bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 23
Jeremiah 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 24 →
1
Манӑн кӗтӳри сурӑхсене пӗтерекен, вӗсене салатса яракан кӗтӳҫӗсене хуйхӑ ҫитӗ! тет Ҫӳлхуҫа.
2
Ҫавӑнпа та Манӑн халӑхӑма кӗтекен кӗтӳҫӗсене Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Манӑн сурӑхӑмсене сапаласа пӗтертӗр, вӗсене салатса ятӑр, вӗсене пӑхмарӑр; халӗ усал ӗҫӗрсемшӗн Эпӗ сире хаса паратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
3
Кӗтӗвӗм йӑлкӑмне Хам хӑваласа янӑ мӗнпур ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑйсен картине тавӑрӑп; вӗсем ӗрчесе, хунаса кайӗҫ.
4
Вӗсене кӗтме кӗтӳҫӗсем лартӑп, вӗсем текех хӑрамӗҫ те, шикленмӗҫ те, ҫухалмӗҫ те, тет Ҫӳлхуҫа.
5
Акӑ вӑхӑт ҫывӑхарса килет, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫӗклентерӗп те, Вӑл Патша пулӗ, пурне те ӑспа туса пырӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.
6
Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!»
7
Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
8
Ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль килӗн йӑхне Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пурӑнӗҫ.
9
Пророксем ҫинчен. Ӑшӑмра чӗрем ҫурӑлса тухать, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтрет; Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн сӑваплӑ сӑмахне пула эпӗ ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ ҫын пек пулса тӑтӑм.
10
Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ,
11
пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Ҫавӑншӑн вӗсен ҫулӗ тӗттӗмри шуҫлак вырӑн пек пулӗ: вӗсене тӗксе ярӗҫ те — вӗсем унта ӳксе пӗтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Хам пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
13
Самари пророкӗсенче те Эпӗ ӑссӑрлӑх куртӑм; вӗсем Ваал ячӗпе пророкла вӗрентсе ҫӳрерӗҫ — Манӑн халӑхӑма, Израиле, илӗртсе улталарӗҫ.
14
Анчах Иерусалим пророкӗсенче тата хӑрушӑраххине куратӑп: вӗсем асӑхаҫҫӗ, улталаса пурӑнаҫҫӗ, никам та хӑйӗн ирсӗрлӗхне пӑрахмасть; Ман умӑмра вӗсем пурте — Содом пек, Унта пурӑнакансем — Гоморра пек.
15
Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа пророксем ҫинчен ҫапла калать: Эпӗ вӗсене армути ҫитерӗп, ват хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп: ӗнтӗ Иерусалим пророкӗсене пула ҫӗр ирсӗрленчӗ.
16
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑра пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен сӑмахӗсене ан итлӗр: вӗсем сире улталаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне мар, чӗри мӗн ӗмӗтленнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
17
Вӗсем Мана тиркекенсене пӗрехмай: «Ҫӳлхуҫа каларӗ: сире тӑнӑҫлӑх пулӗ» теҫҫӗ. Хӑйӗн чӗри чурӑслӑхӗпе пурӑнакан кашни ҫынна вӗсем: «сире инкек тивмӗ» тееҫҫӗ.
18
Ҫӳлхуҫа канашӗнче кам пулнӑ, кам курнӑ, кам илтнӗ Унӑн сӑмахне? Кам тӑнланӑ та илтнӗ Унӑн сӑмахне?
19
Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫне ҫитсе ҫапӗ.
20
Хӑй мӗн тӑвас тенине тумасӑр, ҫавна пӗтӗмпе туса ҫитермесӗр Ҫӳлхуҫа ҫилли иртсе каймӗ; ҫитес кунсенче эсир ҫакна лайӑх ӑнланса илетӗр.
21
Ҫак пророксене Эпӗ яман, вӗсем хӑйсем чупса килчӗҫ; Эпӗ вӗсене каламан, вӗсем хӑйсем пророкла калаҫрӗҫ.
22
Вӗсем, Манӑн канашӑмра тӑнӑ пулсассӑн, Манӑн халӑхӑма Эпӗ каланине пӗлтерсе вӗсене усал ҫулӗсенчен, усал ӗҫӗсенчен пӑрнӑ пулӗччӗҫ.
23
Эпӗ ҫывӑхра ҫеҫ Турӑ-и? тет Ҫӳлхуҫа. Аякра та Турӑ мар-и?
24
Этем Эпӗ курма пултарайман вӑрттӑн вырӑна пытанаять-и? тет Ҫӳлхуҫа. Эпӗ тӳпене те, ҫӗре те тултарса тӑмастӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.
25
Эпӗ Ман ятӑмпа суя суйса ҫӳрекен пророксем мӗн каланине илтрӗм. Вӗсем: «эпӗ тӗлӗкре куртӑм, эпӗ тӗлӗкре куртӑм» теҫҫӗ.
26
Суя вӗрентсе, хӑйсен чӗри ултавне пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен чӗринче вӑрахчен пулӗ-ши ҫакӑ?
27
Вӗсен ашшӗсем Ваала пула Ман ятӑма манса кайнӑ пек, хӑйсен тӗлӗкӗсене пӗр-пӗрне каласа парса Хамӑн халӑхӑм Ман ятӑма манса кайтӑр теҫҫӗ-ши вӗсем?
28
Тӗлӗк курнӑ пророк хӑйӗн тӗлӗкне тӗлӗк пекех каласа патӑр; Ман сӑмахӑма илтекенӗ вара Ман сӑмахӑма тӗрӗс калатӑр. Хывӑхпа таса тырӑ хушшинче пӗр пекки мӗн пултӑр-ха? тет Ҫӳлхуҫа.
29
Манӑн сӑмахӑм вут-ҫулӑм пек мар-и, тет Ҫӳлхуҫа, чул тӑва ҫапса салатакан ҫапкӑч пек мар-и?
30
Ҫавӑнпа Эпӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Ман сӑмахӑмсене пӗр-пӗринчен вӑрлакан пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
31
Пушӑ сӑмах ҫаптаракан, ҫавах «Вӑл каларӗ» теекен пророксене хирӗҫ тӑратӑп.
32
Эпӗ яман, Эпӗ хушман пулин те, хӑйсен суя тӗлӗкӗсене каласа паракан, Манӑн халӑхӑма улталаса-илӗртсе ҫӳрекен, хӑйсен халӑхне нимӗнле усӑ та кӳмен пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
33
Ҫак халӑх е пророк, е священник санран: «Ҫӳлхуҫа мӗнле хыпар, мӗнле йывӑрлӑх ячӗ-ха?» тесе ыйтсассӑн, кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: «мӗнле йывӑрлӑх-и? эсир хӑвӑр йывӑрлӑх, Эпӗ сире сирпӗтсе антарӑп».
34
Эхер те пророк е священник, е халӑх: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тесессӗн, Эпӗ ҫав ҫынна, унӑн килне хӗн кӑтартӑп.
35
Пӗр-пӗрне е тӑван тӑвана: «Ҫӳлхуҫа мӗн хуравларӗ?» е «Ҫӳлхуҫа мӗн каларӗ?» тейӗр,
36
«Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» текен сӑмахсене вара малашне ан калӑр: ҫавнашкал ҫыншӑн хӑйӗн сӑмахӗ йывӑрлӑх пулса тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир чӗрӗ Турӑ сӑмахне, Саваоф Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне, пӑсатӑр.
37
Пророка ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа сана мӗн хуравларӗ?» е «Ҫӳлхуҫа мӗн каларӗ?» те.
38
Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн,
39
ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп,
40
сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52