bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 27
Jeremiah 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 28 →
1
Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ:
2
Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт;
3
ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар;
4
элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр:
5
Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
6
Халӗ Эпӗ ҫак мӗнпур ҫӗре Навуходоносора — Вавилон патшине, Хамӑн чурана — паратӑп, хирти тискер кайӑксене те ӑна пӑхӑнтарӑп.
7
Унӑн ҫӗрӗн тата унӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен ӑна, унӑн ывӑлне, ывӑлӗн ывӑлне пур халӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; кайран ӑна йышлӑ халӑхсем, аслӑ патшасем пӑхӑнтарӗҫ.
8
Эхер те халӗ ӑна — Навуходоносора, Вавилон патшине — пӗр-пӗр халӑх е патшалӑх пӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, мӑйне Вавилон патшин сӳсменне тӑхӑнасшӑн мар пулсассӑн, ҫав халӑха Эпӗ хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗн кӑтартӑп, патша аллипе ӑна тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
9
«Эсир Вавилон патшин чурисем пулмӑр» теекен пророкӑрсене, юмӑҫӑрсене, тӗлӗк кураканӑрсене, ӑрӑмҫӑрсене, ҫӑлтӑрҫӑрсене ан итлӗр:
10
вӗсем суя сӑмах калаҫҫӗ, ҫавна пула сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗртен кӑларса ярӗҫ, Эпӗ сире хӑваласа янипе сирӗн вилсе пӗтмелле пулӗ.
11
Вавилон патшин сӳсменне хӑйӗн мӑйне тӑхӑнакан тата ӑна пӑхӑнса тӑракан халӑха вара Эпӗ хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчех хӑварӑп, вӑл вара унтах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Иудея патшине Седекияна эпӗ ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа патӑм: Вавилон патшин сӳсменне мӑя тӑхӑнӑр та ӑна тата унӑн халӑхне пӑхӑнса пурӑнӑр, вара чӗрӗ юлатӑр, терӗм.
13
Мӗншӗн-ха санӑн, сан халӑхун, Ҫӳлхуҫа Вавилон патшине пӑхӑнман халӑх ҫинчен каланӑ пек, хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилмелле?
14
«Вавилон патшин чурисем пулмӑр» теекен пророксене ан итлӗр — вӗсем суя сӑмах калаҫҫӗ.
15
Вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Ман ятӑмпа суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавна пула Эпӗ сире хӑваласа ярӑп та, эсир хӑвӑр та, сире вӗрентекен пророксем те вилсе пӗтӗр.
16
Священниксене те, ҫак мӗнпур халӑха та эпӗ каларӑм: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сире: «акӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ Вавилонтан каялла таврӑнӗ» тесе калакан пророкӑрсене ан итлӗр: вӗсем суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ.
17
Вӗсене ан итлӗр, Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр; мӗншӗн-ха ҫак хулана юхӑнтарса хӑвармалла?
18
Эхер те вӗсем пророк пулсассӑн, вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пулсассӑн, вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин ҫуртӗнче тата Иерусалимра юлакан хатӗр-хӗтӗр Вавилона ан куҫтӑр тесе Саваоф Ҫӳлхуҫаран хута кӗме ыйтчӑр.
19
Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать,
21
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать:
22
ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52