bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 11
Jeremiah 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 12 →
1
Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах:
2
ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр;
3
вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ;
4
ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
5
Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм. Эсир халӗ ҫав ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, тесе калать, те. Эпӗ вара ҫапла хуравларӑм: аминь, Ҫӳлхуҫамӑм! терӗм.
6
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак мӗнпур сӑмаха Иуда хулисемпе Иерусалим урамӗсенче пӗлтер: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те вӗсене туса тӑрӑр, те.
7
Сирӗн аҫӑрсене Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа паян кунчченех пӗр вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, ҫине-ҫинех каларӑм: «Ман сӑмахӑма итлӗр» терӗм.
8
Анчах вӗсем итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхана та чикмерӗҫ, кашниех хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе ҫӳрерӗ: ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хирӗҫ ҫак халалӑн пӗтӗм сӑмахне — вӗсем пурӑнӑҫа килтерсе тӑма хушнӑ сӑмаха, вӗсем пурӑнӑҫламан сӑмаха — ярӑп.
9
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ:
10
вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ. Израиль килӗпе Иуда килӗ Эпӗ вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑсрӗҫ, терӗ.
11
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗн-хур ярӑп, вӗсем унран хӑтӑлаймӗҫ, Мана тархаслама тытӑнсассӑн та Эпӗ вӗсене илтмӗп.
12
Ҫавӑн чухне Иуда хулисемпе Израиль ҫыннисем хӑйсем тӗтӗрекен турӑсене йӗре-йӗре тархаслӗҫ; анчах туррисем ҫав хӗн-хур вӑхӑтӗнче нимӗнле те пулӑшмӗҫ.
13
Иуда, ӗнтӗ санӑн мӗн чухлӗ хула, туррусем те ҫавӑн чухлех, Иерусалимра мӗн чухлӗ урам, сирӗн йӗрӗнчӗксене парне кӳмелли вырӑн та ҫавӑн чухлех. Ваала тӗтӗрмелли вырӑнсем лартса тултартӑр.
14
Эсӗ вара ҫак халӑхшӑн ан ыйт, уншӑн ан кӗлту, ан тархасла: вӗсем хӗн-хур тӳснӗ чухне Мана тархасланине илтмӗп Эпӗ.
15
Ман Ҫуртӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем пулса иртнӗ чухне Ман савнӑ халӑхӑмӑн унта мӗн тупмалли пур? сана, усал ӗҫ туса савӑнаканскерне, таса аш та пулӑшаймӗ.
16
Ҫӳлхуҫа сана «Паха ҫимӗҫлӗ ытарайми ҫу йывӑҫӗ» тесе ят панӑ. Халӗ вара аслати шавӗпе пӗрле Вӑл ун тавра вут хыптарса ячӗ те, унӑн турачӗсем ҫунса кайрӗҫ.
17
Хӑвна лартса ӳстернӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа акӑ Израиль килӗпе Иуда килӗ тунӑ усал ӗҫсемшӗн сан ҫине сехмет ячӗ. Вӗсем Ваала тӗтӗрсе Мана тарӑхтарчӗҫ.
18
Турӑ мана уҫса пачӗ те — эпӗ пӗлетӗп; Эсӗ мана вӗсен ӗҫӗсене кӑтартрӑн.
19
Эпӗ вара, хӑйне пусма илсе каякан йӑваш путек пек, вӗсем мана хирӗҫ кавар тунине, «ку йывӑҫа ҫамрӑклах пӗтерер, ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрар, ятне те ан асӑнччӑр урӑх» тенине пӗлмен те.
20
Анчах Саваоф Ҫӳлхуҫа тӳррипе сут тӑвать, чӗрепе ӑшчике сӑнаса тӗрӗслет. Вӗсене Хӑв тавӑрнине курмалла тусамччӗ мана: тавӑҫӑма Сана шанса патӑм.
21
Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать;
22
ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
23
Вӗсенчен йӑлкӑмӗ те юлмӗ: вӗсем патне пырса пӑхнӑ ҫулхине Эпӗ Анафоф ҫыннисем ҫине хӗн-хур ярӑп, тет.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52