммон халӑхӗ ҫинчен. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн ывӑлсем ҫук-и вара? унӑн еткерлӗх илекенӗ ҫук-и вара? Малхом мӗншӗн-ха Гада туртса илчӗ, унӑн халӑхӗ мӗншӗн Гад хулисенче пурӑнать?
2
Акӑ ӗнтӗ аммонсен хулинче, Раввӑра, ҫапӑҫу шӑв-шавӗ кӗрле пуҫларӗ, тет Ҫӳлхуҫа; вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлӗ, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем вутра ҫунса кайӗҫ, Израиль вара хӑйӗнпе кам хуҫаланнӑ, ҫавсемпе хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
3
Макӑр, Есевон: Гай хули пушанса юлчӗ; кӑшкӑрӑр, Равва хӗрӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ярӑр, ӗсӗклӗр, карта ҫумӗнче чупкалӑр: Малхом хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн улпучӗсемпе тыткӑна каять.
4
Эй ултавлӑ хӗр, мӗн эсӗ айлӑмусемпе мухтанатӑн? Айлӑмусем тӗп пулӗҫ! эсӗ хӑвӑн мулна шанса тӑраттӑн, «ман патӑма кам килӗ?» тееттӗн.
5
Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.
6
Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Аммон ывӑлӗсен шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
7
Эдом ҫинчен. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Феман ҫӗрӗнче текех ӑслӑлӑх ҫук-и вара? ӑслӑ-тӑнлисен канашӗ пӗтрӗ-и вара? вӗсен ӑслӑлӑхӗ иксӗлчӗ-и вара?
8
Эй Дедан ҫыннисем, тарӑр кунтан, ту хушӑкӗсене пытанӑр: Эпӗ Исав ҫине хӗн-асап яратӑп — тавӑру вӑхӑчӗ ҫитрӗ.
9
Сан патна иҫӗм ҫырли татма кӗрес пулсассӑн, ҫавсем пӗр-ик ҫырла та пулин хӑварӗччӗҫ. Эхер те ҫӗрле вӑрӑсем пырас пулсассӑн, вӗсем те хӑйсене кирлӗ таран ҫеҫ вӑрласа кайӗччӗҫ.
10
Эпӗ вара Исава ҫаппа-ҫарамас хӑвариччен ҫаратӑп, унӑн вӑрттӑн вырӑнӗсене уҫӑп та — вӑл пытанса юлаймӗ. Унӑн йӑхӗ те, тӑванӗсем те, кӳршисем те тӗп пулӗҫ; текех вӑл хӑй те пулмӗ.
11
Анчах тӑлӑх ачусене хӑвар, Эпӗ вӗсен пурӑнӑҫне хӳтӗлӗп, тӑлӑх арӑмусем те Мана шанса тӑччӑр.
12
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: куркаран ӗҫме пӳрменнисем те пурпӗрех унтан ӗҫӗҫ, эсӗ вара хаса курмасӑр тӑрса юлас тетӗн-и? Ҫук, эсӗ хаса курмасӑр юлаймӑн, пурпӗрех куркаран ӗҫӗн.
13
Хампа Хам тупа тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Восор хули сехре хӑпартмӑш, тӗнче кулли, пушхир, ҫын ылханӗ пулӗ, ун таврашӗнчи мӗнпур хула та ӗмӗрхи ишӗлчӗк пулса юлӗ.
14
Эпӗ Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗм, хыпарҫӑ та халӑхсене: пуҫтарӑнӑр та ӑна хирӗҫ кайӑр, вӑрҫӑ вӑрҫма ҫӗкленӗр, тесе калама килнӗ.
15
Эпӗ сана халӑхсем хушшинче чи кӗҫӗнни, ҫынсем хушшинче йӗрӗнмелли туса хурӑп.
16
Эсӗ — ту хушӑкӗсенче пурӑнаканӗ, сӑрт тӑррисене йышӑнаканӗ — хӑвӑн хаярлӑхна, чӑрсӑр чӗрӳне шанса тӑнӑ. Эсӗ, ӑмӑрткайӑк пек, ҫӳлте йӑва ҫавӑртӑн, анчах сана унтан та кӑларса ывӑтӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
17
Эдом вара сехре хӑпартмӑш пулӗ; ун тӗлӗпе иртекен кирек кам та унӑн суранӗсене курса хӑранипе шӑхӑрса илӗ.
18
Содомпа Гоморрӑна тата вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, унта та ҫын пурӑнмӗ, унта та этем ывӑлӗ чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
19
Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?
20
Ҫӳлхуҫа Эдом пирки мӗн палӑртса хунине, Феман ҫыннисем пирки мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ!
21
Эдом пӗтет, аркану шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, вӗсем кӑшкӑрни Хӗрлӗ тинӗс патнех ҫитӗ.
22
Акӑ вӑл ӑмӑрткайӑк пек вӗҫсе хӑпарӗ те тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Восор ҫийӗн сарса ярӗ; ҫав кун Идумея паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.
23
Дамаск ҫинчен. Емафпа Арпад хулисем намӑса юлчӗҫ: хурлӑхлӑ хыпар илтсессӗн вӗсем пуҫне усрӗҫ; тинӗс пек пӑлханаҫҫӗ, лӑпланма пултараймаҫҫӗ.
24
Дамаск сехӗрленсе ӳкнӗ — тарма пуҫланӑ; ӗнтӗ сехри хӑпнӑ; вӑл ача ҫуратакан арӑм пек тертленнӗ, ҫапла асапланнӑ.
25
Мухтав хули, савӑнӑҫӑм хули епле сыхланса юлаймарӗ-ха?
26
Унӑн яш ачисем хула урамӗнче вилӗҫ, пӗтӗм ҫар ҫынни ҫав кун вилсе пӗтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
27
Дамаск хӳмине вут хыптарӑп та вӑл Венадад керменӗсене ҫунтарса ярӗ.
28
Кидар ҫинчен, Вавилон патши Навуходоносор пӗтерсе тӑкнӑ Асор патшалӑхӗсем ҫинчен. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑрӑр та Кидара хирӗҫ тухӑр, тухӑҫ ывӑлӗсене ҫаратса хӑварӑр!
29
Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.
30
Эй Асор ҫыннисем, чупӑр, тарӑр хӑвӑртрах, тӗпсӗр шӑтӑксене пытанӑр! тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ Навуходоносор, Вавилон патши, сире хирӗҫ мӗн тумаллине шухӑшласа хунӑ, татса панӑ.
31
Тӑрӑр та тӑнӑҫлӑ, ним шухӑшсӑр пурӑнакан халӑха хирӗҫ кайӑр, тет Ҫӳлхуҫа, унӑн алӑкӗ те, сӑлӑпӗ те ҫук, вӗсем пӗчченшерӗн пурӑнаҫҫӗ.
32
Вӗсенӗн тӗвисем тупӑш пулса тӑрӗҫ, йышлӑ кӗтӗвӗсем тӑшман аллине лекӗҫ; вӗсене, тӑнлав ҫинчи ҫӳҫе кастаракансене, ҫиле май вӗҫтерсе салатӑп, вӗсене пур енчен те вилӗм кӳрӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
33
Асор вара шакалсен йӑви, ӗмӗрлӗх пушхир пулса юлӗ; унта ҫын пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ.
34
Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуҫланӑ вӑхӑтра Елама хирӗҫ пулнӑ сӑмах:
35
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Еламӑн уххине, вӗсенӗн тӗп вӑйне, хуҫса пӑрахӑп.
36
Елам ҫине тӳпен тӑватӑ енчен тӑватӑ ҫил ярӑп та вӗсене ҫав ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вара хӑваласа янӑ Елам ҫыннисем ҫитмен ҫӗршыв та пулмӗ;
37
Елам ҫыннисене хӑйсен тӑшманӗсем умӗнче, хӑйсен чунне шыракансем умӗнче сехӗрленсе тӑмалла тӑвӑп; вӗсем ҫине хӗн-хур, Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, вӗсем хыҫҫӑн пурне те вӗлерсе пӗтеричченех хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа;
38
Еламра Эпӗ Хамӑн аслӑ пуканӑма лартӑп, унти патшапа пуҫлӑхсене пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
39
Ҫапах та пулас кунсенче Елам шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 48
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 50 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52