bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 46
Jeremiah 46
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 47 →
1
Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка тӗрлӗ халӑхсем ҫинчен пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
2
Египет ҫинчен, Египет патши Нехао фараон ҫарӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: ҫав ҫар Евфрат шывӗ хӗрринчи Кархемис хулинче тӑнӑ, ӑна Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вавилон патши Навуходоносор ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
3
Хулканӑрсемпе сӑннӑрсене хатӗрлӗр те ҫапӑҫӑва кӗрӗр;
4
эй юланутҫӑсем, утӑрсене йӗнерлӗр те ут утланӑр; тимӗр калпак тӑхӑнса тӑрӑр; сӑннӑра хӑйраса шӗвӗртӗр, тимӗр тумтирпе витӗнӗр.
5
Мӗн куратӑп Эпӗ? Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
6
Ҫӑмӑл уралли те тарса ӳкеймӗ, вӑйли те хӑтӑлаймӗ; ҫурҫӗрте, Евфрат шывӗ патӗнче, такӑнчӗҫ те кайса ӳкрӗҫ.
7
Кам-ха ку Нил шывӗ пек ҫӗкленет? Хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ.
8
Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.
9
Утӑрсем ҫине ларӑр, вӗҫтерӗр, ҫар ураписем! Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр:
10
ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
11
Эй хӗрӗм, Египет хӗрӗ, Галаада кай та сиплӗ им-ҫам илсе кил; кӑлӑхах сывалас тесе тӑрӑшатӑн, санӑн тӳрленесси пулмӗ.
12
Халӑхсем эсӗ намӑса юлни ҫинчен илтрӗҫ — пӗтӗм ҫӗре эсӗ кӑшкӑрса йӗни хупласа хучӗ; вӑйли вӑйлипе пырса ҫапӑнчӗ те, иккӗшӗ те пӗтрӗҫ.
13
Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет ҫӗрне пӗтерме тапӑнса кӗресси ҫинчен каланӑ сӑмах:
14
Египета хыпарлӑр, Магдола пӗлтерӗр, Нофпа Тафниса та пӗлтерӗр; калӑр: «тӑр та хатӗрлен, хӗҫ санӑн тавралӑхна тӗп тӑвать» тейӗр.
15
Мӗншӗн санӑн паттӑру йӑванса кайрӗ? Чӑтса тӑраймарӗ — ӑна Ҫӳлхуҫа йӑвантарчӗ.
16
Вӑл нумайӑшне йӑвантарчӗ, пӗри тепӗрин ҫине ӳкет, пӗр-пӗрне ҫапла калаҫҫӗ: «тӑр та, пӗтерекен хӗҫрен хамӑр халӑх патне хамӑрӑн тӑван ҫӗре тарса хӑтӑлар» тееҫҫӗ.
17
Лере фараона — Египет патшине — ҫапла ят парӑр: «нумай шавларӗ — усси пулмарӗ!» тейӗр.
18
Эпӗ пур, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа ятлӑ Патша: чӑнах, сирӗн пата килекенӗ — тусем хушшинчи Фавор пек, тинӗс хӗрринчи Кармил пек.
19
Эй Египет хӗрӗ, куҫса каймашкӑн мӗн кирлине хатӗрле: ӗнтӗ Нофа тустарса-ҫаратса тухӗҫ, пӗр ҫынсӑр тӑратса хӑварӗҫ.
20
Египет — хӳхӗм ӗне, ун енне ҫурҫӗртен пӑван вӗҫет те вӗҫет.
21
Тара тытнӑ ҫарҫисем — самӑртнӑ вӑкӑрсем пек — вӗсем каялла ҫаврӑнчӗҫ, пурте тараҫҫӗ, чӑтса тӑраймарӗҫ: ӗнтӗ вӗсен пӗтес кунӗ ҫитрӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.
22
Египет ҫӗлен пек чашкӑрать; тӑшманӗсем ҫарпа килеҫҫӗ, вӑрман касакансем пек, пуртӑсемпе килеҫҫӗ;
23
унӑн вӑрманне, чӑтлӑх вӑрмана, касса тӑкрӗҫ; вӗсем хӗрлӗ шӑрчӑкран та нумайрах, вӗсенӗн имӗ-сумӗ те ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.
24
Египет хӗрӗ намӑса юлчӗ, ҫурҫӗрти халӑх аллине лекрӗ.
25
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та
26
вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
27
Эсӗ вара, Иаков чурам, ан хӑра, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана аякри ҫӗршывран, санӑн вӑрлӑхна вӗсен тыткӑнӗнчен ҫӑлӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнма пуҫлӗ, ӑна текех никам та хӑратаймӗ.
28
Ан хӑра, Иаков чурам: Эпӗ — санпа пӗрле; Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пӗтӗмпех пӗтерӗп, сана пӗтермӗп, анчах сана тивӗҫлипе хаса кӑтартӑп; хаса кӑтартмасӑр хӑвармӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 45
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 47 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52