bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 40
Jeremiah 40
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 41 →
1
Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, сӑнчӑрланӑ Иеремийӑна тыткӑна лекнӗ, Вавилона куҫарса каймалли халӑх хушшинче — Иерусалимпа Иудея ҫыннисем хушшинче — шыраса тупса Рама хулинчен ирӗке кӑларса янӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах.
2
Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ,
3
халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
4
Акӑ сана паян аллуна тӑхӑнтартнӑ сӑнчӑртан хӑтаратӑп: кӑмӑлу пулсан манпа пӗрле Вавилона пыр, эпӗ саншӑн тӑрӑшӑп; манпа пӗрле Вавилона пырас темесессӗн — юлах вара. Акӑ пӗтӗм ҫӗр сан умӑнта: кӑмӑлу ӑҫта туртать, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кай.
5
Кунта юлас тесессӗн Годолия патне — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ патне — кай, ӑна Вавилон патши Иудея хулисен пуҫлӑхӗ туса хучӗ, ӗнтӗ унпа пӗрле халӑх хушшинче юл; е кӑмӑлу ӑҫта туртать, ҫавӑнта кай, тенӗ. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ӑна апат-ҫимӗҫ, парне панӑ та ирӗке янӑ.
6
Иеремия вара Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифа хулине кайнӑ, ун патӗнче, ҫӗршыврах хӑварнӑ халӑх хушшинче пурӑннӑ.
7
Ҫар пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пушхире тарса пытаннӑскерсем, Вавилон патши Ахикам ывӑлне Годолийӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне лартнине, ӑна Вавилона куҫарса кайман арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасене — ҫӗршыври чи чухӑн ҫынсене — шанса панине пӗлнӗ ӗнтӗ.
8
Вара Годолия патне Массифа хулине хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле Нафания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗсем Иоананпа Ионафан, Фанасмеф ывӑлӗ Сераия, Нетофафа хулинчен Офи ывӑлӗсем тата Махафа ывӑлӗ Иезония ҫитнӗ.
9
Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ;
10
эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
11
Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ;
12
вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
13
Ҫав хушӑра Карей ывӑлӗ Иоанан тата пушхире пытаннӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Годолия патне Массифа хулине пынӑ та
14
ӑна каланӑ: эсӗ Аммон ывӑлӗсенӗн патши Ваалис кунта Исмаила, Нафания ывӑлне, сана вӗлерме янине пӗлетӗн-и? тенӗ. Анчах Ахикам ывӑлӗ Годолия вӗсене ӗненмен.
15
Вара Иоанан, Карей ывӑлӗ, Массифа хулинче Годолийӑна вӑрттӑн каланӑ: ирӗк пар мана, эпӗ Нафания ывӑлне Исмаила кайса вӗлеретӗп, ҫавна никам та пӗлмӗ; мӗншӗн-ха вӑл сана вӗлерессе кӗтсе тӑмалла, мӗншӗн-ха сан патна пухӑннӑ иудейсене саланса кайма, Иудӑн юлашки йышне пӗтме памалла? тенӗ.
16
Анчах Годолия — Ахикам ывӑлӗ — Карей ывӑлне Иоанана ҫапла каланӑ: ун пек ан ту, Исмаил пирки эсӗ тӗрӗс мар калатӑн, тенӗ.
← Chapter 39
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 41 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52