bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 32
Jeremiah 32
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 33 →
1
Иудея патши Седекия вуннӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне — ку вӑл Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ — Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
2
Ун чухне Вавилон патшийӗн ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ пулнӑ, Иеремия пророка вара Иудея патшийӗн керменӗ ҫумӗнчи хурал картишне хупса лартнӑ.
3
Ӑна унта Иудея патши Седекия ҫапла каласа лартнӑ: «эсӗ мӗншӗн ҫапла пророкла калаҫса ҫӳретӗн? Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тетӗн: акӑ Эпӗ ҫак хулана Вавилон патшийӗн аллине парӑп та, вӑл ӑна туртса илӗ;
4
Седекия, Иудея патши, халдейсен аллинчен хӑтӑлаймӗ, ӑна пурпӗрех Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вӑл унпа ҫӑвара-ҫӑварӑн, куҫа-куҫӑн калаҫӗ;
5
Седекияна вӑл Вавилона илсе кайӗ, вӑл Эпӗ ун патне пырса пӑхичченех унта пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа. Эхер те эсир халдейсемпе ҫапӑҫма пуҫласассӑн, сирӗн ӑнӑҫу пулмӗ» тетӗн?
6
Иеремия каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмах ҫапла пулчӗ:
7
Анамеил — санӑн Саллум пиччӳн ывӑлӗ — сан патна килӗ те: «Анафофри хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн тӑванлӑх тивӗҫӗпе ӑна санӑн тӳлесе илмелле» тейӗ.
8
Акӑ Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ман патӑма хурал картишне Анамеил — Саллум пичче ывӑлӗ — килчӗ те мана каларӗ: Анафофри, Вениамин ҫӗрӗнчи, хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн санӑн еткерлӗх ирӗкӗ те, ӑна тӑванлӑх тивӗҫӗпе тӳлесе илмелли ирӗкӳ те пур; хӑвна валли тӳлесе ил, терӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлтӗм.
9
Вара эпӗ Анамеилӑн, пиччем ывӑлӗн, Анафофри хирне тӳлесе илтӗм, ӑна вунҫичӗ сикль кӗмӗл виҫсе патӑм;
10
ӗнтӗ суту-илӳ хутне ҫыртӑм, пичет пусрӑм, кӳнтеленсем чӗнсе илсе виҫепе виҫсе патӑм.
11
Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те
12
ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм;
13
унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм:
14
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.
15
Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак ҫӗр ҫинче каллех ҫуртсем, хирсем, иҫӗм пахчисем туянма пуҫлӗҫ, тет.
16
Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм:
17
«эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук;
18
Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр! Унӑн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа!
19
Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн.
20
Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек;
21
Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та
22
ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ.
23
Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн.
24
Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн.
25
Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
26
Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
27
акӑ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, мӗнпур чӗрӗ чун Турри; Эпӗ пултарайманни мӗн те пулин пур-и?
28
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ,
29
хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.
30
Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем ҫамрӑкранпах Ман куҫӑм умӗнче усал ҫеҫ турӗҫ; Израиль ывӑлӗсем Мана хӑйсен ӗҫӗсемпе ҫиллентерсе ҫеҫ тӑчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
31
Ҫак хула хӑйне туса лартнӑ кунран пуҫласа паян кунчченех Мана ҫиллентерес те хаярлатас тенӗ пек анчах пурӑнатчӗ. Ҫавӑнпа Эпӗ ӑна пӑрахрӑм,
32
Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсен мӗнпур усал ӗҫӗшӗн — вӗсем, вӗсен патшисемпе улпучӗсем, священникӗсемпе пророкӗсем, Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем Мана ҫиллентермелли ӗҫсем тунӑшӑн — пӑрахрӑм.
33
Вӗсем Ман енне питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ; Эпӗ хӑйсене вӗрентнӗ чухне, ҫине-ҫинех вӗрентнӗ чухне вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнасшӑн пулмарӗҫ,
34
Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна ирсӗрлетсе, хайсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ.
35
Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче Ваал киреметне туса лартрӗҫ, ҫавӑнта хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха чӳклерӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫавӑн пек тума хушман, вӗсем Иудӑна ҫылӑха кӗртсе ҫак ирсӗр ӗҫе тӑвасси Ман шухӑшӑмра та пулман.
36
Акӑ ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, эсир: «вӑл хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗрен Вавилон патшийӗн аллине лекӗ» тесе калакан ҫак хула ҫинчен халӗ ҫапла калать:
37
акӑ Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа, хытӑ тарӑхнипе хуса янӑ ҫӗрсенчен пуҫтарӑп та ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене шанчӑклӑ пурӑнӑҫ парӑп.
38
Вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп.
39
Вӗсене ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑмашкӑн, хӑйсене, хӑйсем хыҫҫӑн хӑйсен ачисене ырӑлӑх кӑтартмашкӑн пӗр чӗре те пӗр ҫул парӑп.
40
Вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп, вӗсенчен пӑрӑнмӑп, вӗсене ырӑ тума пӑрахмӑп, Мана ан пӑрахчӑр тесе вӗсенӗн чӗрине Хамран хӑраса тӑмалла тӑвӑп.
41
Пӗтӗм чӗремрен, пӗтӗм чунӑмран вӗсене хапӑл пулӑп, вӗсене ырӑлӑх парӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине шанчӑклӑ вырӑнаҫтарӑп.
42
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ ҫапла калать: ҫак халӑх ҫине пӗтӗм пысӑк усаллӑха янӑ пекех, вӗсем ҫине Эпӗ хӑйсем пирки каласа хунӑ пӗтӗм ырӑлӑха та ярӑп.
43
Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ;
44
ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 31
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 33 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52