bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 9
Jeremiah 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 10 →
1
Ах, пуҫӑм куҫҫуль пулсанччӗ, куҫӑм куҫҫуль ҫӑлкуҫӗ пулсанччӗ! эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн чиксе пӑрахнӑ йӑхташӑмсемшӗн йӗрӗттӗм.
2
Ах, пушхирте манӑн хӳтлӗх вырӑн пулсанччӗ! халӑхӑма пӑрахса хӑварӑттӑм, вӗсем патӗнчен кайӑттӑм: вӗсем пурте — аскӑнчӑксем, ултавҫӑсен эшкерӗ.
3
Ултавшӑн вӗсем чӗлхине ухӑ пек карӑнтараҫҫӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ мар ӗҫсемпе паттӑрланаҫҫӗ: пӗр усал ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, Мана пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
4
Кашнийӗ хӑйӗн кӳршинчен сыхлантӑр, хӑвӑр тӑванӑрсене пӗрне те ан шанӑр: пӗр тӑванӗ тепӗрне ура хурать, кӳршӗ элек сарса ҫӳрет.
5
Пӗри тепӗрне улталать, тӗрӗссине каламасть: чӗлхине улталама вӗрентнӗ те — ывӑнса ҫитичченех суяҫҫӗ.
6
Эсӗ ултав хушшинче пурӑнатӑн; ултавлӑ пулнӑран вӗсем Мана пӗлесшӗн мар, тет Ҫӳлхуҫа.
7
Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсене шӑратсах тӗрӗслӗп; халӑхӑмӑн хӗрӗпе Манӑн тата мӗн тӑвас-ха?
8
Вӗсен чӗлхи — вӗлерекен ҫӗмрен, чее калаҫать; ҫывӑх ҫыннипе вӗсем туслӑн пуплеҫҫӗ, чӗринче вара ӑна хирӗҫ кавар тӗвӗлеҫҫӗ.
9
Ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене хӗн кӑтартмӑп-и вара? ҫавӑн пек халӑха Эпӗ тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.
10
Сӑрт-тушӑн кӑшкӑрса хӳхлеме, ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхшӗн эпӗ ӗсӗклесе йӗме пуҫлӑп: вӗсем ӗнсе-ҫунса кайнӑ, унта никам та ҫӳремест, унта кӗтӳ сасси те илтӗнмест; вӗҫен кайӑк та, выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмпе саланса-тарса пӗтнӗ.
11
Иерусалимран ӗнтӗ чул купи, шакалсен йӑви тӑвӑп, Иудея хулисенчен пушхир тӑвӑп, ҫынсӑр хӑварӑп.
12
Ҫакна ӑнланакан ӑслӑ ҫын пур-и-ха? Ҫӗршыв мӗншӗн пӗтнине, мӗншӗн вӑл никам ҫӳреми ӗнсе-ҫунса выртакан пушхир пулса тӑнине Ҫӳлхуҫа кама калайтӑр-ха, кама пӗлтертӗр-ха?
13
Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн,
14
хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн
15
Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри;
16
вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
17
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: шухӑшлӑр та хӳхлекен хӗрарӑмсене чӗнӗр — ҫавсем килччӗр; ҫак ӗҫе ӑста тӑвакан хӗрарӑмсене чӗнме ярӑр — ҫавсем килччӗр.
18
Васкаччӑр вӗсем, пирӗншӗн хӳхлеме пуҫлаччӑр, пирӗн куҫран куҫҫуль юхтӑр, куҫ хупанкинчен шыв пек тӑкӑнтӑр.
19
Сион енчен ҫапла каласа йӗни илтӗнет: «ах, пире епле ҫаратрӗҫ! пире тем тӗрлӗ намӑса хӑварчӗҫ, ӗнтӗ хамӑр ҫӗре пӑрахса каятпӑр: пирӗн ҫуртсене аркатрӗҫ».
20
Ӗнтӗ итлӗр, хӗрарӑмсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ӑна хӑлхӑра тайса итлӗр; хӗрӗрсене те хӳхлеме вӗрентӗр, пӗри тепӗрне хӳхлев юррисем вӗренттӗр:
21
пирӗн чӳречесенчен вилӗм кӗрет, пирӗн керменсене кӗрсе каять, вӑл ачасене урамра, яш-кӗрӗме уҫӑ вырӑнта пӗтерсе тӑкасшӑн.
22
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тесе кала: ҫын виллисем хирти тислӗк пек, выракан хыҫҫӑн выртса юлакан кӗлтесем пек выртса юлӗҫ, вӗсене пуҫтаракан та пулмӗ.
23
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑсли хӑйӗн ӑсӗпе ан мухтантӑр, вӑйли хӑйӗн вӑйӗпе ан мухтантӑр, пуянни хӑйӗн мулӗпе ан мухтантӑр.
24
Мухтанакан Мана ӑнланнипе, Эпӗ ҫӗр ҫинче ырӑлӑх, сут, тӳрӗлӗх тӑвакан Турӑ пулнине пӗлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн Маншӑн ҫакӑ ҫеҫ кӑмӑллӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
25
Акӑ ӳтне ҫеҫ кастарнӑ халӑхсене хаса парас кунсем ҫывхараҫҫӗ:
26
Эпӗ Египетпа Иудейӑна, Эдома, Аммон ывӑлӗсене, Моава тата пушхирте пурӑнакан, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене хаса парӑп. Ытти халӑхсем — ӳтне кастарман халӑхсем, Израиль килӗ вара чӗрине кастарман, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52