bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 7
Jeremiah 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 8 →
1
Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:
2
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне тӑр та ҫак сӑмаха пӗлтерсе ҫапла кала: эй ҫак хапха витӗр Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма кӗрекен пӗтӗм Иудея халӑхӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле.
3
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр те, Эпӗ сире ҫак вырӑнтах пурӑнма хӑварӑп.
4
«Кунта Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ» тесе улталакансене ан ӗненӗр.
5
Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн,
6
ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн,
7
Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.
8
Анчах эсир хӑвӑра усӑ паман ултавлӑ сӑмахсене шанатӑр.
9
Мӗнлерех вӑрлатӑр эсир, вӗлеретӗр, аскӑнатӑр, ултавлӑн тупа тӑватӑр, Ваал умӗнче тӗтӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн ҫӳретӗр!
10
Кайран вара килетӗр те Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫуртра Ман умӑма тӑратӑр, «эпир ҫӑлӑннӑ» теетӗр, эсир ӗнтӗ малашне те ирсӗр ӗҫсем тума хатӗр!
11
Эсир Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫурт вӑрӑ-хурах йӑви пулса тӑтӑр тетӗр-и? Эпӗ ҫакна пӗтӗмпех курса тӑратӑп! тет Ҫӳлхуҫа.
12
Силома — унччен Эпӗ Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе кӑтартнӑ вырӑна — кайса пӑхӑр-ха, Израиль халӑхӗн усал ӗҫӗшӗн Эпӗ ӑна мӗн тунине курӑр-ха.
13
Эсир халӗ те ҫав ӗҫсенех тӑватӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен ҫине-ҫинех каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, чӗнтӗм сире — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр,
14
ҫавӑнпа Эпӗ Ман ятӑмпа хисепленекен, эсир шанса тӑракан ҫакӑ Ҫурта та, сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ вырӑна та Силома мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп.
15
Тӑванӑрсене, пӗтӗм Ефрем йӑхне, хӑваласа янӑ пекех, сире Хам умран хӑваласа ярӑп.
16
Эсӗ вара ҫак халӑх патне ан ҫывӑхар, уншӑн ан макӑр, уншӑн кӗлтуса Мана ан тархасла — Эпӗ сана илтмӗп.
17
Вӗсем Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче мӗн тунине курмастӑн-им?
18
Тӳпен ама турри валли икерчӗ пӗҫермешкӗн ачисем вут-шанкӑ пуҫтараҫҫӗ, ашшӗсем вут чӗртеҫҫӗ, хӗрарӑмӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ. Мана хурласа урӑх турӑсем умӗнче чӳк тӑваҫҫӗ.
19
Анчах Мана хурлаҫҫӗ-и-ха вӗсем? тет Ҫӳлхуҫа. Хӑйсене намӑса хӑварса, хӑйсене хӑйсем хурлаҫҫӗ вӗсем.
20
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
21
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: парнесем кӳрӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене кӳрӗр, аш ҫийӗр;
22
сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫинчен, ытти парне ҫинчен каламарӑм, ӳкӗтлемерӗм,
23
анчах вӗсене ҫакӑн пек ӳкӗтлерӗм: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, хӑвӑра ырӑ пултӑр тесессӗн, Эпӗ вӗрентекен ҫулпа ҫӳрӗр» терӗм.
24
Анчах вӗсем итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнчӗҫ, чӑхӑмларӗҫ, Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ.
25
Сирӗн аҫӑрсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян кунчченех Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене — пророксене — ярсах тӑтӑм, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм;
26
анчах вӗсем Мана итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, чурӑслансах кайрӗҫ, хӑйсен ашшӗсенчен те киревсӗртерех хӑтланчӗҫ.
27
Эсӗ вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха калама пуҫласассӑн, вӗсем сана итлемӗҫ; вӗсене чӗнсессӗн, вӗсем сана хирӗҫ чӗнмӗҫ.
28
Вара ҫапла кала вӗсене: акӑ Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, итлемен, вӗрентсе каланине хапӑл туман халӑх! Ӗнтӗ вӗсен чӑнлӑх юлмарӗ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ ӑна йышӑнмарӗ.
29
Ҫӳҫне касса тӑк, сӑрт-ту ҫинче хӳхле: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑйне ҫиллентернӗ йӑха пӑрахрӗ.
30
Манӑн умӑмра Иуда ывӑлӗсем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна варалас тесе, хӑйсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ;
31
Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑмра ҫунтармашкӑн Тофетра чӳк вырӑнӗсем туса пӗтерчӗҫ, Эпӗ ун пек тума хушман, ку Манӑн чӗремре те пулман.
32
Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.
33
Ҫак халӑх ҫыннисен виллисем вӗҫен кайӑксенӗн, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксенӗн ҫимӗҫӗ пулса тӑрӗҫ, кайӑкӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.
34
Иудейӑри хуласенче тата Иерусалим урамӗсенче савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, ҫураҫнӑ хӗр сассине те чарса лартӑп — ҫакӑ ҫӗр пушхир пулса тӑрӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52